Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăкаксене саплаштарĕç

Тăкаксене саплаштарĕç

Чăваш Республики çĕршыври ытти регион пекех апрелĕн 15-мĕшĕнчен цифра телекуравĕ çине куçать.

Çавна май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ мартăн 13-мĕшĕнче 78-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн халăхăн сахал тупăшлă категорийĕсем, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсем валли цифра телевиденийĕ çине куçма ятарлă оборудованисем туяннă хыççăн паракан социаллă пулăшу мерисен йĕркине çирĕплетнĕ, ятарлă оборудованисем туянса пулнă тăкаксене бюджетран саплаштарма йышăннă.

Компенсацие Чăваш Республикинче палăртнă пурăнмалăх укçа-тенкĕ виçинчен пĕчĕкрех тупăш илекен çемьесене, пĕччен пурăнакансене, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсене параççĕ. Вĕсен, паллах, сахал тупăшлă граждансем пулнине ĕнентерсе тĕрлĕ справкăсем тăратса районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче регистрациленмелле. Çав вăхăтрах эфир цифра телевиденийĕн каналĕсене тытакан е тытман территорисенче /районта Чăваш Тăрăмĕ, Шуршу, Каркалар, Хĕрлĕçыр, Тăрмăш, Петровка ялĕсене сигнал çитеймест/ яланлăхах пурăннине çирĕплетмелле.

Компенсацие тÿлевсĕр цифра каналĕсен сигналĕсене тытакансене /1750 тенкĕрен ытла мар/, сигнал çитеймен ялсенчисене /6500 тенкĕрен ытла мар/ пĕр хутчен тÿлеççĕ. Маларах асăннă категорири çынсен ăна илес тесен заявлени çырмалла, унтан çак документсене тăратмалла:

– паспорт копийĕсем;

– ачасем /усрава илнисем/ çуралнине ĕнентерекен свидетельствăсем;

– Чăваш Республикин территорийĕнче пурăннине çирĕплетекен справкăсем;

– çемье членĕсен юлашки виçĕ уйăхри тупăшĕсене çирĕплетекен документсем;

– оборудованин эксплуатаци докуменчĕсем;

– оборудование туяннă чухнехи тÿлев докуменчĕсем.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсенчен тупăш справкисем ыйтмаççĕ, вĕсен вăрçă ветеранĕн удостоверенине кăтартмалла.

Документсем оригинал пулмалла. Вĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн каялла тавăрса параççĕ.

И.АНИКИНА,
халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code