Улатăрсем хăнасене тарават
Июнĕн 23-мĕшĕнче Республика кунĕ Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнче уçăлнă.
Купăс каласа, параппан çапса янраттарнă Улатăрсем сумлă хăнасене «Юмах тĕнчи» çĕнĕ паркĕнче кĕтсе илнĕ май, ял-йыш республика Пуçлăхне тавралăха хăтлăлатма пулăшнăшăн тав тунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вара Улатăр çыннисене хăйсене уява тĕплĕ хатĕрленнĕшĕн тав сăмахĕ каланă.
Çитĕнекен ăру хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнласа аслисене те юмах тĕнчине çавăтса кĕртнĕ. Тавралăха Константин Смирновăн йывăç кÿлепийĕсемпе илемлетнĕрен асамлăх сĕмĕ кĕнĕ.
Унтан уяв чăваш, вырăс, мăкшă культурисен этнографи паркĕнче тăсăлнă. Вăл шăпах Республика кунĕнче уçăлнă. Çакăнта Улатăр районĕнчи кашни ял тăрăхĕ хăйĕн çыннисемпе паллаштаракан кĕтес хатĕрленĕ.
Улатăр районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Нина Шпилевая çитĕнÿсем çинче чарăнса тăнă: çак кун Ичикс салинче районти саккăрмĕш ФАПа уçнă, Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле практика врачăн офисне юсаса çĕнетнĕ, «Шăмăршă-Суйкăн-Алтышево» çулăн пĕр пайне /10 километр/ сарнă.
Республика Пуçлăхĕ ĕçчен те ылтăн алăллă çынсем тăрăшнипе Улатăр тăрăхĕ куç умĕнче хăтлăланнине, çак илем ачасем валли юлнине палăртнă. Михаил Игнатьев пухăннисене Республика кунĕпе тата Акатуйпа саламланă май уявсем наци культурине аталантарма, йăла-йĕркене упраса хăварма пулăшни, Раççей халăхĕн хăватне çирĕплетме май пани çинчен каланă. Салам сăмахĕсем çумне РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Юрий Кислов та хутшăннă.
Халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фес-тивальне хутшăнакансем те Улатăр районне çитнĕ.
Юлашкинчен Шупашкар хăнисем Республика кунĕ тĕлне лартнă кăвак чăрăшсене шăварса хăварнă. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ парк историре юлакан уяв саманчĕсене манма памастех.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пыракан ушкăн та Улатăрсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллăн паллашнă.
Çĕнĕ ача сачĕ, троллейбус линийĕ хута кайнă
Чăваш Енĕн чи ырă йăли-йĕркисенчен пĕри – регионăн чи пысăк уявĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ объектсене уçни. Кăçал та çирĕпленнĕ йăлана манăçа кăларман – Шупашкарти «Соляное» микрорайонта çĕнĕ ача сачĕ ĕçлеме пуçланă. «Çĕнĕ хула» микрорайонта троллейбус линийĕ хута кайнă.
Вĕсене уçнă çĕре Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă, хула халăхне пысăк уяв ячĕпе саламланă.
Виçĕ хутлă «Росинка» ача сачĕ 220 ачана йышăнĕ. 10 ушкăн валли пÿлĕмсем, музыка тата спортпа гимнастика залĕсем, спорт хатĕрĕсене упрамалли вырăн, медицина тата кухня блокĕсем, методист, логопед, психолог тата ытти пÿлĕмсем, столяр мастерскойĕ – пурте хальхи вăхăта тивĕçтереççĕ.
Çĕнĕ ача садне уçма çын йышлă пухăннă. Кунтан инçех мар вырнаçнă «Тăван» ятпа йĕркеленĕ фермер фестивалĕ иртнĕ. Пĕчĕккисем валли кар-çинкка çыхас, музыка инструменчĕсем калас, «Çут çанталăка сыхлар» ятпа экоплакатсем хатĕрлес енĕпе ăсталăх класĕсем, спорт лапамĕнче çуллахи ăмăртусем иртнĕ.
