Юлашки çулсенче мăнтăр çынсен шучĕ ÿссех пырать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн пĕрлешĕвĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çакна анлă сарăлнă эпидемипе танлаштарма пулать. Пирĕн тăрăхра ку енĕпе лару-тăру еплерех-ха? Ытлашши мăнтăрланни мĕнле чир-чĕр патне илсе çитерни çинчен Республикăри медицина профилактикин сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕпе Елена Егоровăпа калаçрăмăр.
– Елена Михайловна, пирĕн республикăра та самăр çынсен шучĕ чылай-и?
– Роспотребнадзор кăтартăвĕсем тăрăх, юлашки пилĕк çулта çĕршывра тулли çынсен шучĕ чылай ÿснĕ. Диспансеризаци кăтартăвĕсем тăрăх, республикăри çынсен 44 проценчĕн кĕлетке виçи палăртнă нормăран иртет.
– Ытлашши тулнин уйрăм сăлтавĕсене те палăртма пулать пулĕ?
– Кун патне илсе çитерекен сăлтав нумай. Çакă чи малтан генетикăпа çыхăннă, йăхран куçакан хăйне евĕр çитменлĕх те вăл. Аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, ашшĕ-амăшĕ самăр пулсан ытларах чухне ачисем те тулли кĕлеткеллĕ çитĕнеççĕ. Тепĕр енчен, эндокрин тытăмĕн тĕрлĕ чирĕ те ытлашши ÿт хуштарать. Çапах та мăнтăрланасси çын пурнăç йĕркине мĕнле пăхăннинчен нумай килет.
– Елена Михайловна, тулли кĕлеткеллĕ çынсен йышĕ юлашки вунă çулта уйрăмах йышланнă теççĕ…
– Наукăпа техника прогресĕ çынсен пурнăçне çăмăллатсах пырать, канлĕх, çăмăллăх кÿрет. Хускалас йăла вара чаксах пырать. Унччен çынсен çемьене тăрантарас тесе иртен пуçласа каçченех тар юхтарса ĕçлеме тивнĕ. Халĕ вара этем вырăнне кĕпе-йĕме те машина çăвать, урайне пылесос тасатать. Çуран та сахал çÿретпĕр. Ытларахăшĕ ĕçе автомашинăпа кайса килет. Чылайăшĕ ĕç кунне компьютер умĕнче ирттерет. Канмалли кунсенче те халăх ытларах телевизор умĕнче ларать.
Хальхи вăхăтра апат рационĕ те питĕ улшăнчĕ: унта ÿсен-тăран клетчатки питĕ сахал. Консервланă, рафинадланă апат-çимĕç вара – нумай. Çынсем транс-çусем, апат тутине улăштаракан техĕмлĕхсем, консервантсем хушса хатĕрленĕ апат-çимĕçе ытларах çиеççĕ. Çаксем вара пĕтĕмпех кĕлетке виçине ÿстереççĕ, мăнтăрлатаççĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла: енчен те çын тĕрĕс апатланма тăрăшать, анчах хускану сахал тăвать пулсан, кĕлетке виçи çав-çавах хутшăнса пырать, мĕншĕн тесен вăй хурса ĕçлемен пирки апат организмра ирĕлсе пĕтмест, çăва куçать.
– Кĕлетке виçи ытлашши пулни мĕнле йывăрлăхсем патне илсе çитерме пултарать-ха? Мĕншĕн мăнтăрланни нумай чир сăлтавĕ теççĕ?
– Нумайăшĕ кĕлетке виçи ытлашши пулни эстетика тĕлĕшĕпе кăна хитре мар тесе шухăшлать. Çав вăхăтрах самăрланнин чи пысăк хăрушлăхĕ – нумай чире пуçарса яма тата вăхăтсăр вилĕм патне илсе çитерме пултарнинче. Тĕреклĕ çынсенчен нумайăшĕ чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе, сахăр диабечĕпе, усал шыçăпа тата ытти тĕрлĕ амакпа асапланать.
