Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Победа» çирĕп хуçа аллинче

«Победа» çирĕп хуçа аллинче

Çак çулсем тăршшĕпех каялла чакмасăр сулмаклă утăмсемпе çирĕппĕн малалла аталанакан «Победа» сахал яваплă обществăн ỹсĕм-çитĕнĕвĕ Николай Головин директор ячĕпе тỹррĕнех çыхăннă. Пуху ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тухса калаçнинче те çак шухăш уççăн йĕрленчĕ.

Пĕр ĕнерен сĕт сăвассипе миçе çултанпа «Победа» ОООпа никам та танлашайман. Иртнĕ çулхи кăтарту та — 8822 килограмм! Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан, ку кăтарту чи пысăкки — 2151 центнер. Танлаштарсан, районăн вăтам кăтартăвĕ те 658 центнер анчах. Ĕне ашĕ туса илессипе те лайăх ĕçленĕ, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне — 126 центнер. Çакă та районăн вăтам кăтартăвĕнчен 2 хута яхăн пысăкрах. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе районта анчах мар, республикăра та малтисен ретĕнче пулни вĕсене çирĕп шухăш-кăмăллă пулма, малашлăха курса ĕçлеме хистет.

Пĕр ĕнерен сĕт сăвасси малашне 10 пин килограмран кая мар пуласса пĕлсе тăратăп. Мĕншĕн тесен тĕллеве çывхарма хуçалăхра мĕн пур услови çителĕклĕ, — тет Николай Александрович.

Сĕтлĕ ĕне выльăх ĕрчетни, чăнах, ял хуçалăх предприятине пысăк усă кỹрет. 2021 çулхи тупăшран та 8 миллиона яхăн укçа-тенкĕ «шурă ылтăнпа» танлашакан чĕр тавара сутнинчен пырса кĕнĕ. Ял хуçалăх таварĕсене туса илсе сутнин пĕтĕмĕшле таса тупăш — 38 миллион та 786 пин тенкĕ, рентабельлĕх шайĕ 67,6 процент пулнă. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне пайласан вара таса тупăш 2 миллион та 815 пин тенкĕпе(!) танлашать.

«Победа» ОООра ỹсен-тăран культурисенчен те пысăк тухăç илеççĕ. Шăрăх çанталăк условийĕсене парăнмасăр иртнĕ çул 1 гектартан 32,4 центнер (вĕсем районта 3-мĕш) тыр-пул пухса кĕртме пултарни — пысăк çитĕнỹ. Выльăх апачлĕх уйăрнă культурăсем те ăнса çитĕннĕ. Çапла майпа фермăри ĕне выльăха тăрантарма кирлĕ таран пахалăхлă утă, сенажпа силос хатĕрлесе хăварнă, пĕр условлă выльăх пуçне шутласан 45 центнер апат единици тивĕçет. Ỹсĕмсен вăрттăнлăхĕ мĕнре? Малтан нумай çул выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи вăтам звенона ертсе пынă, ку ĕçе витĕр пĕлекен Николай Головин каласа кăтартнинче ăса хывмалли сахал мар. Унăн шучĕпе, чи кирли — пахалăхлă апат никĕсĕ хывни, рациона пĕлсе йĕркелени тата сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне çĕнетсе пыни. Çакна шута илсе кунта выльăх апатне кашни çул чи кĕске вăхăтра — 2-3 кунра пухса кĕртессине тĕпе хураççĕ. Хĕрỹ вăхăтра механизаторсем ирхине 3 сехетрех ĕçе пикенеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем пĕлеççĕ: ирхи сывлăм типиччен хатĕрленĕ утă-сенажăн пахалăхĕ пысăк. Ку чухне, паллах, хăватлă техникăпа — пĕр харăс 15-шер тонна сенаж вырнаçакан прицепсемпе усă курни те ĕçе нумай хăвăртлатма пулăшать, çапла майпа 1 сехетре 100 тонна сенаж хатĕрлеме май парать.

