Кĕркуннехи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн çĕре ĕçлесе хатĕрлекен ял хуçалăх техникине хĕл каçарма тивĕçлĕ хатĕрлесе лартасси округри ял хуçалăх предприятийĕсенче çирĕп йăлара.

Техникăна хĕл валли хатĕрлесе вырнаçтарассипе мĕнле ĕçленине хак парас тĕллевпе хуçалăхсен хушшинче смотр-конкурс йĕркеленĕ. Ял хуçалăх машинисене вăхăтра тасатса хатĕрлес енĕпе чи харсăррисем «Комбайн», «Рассвет» ЯХПКсем, «Победа» ООО пулнине палăртнă комисси членĕсем.

