Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çыхăну отраслĕ аталансах пырать

Çыхăну отраслĕ аталансах пырать

Елчĕкри почтамт виçĕ района – Елчĕке, Патăрьеле, Шăмăрша пĕрлештерсе тăрать. Кунта 243 çын тăрăшать. Туслă коллектив пĕрремĕш кварталта пĕтĕмпе 19 миллион та 253 пин те 508 тенкĕ тупăш илнĕ. Вăл шутран тавар сутса 5 миллион та 31 пин те 839 тенкĕ, хаçат-журнал çырăнтарса 2 миллион та 930 пин те 803 тенкĕ. Юлашки кăтартупа плана 136 процент пурнăçланă.

Халăхпа тÿрреммĕн çыхăннăскерсен ĕçĕ нумай, тĕрлĕ енлĕ. Хамăр та кашниех çакна куллен курса ĕненетпĕр: коммуналлă тÿлевсем йышăнатпăр, ача пособийĕпе пенси, ватăсене тавара килнех пырса паратпăр… Çапах та хаçат-журнал çырăнтарасси, валеçесси тĕп тивĕçсенчен пĕри шутланать.

Почтамт хастарĕсем çĕнĕлĕхсене анлă çул пама та шикленмеççĕ. Кăçалхи апрель уйăхĕнче виçĕ районти çыхăну уйрăмĕсенче пурĕ 15 мобильлĕ почта-касса аппарачĕ вырнаçтарнă, вăл шутра Елчĕкре, Курнавăшра, Аслă Таяпара, Сăрьельте, Çирĕклĕ Шăхалĕнче, ыттисем – Шăмăршăпа Патăрьел районĕсенчи почта çыхăну уйрăмĕсенче. «Ăслă» техника ялта пурăнакансен, уйрăмах ватă çынсен чылай ыйтăвне вырăнтах татса парать. Карттăпа усă курса укçа-тенкĕ илме те, хывма та майсем пур. Урăхла каласан, клиент хăйне кирлĕ тĕрлĕ операцие пурнăçлама пултарать.

Раççей почти республикăри почтальонсене мобильлĕ тÿлевпе касса терминалĕсемпе /МПКТ/ тивĕçтерчĕ. Çакă коммуналлă тÿлевсене тата ытти финанс çăмăллăхĕсене килтен тухмасăрах усă курма май парать.

Тата тепĕр çĕнĕлĕх вăл – Чăваш Енре пурăнакансем хăйсен посылкисемпе заказлă çырăвĕсене извещенипе паспортсăрах, электронлă майпа алă пусса илме пултараççĕ. Çĕнĕ технологи клиентăн вăхăтне те перекетлет.

Пирĕн коллектив туслă та килĕштерсе ĕçлет. Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунĕ умĕн вара манăн почта çыхăну уйрăмĕнче чылай çул ĕçленĕ хаклă çыннăмăрсене аса илмесĕр иртес килмест. Чи малтанах почтамта чылай çул ертсе пынă П.Блинов ырăран та ырă сăмахсене тивĕçлĕ. Пуçлăх çумĕнче тăрăшнă Н.Морозова, çыхăну узелĕн начальникĕнче чылай çул вăй хунă И.Петров, А.Игнатьева бухгалтер хăйсен ĕçĕнче чăн ăстасем пулнă. Елчĕкри, Елчĕк-1, Аслă Елчĕкри, Аслă Таяпари, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Лаш Таяпари, Кĕçĕн Таяпари, Çĕнĕ Пăвари, Тăрăмри, Кÿлпуçри, Аслă Пăла Тимешри, Шăмалакри, Курнавăшри, Кавалти, Сăрьелĕнчи почта çыхăну уйрăмĕсенче чылай çул ĕçленĕ З.Петрова, А.Смирнова, М.Ишмуратова, Ю.Соколова, Л.Доброхотова, Л.Ишмуратова, Е.Герасимова, Л.Ефимова, Е.Федорова, Е.Кедрова, Р.Шашкова, Г.Орлова, В.Казначеева, Г.Иванова, Г.Савукова, В.Мешкова, Г.Катюкова, С.Горшкова, Г.Вастулова, В.Бурмистрова, Т.Амасева, Е.Петрянкина, В.Епифанова, О.Антонова, М.Адюкина, Е.Блинова, Д.Адюкина, Н.Фомкина, В.Колпакова, З.Матросова, С.Яковлева, Е.Алексеева, Ф.Емельянова, З.Евполова, З.Тимофеева, Л.Воробьева, З.Крылова, В.Муллина, Е.Шпилева, В.Рахмина, В.Блинова, Т.Павлова, С.Кириллова, Е.Никитина, Е.Иванова, Г.Трофимова, М.Карзакова, З.Романова, А.Петрова, Н.Федорова, О.Евграфова, Р.Павлова, М.Васильева, В.Павлова, Н.Маркова, А.Багаутдинов, З.Багаутдинова, А.Баскакова, А.Михеева хăйсене шанса панă ĕçе тĕплĕ те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри халĕ те хăйсен профессийĕпе тăрăшать.

Çыхăну отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, ватлăхра канлĕх сунатăп. Вĕсем паян та центрти, республикăри, районти хаçатсене нумай çырăнса илеççĕ, пурнăç таппинчен самантлăха та кая юлмаççĕ. Çулсем шултраланни кулянма сăлтав ан пултăр, пурнăç çулĕ вăрăма тăсăлтăр. Савăнатпăр эпир хамăрăн хаклă та хисеплĕ çыннăмăрсемпе. Ачăрсемпе мăнукăрсем сире савăнтарса кăна тăччăр. Çывăх çыннăрсен юратăвĕ хавхалантарса пытăр!

Алина ГОЛОВИНА,
Елчĕкри почтамт начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code