Кашни çул чи пысăк пахалăха тивĕçекен утăпа, сенаж-силоспа саппасланнисĕр пуçне минераллă хушма апатсемпе те, сăвăнакан ĕнесен рационне йĕркеленĕ чухне темиçе çултанпах вырăнта туса илекен кукуруза вăрлăхĕпе усă кураççĕ. Вăл ĕне выльăха вăй парать, продуктивлăха ỹстерме пулăшать. Çавăнпа ĕнтĕ «Победа» ОООра хĕл тапхăрĕнче те пĕр ĕнерен вăтамран 25 килограмран кая мар сĕт сăваççĕ. Хăш-пĕр ĕнесен пултарулăхĕ тата пысăкрах — 30-35 килограмм таран. Çĕнĕ йышши «ăслă» оборудованисен пĕтĕм комплектне вырнаçтарнă витере кашни ĕне мĕн чухлĕ сĕт антарнине компьютер урлă сăнаса тăма май пулни те аван. Çакна кура нумай сĕтлĕ ĕнесене тата ытларах, умран юличчен тăрантараççĕ. Сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне кашни çул çĕнĕ пушмак пăрусене 30-35 процентран кая мар хутăштарнинчен, ĕнесене хĕлĕн-çăвĕн 3 хутчен сунинчен те, паллах, нумай килет.

«Победа» ОООри автопарк çав тери пуян пулин те, иртнĕ çул 27 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕрен ял хуçалăх техники туяннă — банкран вара пĕр тенкĕ те кивçен илмен. Акана тухиччен ют çĕршывра туса кăларнă тепĕр трактор (унăн хакĕ — 12 миллион тенкĕ) килсе çитмелле.

Хальхи вăхăтра черетлĕ çур аки ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленсе минераллă удобрени туянаççĕ, вăрлăхсене кондицие лартассипе тимлеççĕ, ГСМ ытлашшипех кỹрсе килнĕ.

…Паянхи пурнăç таппипе тан утăмлакан мал ĕмĕтлĕ çак çыннăн ырă пуçарăвĕсем пурте яла аталантарассипе, çынсене ĕçлеме тата пурăнма кирлĕ условисем туса парассипе çыхăннă. Вăл тăрăшнипе юхăннă хуçалăх кĕске вăхăтра аталану çулĕ çине тăни те çакна çирĕплетет. Вăл 17 çул каялла ертỹçĕ тилхепине алла илнĕ кунран тытăнсах фермăра, уй-хирте вăй хуракансене кирлĕ условисемпе тивĕçтерессине малти вырăна хурать. Ĕçлекене тивĕçлĕ шалу тỹлесси те ĕç параканăн тĕп тивĕçĕ пулнине лайăх ăнланать. Унсăрăн хальхи вăхăтра фермăна хăш çамрăк ура ярса пустăр? Çаксене шута илсе кунта районта никамран малтан — 15 çул каяллах сăвăнакан зал хута янă. Малтанхи вăхăтран тытăнса пурĕ 7 витене тĕпрен реконструкци туса çĕнĕ условисенче ĕçлеме хатĕрлесе çитернĕ. Унсăр пуçне, никĕсрен пуçласа 3 çĕнĕ вите çĕклесе лартнă. Пĕри — пăрулаттаракан уйрăм, тепринче, 2019 çулта хута кайнинче, сăвăнакан ĕнесене вырнаçтарнă, виççĕмĕшĕ — иртнĕ çулхи кĕркунне ĕçе кĕни — 200 пуç вырнаçакан пăру вити.

Кашни çулхи ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыма май килнине тата тупăшсен пайĕ ỹссе пынине шута илсе кунта ĕç укçине кашни çул ỹстерсе пыраççĕ. Кăçал та ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлекен пĕр çыннăн вăтам ĕç укçи 28509 тенкĕпе танлашнă. Дояркăсен — 35000, пăру пăхакансен — 28000, механизаторсен 32000 тенкĕ пулнă. Тимлĕ ертỹçĕ тăрăшнипе хуçалăх производствинче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хуракансене, çавăн пекех 50, 55, 60 çул тултарнисене саламласа пурлăх тĕлĕшĕпе хавхалантарасси те йăлана кĕнĕ. Парнисем те сумлă. Иртнĕ çулсенче ĕçре малта пыракансене пĕр харăс 10-шар çынна, пăру парнелени асран тухмасть. Кăçал чи хастаррисене — 15-шер пин тенкĕ парса хавхалантарчĕç.

…Производство никĕсне çирĕплетес тĕллевпе кăçал та кунта пысăк ĕçсем пурнăçлама палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый мал ĕмĕтлĕ директора мĕн шухăшланине пурнăçа кĕртме ăнăçусем сунчĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code