Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Килĕштерсе ĕçлесен ỹсĕм пулĕ кунсерен

Килĕштерсе ĕçлесен ỹсĕм пулĕ кунсерен

…Хурăн варта хур пусрăм,
Вăрă тесе ан калăр.
Вăй пуçарса каларăм,
Шухă тесе ан калăр…

Кармал ялĕнчи «Царский дворик» лавкка умне пуçтарăннă хĕрсем вăйă юррин çаврăмĕсене черетлĕн шăрантараççĕ. Улăх еннелле юрласа утнă май ташă ярăмĕ те йĕркелеççĕ.

Питрав кунне çапларах пуçларĕç Кармалсемпе Элпуçсем. Ан тив, вăйăра ĕлĕкхи пĕтĕм йăла-йĕркене пăхăнасси çирĕпленмерĕ пулсан та, çак ĕçе йĕркелени, манса кайма паманни паха. Тĕрĕссипе, Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕнчи хăш-пĕр ялсенче кăна манăçман-ха вăл.

Питрав кунĕнче ял хуçалăх производствин тăрăшуллă ĕçченĕсене, общество тытăмĕн хастарĕсене чысласси те тĕп вырăнта пулчĕ. «Эмметево» сахал яваплă общество директорĕ Юрий Лапшин чылай çынна Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чысларĕ. Кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăмасть хуçалăхра: ĕне сăвакан операторсем те, механизаторсем те çителĕклĕ. Кăçал «Агрос-585» комбайн туяннă. Ĕне выльăх витисенче анлă юсав ĕçĕсем йĕркеленĕ. Халĕ, вырма тапхăрĕ пуçланиччен, тăрăшсах выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне утă 200 процент таран, сенаж 89 процент хывнă.

Уява хутшăннă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов та икĕ ялăн паллă çыннисене асăннă май вĕсемпе чăннипех мăнаçланма сăлтав пуррине палăртрĕ, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçине Александр Попова Хисеп грамотипе, Алексей Алексеев тракториста Тав хучĕпе наградăларĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Алина Смирнова Иван Захаров механизатора, Светлана Ульянкинăпа Татьяна Никифорова ĕне сăвакан операторсене, Маргарита Иванова бухгалтера округ пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чыслани те сумлă. Пухăннисене Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕн начальникĕ Геннадий Ловкин та саламларĕ, ял çыннисем вырăнти проектсене пурнăçа кĕртме активлă хутшăннине палăртса ырă кун-çул сунчĕ.

Сценăпа юнашарах спорт вăййисем пычĕç. Вăл футбол вăййинчен пуçланчĕ. Çемьеллисем авланманнисенчен вăйлăрах пулнине кăтартса пачĕç: 4:2 шут хăех çавăн çинчен калать те. Кире пуканĕ йăтакансем те, алă вăйĕ виçекенсем те çук мар-ха ялсенче. Тĕрлĕ вăйă-конкурс та хăй тавра нумай çынна пуçтарчĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Николай ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code