Ача сачĕ ачасемшĕн иккĕмĕш кил, воспитательсемпе унта тăрăшакансем вара вĕсемшĕн иккĕмĕш ашшĕ-амăшĕ пулса тăраççĕ.
2018 çулта республикăра тĕрлĕ вĕренÿ программисене ĕçе кĕртекен шкул ÿсĕмне çитичченхи ачасен 544 организацине /230-шĕ – яллă вырăнсенче/ шута илнĕ, вĕсенчен 333-шĕ – хăй тĕллĕн ĕçлекен организаци. Ача сачĕсене 76,4 пин ача çÿренĕ /çав шутран 85 проценчĕ 3 çулта е унран аслăрах/.
Юратнă ывăл-хĕрне ашшĕ-амăшĕ ача садне пысăк хавхаланупа леçет, унта вăл хăйне хÿтлĕхлĕ туясса шанса тăрать. Иртнĕ çул шкул умĕнхи вĕренÿ организацийĕсенче 6,1 пин педагог тăрăшнă, вĕсенчен 76 проценчĕ – хулара. Ÿсĕме шута илсе ушкăнлас пулсан, педагогсен 72 проценчĕ – 30 çултан пуçласа 54 çулта. 30 çула çитмен çамрăксен йышĕ 42 процентпа танлашать. Воспитательсенчен çуррине яхăн ачасемпе 20 çул ытла тăрăшать, 28 проценчĕн ĕç стажĕ 10 çултан пуçласа 20 çула çитнĕ.