Кĕлеткен ытлашши виçине пула чи малтан чĕрепе юн тымарĕсем шар кураççĕ. Чĕре этем организмĕнче юна хăвалать, вăл кĕлеткен вăтам виçипе ĕçлеме хăнăхнă. Ытлашши килограмсем вара унăн тивĕçне йывăрлатаççĕ. Унсăр пуçне самăр çынсен хырăмра çу пухăнать, çакă вара чĕре картине çÿлелле çĕклеттерсе ун çине пусарать. Çавăн пекех çу чĕре картинче те, чĕре тĕртĕмĕсен хушшине те пухăнать. Çаксем пĕтĕмпех чĕре ĕçне йывăрлатаççĕ.
Самăр çынсен кĕлеткинче çу пухăннисĕр пуçне организмри çу ылмашăвĕ те пăсăлать, çапла майпа атеросклероз аталанать. Тулли кĕлеткеллисем юн пусăмĕ пысăккипе тата чĕре чирĕсемпе аптрама тытăнаççĕ. Çаксем вара час-часах инфаркт е инсульт патне илсе çитереççĕ.
– Мăнтăр çынсен вар-хырăм чирĕсем аталанаççĕ-и?
– Чăнах та, мăнтăррисен ытти органĕ те хавшать. Вĕсен час-часах пĕвер, хырăмай парĕн чирĕсем аталанаççĕ. Ытлашши çу хырăмра пыршăлăха пусать, апата куçма йывăрлатать. Çакна пулах апат япăх ирĕлет, усал сывлăш пуçтарăнать. Сывлăшпа тулса ларнă пыршăлăх çаккисем хырăм çинчи тĕртĕмсене пусараççĕ, çавна май вĕсене вăйсăрлатаççĕ. Çак сăлтавпах хырăм пысăкланса усăнса тăма тытăнать. Тĕреклĕ çынсем тула йĕркеллĕ тухайманнипе те час-часах асапланаççĕ.
– Кĕлеткери ытлашши килограмсем тата хăш енчен сиенлĕ?
– Самăр çынсен шăмă сыпписем те, çурăм шăмми те хушма тиев йышăнать, майĕпен ыратма пуçлать. Тулли кĕлеткеллĕ çынна утма та йывăрланса пырать. Апата яланхи чухлех çинĕрен, сахал утнăран кĕлетке виçи татах та ÿсет.
Мăнтăрлăхпа сахăр диабечĕ хушшинче тачă çыхăну пуррине те тупса палăртнă. Сахăр пысăккипе аптăракансен 80 проценчĕ – тулли кĕлеткеллĕ. Çавăн пекех ытлашши мăнтăр пулни усал шыçă аталанас хăрушлăха ÿстерет.
– Елена Михайловна, юлашкинчен мĕн сĕнетĕр хаçат вулаканĕсене?
– Чи малтанах кирек мĕнле чиртен те сыхланма тăрăшмалла, ăна аталанма, пуçланса кайма памалла мар.
Ĕлĕкренех «хускану – пурнăç», – тенĕ. Кунсерен хускану туни çынна сывлăхлă, çирĕп вăй-халлă та вăйлă пулма пулăшнине ăнланнă. Хастар çынсем наяннисенчен нумайрах пурăнаççĕ. Хускану кашни çыннах кирлĕ. Май пулсан ĕçе çуран çÿреме тăрăшмалла. Ирхине яланах гимнастика тумалла. Паллах, тĕрĕс апатланмалла. Пĕлсе çимелле, сывлама йывăрланиччен мар. Пĕчĕк порцисемпе, кунне 4-5 хутчен апатланмалла. Менюра усăллă çимĕçсене усă курмалла.
«Енчен те çынсем хырăм выçсан кăна апатлансан, таса, усăллă çимĕçсемпе кăна сăйлансан, вĕсем нихăçан та нимĕнле чир-чĕр çинчен те пĕлмен пулĕччĕç», – тенĕ Лев Толстой. Епле тĕрĕс сăмахсем.