Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Цифрăллă телехыпарлав хута каять

Цифрăллă телехыпарлав хута каять

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ планеркăра республикăра цифрăллă телерадиовещание йĕркелесе ярасси ыйтăва пухса тухнă.

Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов хальхи вăхăтра цифрăллă эфир телекуравĕн сетьне тăвассипе çыхăннă федераци проекчĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.

Чăваш Енре 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче цифрăллă телехыпарлав хута каять. Федераци программипе килĕшÿллĕн вырăнти специалистсем 42 станцие ĕçе кĕртнĕ, çав шутран 14-шне малтан пулнă телевышкăсемпе çыхăнтарнă. Асăннă объектсене пуринчен те телеканалăн /мультиплексăн/ пĕрремĕш пакетне трансляцилеме ятарлă передатчиксем вырнаçтарнă. Халĕ регионта пурăнакансем федераци шайĕнчи 10 телеканала цифрăллă пахалăхпа пăхма пултараççĕ, 20 телеканала хальлĕхе Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тата çывăхри ялсенче çеç курма май пур. Граждансене валли интернет-ресурс «Карта.ptpc.рф» йĕркеленĕ. Цифрăллă сигнал тĕрлĕ чăрмава чăтăмлă. Çавна май сасă тата ÿкерчĕксем пысăк пахалăхлă пулаççĕ. Хальхи йышши телевизор çав сигнала тыттăр тесен дециметрлă диапазонлă антенна çеç кирлĕ. Кивĕ телевизор валли антеннăсăр пуçне тата приставка туянмалла.

Çав хушăрах чăрмавсем те пур, цифра сигналĕ çитейменнипе регионти 68 ялта тĕп эфира пачах кураймаççĕ. Сакăр пин ытла çын тÿлевсĕр пăхаймасть. Çавна çыхăну çуккипе сăлтавлаççĕ. Сăмах май каласан, Чăваш Ен Пуçлăхĕ нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесене кирлĕ хатĕрсем туянмашкăн пулăшас тĕллевпе субсиди памалли схемăна та хатĕрлеме хушнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code