Çанталăк сивĕтсе пынă май, пушшех, пурлăха, килти выльăх-чĕрлĕхе сыхласси пĕрремĕш вырăна тухса тăрать. Хамăрăн укçа-тенкĕн ăнăçлăхне мĕнле хỹтĕлемелле? Кĕтмен çĕртен сиксе тухакан çухатусенчен мĕнлерех сыхланмалла? Çакăн пек ыйтусем районта пурăнакансем умне сиксе тухаççех пулĕ.
Экспертсем палăртнă тăрăх, кĕтмен инкек-синкекрен хỹтĕленмелли пĕрремĕш утăм — çурт-йĕре, выльăх-чĕрлĕхе вăхăтра страхлани.
Страховани çивĕчлĕхĕн ыйтăвĕсене иртнĕ кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура та тишкернĕ. Михаил Васильевич регион сыснасен Африка чумине тата выльăхсен ытти инфекци чирĕсене хирĕç кĕрешме сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ. Тĕрлĕ чир-чĕре пула пысăк инкек тỹсесрен ял хуçалăх предприятийĕсене, уйрăм çынсене выльăх-чĕрлĕхе страхламалли çинчен асăрхаттарнă. Пĕтĕмĕшле илсен республикăра ку енĕпе çивĕчлĕх çук пулсан та выльăх-чĕрлĕх чирĕсем пирки манма юраманнине палăртнă вăл.
Статистика кăтартнă тăрăх, Чăваш Енри страховани рынокĕнче чи ăнăçлă ĕçлекенĕ — «Росгосстрах» страхлав компанийĕ. Унта страхлакансен 70 проценчĕ уйрăм сектортан. Хутса ăшăтмалли тапхăр пынă май пурăнмалли çурт-йĕрте тухнă пушарсен шучĕ ỹсни пăшăрхантарать. Çавăн пекех çут çанталăк инкекĕсем те пирĕнтен пăрăнса иртмеççĕ — шалкăм çумăр çăвать е çил-тăвăл алхасать, вăйлă юр çăвать е çурхи ейỹ сарăлать…
Сăмахран, кăçалхи июль уйăхĕнче Чăваш Енре çил-тăвăл алхасса республикăри 19 районти пурăнмалли çурт-йĕре сиен кỹчĕ. Вăйлă çил çуртсен, хуралтăсен, мунчасен çивиттийĕсене аркатрĕ тата ытти те. Хăйсен çурт-йĕрне, сарайĕсене страхланă ял çыннисене страхлав укçине çийĕнчех тавăрса панă. Çил-тăвăл пирĕн район тĕлĕшĕнчен те пăрăнса иртмен — 22 хуçалăха сиен кỹнĕ. Вĕсене страхлав тỹлевĕсене çийĕнчех тивĕçтернĕ.
Маларах асăннă лару-тăрăва тĕпе хурса «Росгосстрах» компани ноябрĕн 1-30-мĕшĕсенче республикăра ятарлă акци — çурт-йĕрпе хуралтăсене страхламалли тупăшлă тапхăр — ирттерет. Унпа усă курса район çыннисене хăйсен çурт-йĕрне, дачисене, хуралтăсене усăллă условисенче страхлама сĕнетпĕр.
Выльăх-чĕрлĕх усракансем валли ятарлă страхлав программисем те çирĕпленнĕ. Тĕслĕхрен, компанин «Буренка» страхлавĕ ял çыннишĕн питĕ шанчăклă.
Районта кăçалхи тăхăр уйăхра çурт-йĕрпе хуралтăсене страхлас тĕлĕшпе 2,7 пин килĕшỹ çырнă. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен сахалрах пулин те кăçалхи виçĕ кварталта мăйракаллă шултра выльăхсене страхласси ỹснĕ. Ку енĕпе отчетлă тапхăрта 340 килĕшỹ çырнă.
Юлашки çулсенче район çыннисем куçман пурлăха, çурт-йĕре тата килти выльăх-чĕрлĕхе страхласси çине ытлашши тимлĕх уйăрманнине те пытараймăн. Инкек сиксе тухсан куççуль пулăшаймастех. Çавăнпа та сыхланакана Турă та сыхлать тенине асра тытса хамăр ĕçлесе илнĕ пурлăха, килти выльăха страхлани вырăнлă.
«Росгосстрахăн» республикăри филиалĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх кăçал Чăваш Енри страхлав килĕшĕвĕ тăрăх инкек тỹсекенсене 26,7 млн тенке яхăн тавăрса панă. Ку кăтарту, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, пысăкрах. Выльăх-чĕрлĕх страхлавне саплаштарма компани тăхăр уйăхра 9 млн тенкĕ уйăрнă. Районти тăхăр уйăхри тỹлевсем те сахал мар, «Росгосстрах» страхлавçăсене çурт-йĕр сиенленнĕшĕн 764 пин тенкĕ, ĕне выльăх вилнĕшĕн 712 пин тенкĕ тỹленĕ.
Кайран ỹкĕнмелле ан пултăр тесен çывăх вăхăтрах «Росгосстрахăн» районти пайне килмелле е ялсенчи страховательсемпе тĕл пулса калаçмалла.
А.ЕГОРОВ,
«Росгосстрахăн» Елчĕкри страхлав пайĕн начальникĕ.