– Чăваш Енре хальхи вăхăтра çĕнĕ 15 ача сачĕ тăватпăр. Çывăх вăхăтра тата иккĕ хăпартма пуçлатпăр. Вĕсене ĕçе кĕртни тепĕр 3280 ачана садикре вырăнпа тивĕçтерме май парĕ, – палăртнă регион Пуçлăхĕ.
«Çĕнĕ хула» микрорайонта пурăнакансен савăнăçĕ иксĕлми – халĕ вĕсем Шупашкара темиçе транспорта куçса лармасăрах çитме пултараççĕ. Микрорайонта троллейбус çÿретес тесе пысăк ĕç, пĕтĕмпе виçĕ тапхăрпа, пурнăçланă. 4 йĕрлĕ çул тунă. Тротуарсемпе велоçулсене хăтлăх кĕртнĕ. Общество транспорчĕ пĕтĕм микрорайона çаврăнĕ. Çĕнĕ линин пĕтĕмĕшле тăршшĕ – 15 километр.
Микрорайонта пурăнакансене Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев та саламланă.
300 килограмлă хуплăва астивнĕ
Чăваш Акатуйне уçса ваттисен ятĕнчен Евгений Ерагин, Анатолий Кибеч, Николай Егоров пил сăмахĕсем каланă. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Акатуя уçса уява пуçтарăннă йăхташсене паллă самантпа саламланă, авалхи йăлана тытса пынăшăн тав тунă.
Унтан уяв ертÿçисем сцена çине ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева хăпарма йыхравланă. Михаил Васильевич хула çыннисемпе хăнасене Республика кунĕпе, Пĕтĕм чăвашсен çиччĕмĕш Акатуйĕпе саламланă.
– Тавтапуç сире, ентешсем, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăнма майсем тупнăшăн, малашне те пĕрле, авалхи пек шăкăл-шăкăл туслă пурăнар. Эпир пулнă, пур, пулатпăр, – тенĕ вăл.
Кăçалхи Акатуя Театр çулталăкне халалланă. Çавăнпа сцена çине К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем «Эс ман чунра» мюзиклăн пĕр пайне лартни питĕ вырăнлă пулнă.
Анне монуменчĕ çывăхĕнчи лапамра спортсменсем вăй виçнĕ. Ун хыççăн Акатуя хутшăннисем карталанса палăк патне çул тытнă. Унта Шупашкар çыннисене савăнăçлă тепĕр самант кĕтнĕ: регионсенчен килнĕ хут купăсçăсем ăмăртнă. Ун умĕн уява хутшăннисем, хула çыннисем 30 метр тăршшĕ, 300 килограмм таякан хуплăва астивнĕ.
Халăхăн пултарулăхĕ иксĕлми
Чăваш Ен хăйĕн инçетри тусĕсене 27-мĕш хут «Раççей çăл куçĕсем» фестивале пуçтарчĕ.
Республикăна чикĕ леш енчен – Беларуçпа Болгарирен – хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем килнĕ. Вĕсемсĕр пуçне уява 25 регионтан 27 коллектив хутшăннă. Эквадортан килнĕ «Сумак Куйюр» ушкăн инксен йăли-йĕркипе паллаштарнă.
Пĕтĕм Раççейри ачасен «Легендăсем. Юмахсем. Халапсем» фольклор фестивалĕ пĕрремĕш хут кĕрлерĕ тĕп хуламăрта.
Фестивале Краснодар крайĕнчи Геленджик, Сочи хулисенчен, Самар, Астрахань, Архангельск, Владимир облаçĕсенчен, хамăр республикăри тĕрлĕ районсенчен тата Çĕнĕ Шупашкар хулинчи фольклор ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнланă.
Ăстасен конкурсĕнче
Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурс кăçал 17-мĕш хут иртнĕ.
Сĕнтĕрвăрри хули тĕрĕçĕсене, йывăç касса эрешлекенсене, капăр çи-пуç хатĕрлекенсене, тăм тетте тăвакансене, пусма татăкĕсенчен тĕрлĕ япала ăсталакансене йышăннă. Хальхинче конкурса 31 регионтан 87 ăста хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсене вунă номинаципе хак панă.
