Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Виççĕмĕш те çитĕн

Шупашкарти «Олимпийский» стадионта футболла выляссипе картиш командисен пĕтĕм Раççейри регион тапхăрĕнчи 5-мĕш турнирĕ иртнĕ.

16 команда ултшар вăйăçăпа 4-шар ушкăна пайланса вылянă. Елчĕксем (тренерĕ — Вениамин Кудряшов) ăмăртăвăн пулас çĕнтерỹçине — «Восток-Энергия» (Шупашкар) коллектива выляса ярса тепĕр иккĕшне парăнтарнă. Плей-оффра «Муркаша» (4:3) малалла кайма паман. Çурма финалта вара каллех Шупашкарсене «пăхăнма» тивнĕ: 2:4. Çапах та ентешсем шанчăка çухатман. Виççĕмĕш вырăншăн пынă вăйăра вĕсем «Куславкка» командăна 1:0 шутпа çĕнтернĕ. Командăри Семен Фомкин «Чи лайăх хỹтĕлекен» ята çĕнсе илсе кубоклă пулнă.

Çавăн пекех округри футболистсем Тутарстанри мини-футбол турнирĕсенче вăй виçнĕ. Пăва районĕнчи Элшел ялĕнче «Лаш Таяпа» футбол клубĕ 7 командăран 2-мĕш, 40 çултан иртнисем Пăва хулинчи ăмăртура 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

Бухгалтерсем — ГТОра

Елчĕкри культурăпа кану паркĕн спорт площадкинче муниципалитет округĕн администрацийĕн централизациленĕ бухгалтери ĕçченĕсем ГТО хастарĕсен йышне тăнă.

Шут ĕçĕнче тимлекенсем 5 çул каялла ГТО значокĕсене тивĕçнĕ-ха. Кăçал вара урăх ỹсĕмсенче тупăшнă. Тестсене пĕтĕмпех ăнăçлă тухнăран «ылтăн» паллăсене илессе шанаççĕ вĕсем.

Мишăн черетлĕ çĕнтерĕвĕ

Ставропольти ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен регионсем хушшинчи «Халăхсен туслăхĕ» уçă турнирне Елчĕкри Михаил Миллин та хутшăннă.

2008-2015 çулсенче çуралнă атлетсен йышĕнче — кĕрешỹ спорчĕ вăйлă аталаннă тăрăхсенчен килнисем: Кабарда-Балкар, Карачай-Черкес, Чечен, Дагестан, Якути, Адыгей, Калмăк республикисенчен, Ставрополь крайĕнчен. Миша кашни тупăшурах хăй хăнана килменнине систернĕ. Финала çитичченхи тĕл пулусенче вăл 25 килограма çитичченхи виçе категорийĕнче чечена, ставрополеца, кабардинеца кĕрешỹ вăхăчĕ вĕçленичченех çурăм çине вырттарнă. Тĕп тытăçура вара Салим Нагоев кабардинеца 7:1 шутпа çĕнтернĕ. Маттур!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code