Çут çанталăка сыхлассипе, хамăр пурăнакан территорие тирпей-илем кÿрессипе çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе районта иртнĕ çулсенчен тытăнсах вырăнсене тухса экологи канашлăвĕсем ирттерни ахальтен мар. Мĕншĕн тесен çуркуннехи-çуллахи вăхăтра уйрăмах çивĕч тухса тăракан çак ыйтусене пĕрлехи вăйпа – пурте пĕр çын пек пулса тăрăшсан анчах парăнтарма пулнине пĕлетпĕр.
Хальхинче ял тăрăхĕсен, район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пынипе Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхне кĕрекен Таяпа Энтри ялне çитсе курчĕç, çула май çывăхри вăрман-уçланкă, çырма-çатра çывăхĕнчен те иртме тиврĕ.
Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче, пĕтĕмĕшле илсен, экологи хăрушсăрлăхне ÿстерессипе, ешĕл зонăсене анлăлатассипе, вырăнти социаллă объектсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрассипе, урамсенчи çул-йĕре тирпейлесе йĕркене кĕртессипе тивĕçлипе вăй хураççĕ. Çак ĕçсенчен чылайăшне патшалăх программине хутшăннипе уйăрса панă тата халăх хăй ирĕкĕпе пухнă укçа-тенкĕпе усă курса пурнăçлаççĕ. Ял пуласлăхĕшĕн тăрăшакан теветкеллĕ çынсен пуçарăвĕпе Таяпа Энтринче икĕ çул каялла çĕкленсе ларнă часавай йĕри-таврашне, пĕрре ĕçе пикеннипе усă курса, эрешлĕ тимĕрпе тытса çавăрнине астăватпăр. Халĕ клуб, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк территорийĕсенчи карта та часавай çывăхĕнчипе пĕр вĕçрен. Пачах урăх сăн – Майра касси урамĕ тата хитреленсе кайнăн курăнать, ял пурăнни, аталанни куç умĕнче. Поселок урамĕнче пулса курма та кăмăллă. Çурчĕсем пĕринчен пĕри хăтлă. Икĕ айккипе те сип-симĕс: ретĕн-ретĕн лартса тухнă пилеш, çаврака çăка йывăççисем, вĕсен вуллисене шуратнă. Çамрăк, тин лартнă хунавсене качака-сурăх кăшласран асăрханса тытнă карта-пахча та, майне-шывне пĕлсе, ăнланса тытнăран, урама хăйне евĕр илем кÿрет мар-и? Хăш-пĕр кил-çуртсен умĕнчи чул, хăйăр куписене пуçтарсан е ĕçе ярсан урам тата илемлĕрех пулмалла.
Йăлара усă курнă хытă каяшсене вăхăтлăха вырнаçтармалли контейнер площадкине те пуринчен малтан Таяпа Энтри ялĕнче вырнаçтарнă. Сăмах май, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче хальхи вăхăтра çÿп-çап пухмалли çакăн йышши площадкăсене 5 вырăнта туса лартнă. Ял халăхĕ кунта леçекен хытă каяша «МВК «Экоцентр» ООО регионри оператор палăртнă графикпа килĕшÿллĕн турттарса тухать. Апла пулин те килти хуçалăхра усă курма юрăхсăра тухнă тĕрлĕрен ăпăр-тапăра çырма-вар пуçне тăкас, турттарса леçес йăлана та пăрахаймасть нумайăшĕ. Йĕркесĕрлĕхрен хăтăлас, ăна тĕп тăвас тĕллевпе халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене те сахал мар туса ирттереççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем çÿп-çап куписене тасатма хăйсем кар тăрса тухнинчен те тепĕр чухне, усси сахал. Купаласа тунă пĕве çывăхĕнчен аякра та мар, курăнакан вырăнта харăсах икĕ свалка асăрхарăмăр. Кантăр çырминче, иртнĕ çулсенче райпон сысна ферми пулнă вырăнта тата мĕн амакĕ анчах çук! Кунта ăнсăртан ăпăр-тапăрпа тăлланса такăнса ÿкес пулсан ура çине те тăраймăн.
Çывăхра нумай çын лайăх пĕлме тивĕçлĕ кану вырăнĕсем те пур. Вĕсенчен пĕри – ĕлĕк ялти сад пахчи пулнă вырăн. Унта илсе çитерекен пĕчĕк вăрман тăрăхĕнче те куçа тÿрех курăнакан 4 свалка тĕлĕнче чарăнмасăр иртме пулмарĕ. Тепри – Морозов вăрманĕ. Ялта колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ Василий Иванович Морозов шăп та лăп 30 çул каялла хăмăшлă çырма таврашĕнчи çĕрсене арендăна илсе хырсемпе чăрăшсем лартса хăварнă. Çак йывăçсем халĕ вăрман евĕр ÿссе çитĕннĕ, çынсемшĕн ĕçрен пушă вăхăтра канмалли юратнă вырăнĕ пулса тăнă. Пурнăçран уйрăлса кайнă çак çыннăн пархатарлă та тĕслĕхлĕ пуçарăвне ĕмĕрлĕхе упраса хăварас тĕллевпе Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕ тăрăшнипе катана пырса кĕмелли вырăна асăну хăми те вырнаçтарнă. Анчах халĕ кунти кану вырăнĕнче те латти çук. Пĕчĕк уçланкăри меллĕ вырăнта тахçан хăмаран çапса ăсталанă сĕтел-сак кивелсе чалăшнă. Йĕри-тавра ăçталла сăнаса ан тинкер – çÿп-çап купи тĕлне килсе тухатăн. Культурăллă канма пыракансем ĕçнĕ-çинĕ те – ĕçĕ пĕтнĕ. Чун каниччен савăнса хăналаннă хыççăн пĕри теприн хыççăн хут-çатăркана, усă курнă савăт-сапана вырăнтах пăраха-пăраха хăварнăран çывăхри çырмари çÿп-çап купи ÿссех пырать. Ирĕксĕрех çапла ыйтас килет:
– Таврана илем кÿме вăрман çитĕнтернĕ çынна çапла «хисеп» тăватпăр-и эпир?
Çуркуннехи ака ĕçĕсем хыçа юлчĕç. Пушăрах вăхăт пуррипе усă курса çимĕк уявĕ çитиччен яла пырса кĕнĕ вырăнти – пурин куçне те курăнакан шыв башнин çывăхĕнчи кивелнĕ сарай-хуралтăсене пăсса вĕсен вырăнне карта тытса çавăрма, масар территорине тирпей-илем кĕртме – йĕрке тума ĕлкĕрмелле. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров вара паян-ыранах çак ĕçсене пикенме кирлине хăй те лайăх ăнланать.
Светлана АРХИПОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.