100 ытла купăсçă
хутшăннă «Выля, хут купăс!» регионсен хушшинчи конкурса.
Кунашкалли халĕччен пулман. Раççей тăрăх саланнă йăхташăмăрсем – Пушкăрт Республикинче, Самар, Иркутск, Мурманск, Ульяновск облаçĕсенче, çавăн пекех Чăваш Енри хуласемпе районсенче пурăнакансем хутшăннă унта.
Фейерверксен фестивалĕ
Шупашкар фейерверксен пĕтĕм тĕнчери фестивальне те йышăннă.
Кăçалтан «Асамат» ят илнĕ вăл. Унта Шупашкарти, Мускаври, Сергиев Посадри, Кăркăстанри тата Санкт-Петербургри командăсем хутшăннă. Икĕ кунра вĕсем республика çыннисене илемлĕ салютсемпе тыткăнланă.
Чи сумлă наградăна Мускаври «Салютсен чи лайăх коллекцийĕ» предприяти тивĕçнĕ. Шупашкар команди «Чи лайăх шоу» номинацире çĕнтернĕ. Çĕнтерÿçĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чысланă.
Елчĕкре – «Юность» ташă ансамблĕ
Июнĕн 23-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен Елчĕкри тĕп стадион-лапамра янăракан юрă-кĕвĕ инçетренех илтĕнчĕ.
Савăнмалли сăлтавĕ те пĕчĕк мар: «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăнма килнĕ Свердловск облаçĕнчи Каменск-Уральск хулинчи «Юность» культура керменĕнчи ташăçăсен коллективĕ хăйсен пултарулăхĕпе тĕп хуламăр çыннисене кăна мар, Елчĕксене те савăнтарма кăмăл тунă. Лариса Смолановăпа Иван Черников ертсе пыракан хореографи коллективĕнче 14 çултан пуçласа 46 çулхи ташăçăсем. Лариса Викторовна палăртнă тăрăх, ушкăн 1971 çултах йĕркеленнĕ. 1986 çулта вăл хăй ташлама вĕреннĕ ушкăна ертсе пыма пуçланă. Унтанпа çамрăксен ăсталăхне туптаса, аталантарса пырать. Хăйĕн ĕçне юратни куç кĕрет, çамрăксем ташланине куç илмесĕр сăнаса тăрать вăл.
1998 çулта «халăх» ятне тивĕçнĕ ушкăн – Халăхсем хушшинчи, Пĕтĕм Раççейри, регионти, облаçри конкурс-фестивальсен çĕнтерÿçи, призерĕ. Пултаруллă коллектив Чăваш Енре те пулнă иккен, анчах ку ушкăнпа мар.
– Мари Эл, Удмурт республикисенче те пĕрре мар пулса курнă. Пур çĕрте те пултаруллă халăх пурăнать. Чăваш Ене килсен вара тĕлĕнсе пĕтерейместĕп, епле тараватлă та ĕçчен, ырă сирĕн халăх. Культурăна чун-чĕрепе туятăр эсир, – хăйĕн шухăшне палăртмасăр иртмерĕ Лариса Викторовна.
Ташăçăсене Тĕп лапам та килĕшнĕ. Вĕсем районпа интересленсе паллашнă.
– Эсир килессине район хаçатне вуласа пĕлтĕмĕр. Юрать, килсе куртăмăр, – хăнасемпе калаçăва хутшăнчĕç куракансем.
Унтан ташă ăстисем район хаçатне алла илсех паллашрĕç.
Стадиона пуçтарăннă халăх Республика кунне халалланă «Чечеклен, Чăваш ен» уяв концертĕнчен тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕ. Инçетрен килнĕ хăнасен ташшисемпе киленнĕ май, ара, епле илемлĕ ташлаççĕ те, пушмакĕсем çĕре лекмеççĕ вĕт, хамăр районти артистсем те савăк юрă-ташă парнелерĕç.
В.АЛЕКСЕЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: «Юность» ташă ушкăнĕпе.