Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕреслĕ çула тухрăмăр…

Хĕреслĕ çула тухрăмăр…

II Николай императора тата унăн çемйине вĕлернĕренпе 105 çул çитнине асăнса тата Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшас тĕллевпе ĕнер Хĕреслĕ çула тухрăмăр.

Июлĕн 16-мĕшĕччен пыракан мероприяти Канаш тата Беловолжски епископĕ Преосвященнейший Стефан пил панипе иртет. Малтанах эпир Тĕмер чиркĕвĕнче молебен ирттертĕмĕр, вара Элпуç, Вырăскасси ялĕсем витĕр тухса Курнавăш чиркĕвне çитрĕмĕр çуран. Каç енне Тăрăмран Аслă Пăла Тимешне куçрăмăр.

Паян Хĕреслĕ çул Аслă Пăла Тимеш — Энтепе — Шăмалак — Яманчỹрел — Лаш Таяпа маршрутпа иртет.

Шăматкун Лаш Таяпари чиркỹри ирхи кĕлĕ хыççăн (8 сехет те 20 минутра) Кивĕ Эйпеçе çул тытатпăр. Унтан: Элекçей Тимеш, Патреккел, Аслă Елчĕк. Вырсарникун Елчĕкри Çветтуй Александр Невский ячĕллĕ чиркỹре 6.30 — 7.00 сехетре молебен пулать. Малалла Хĕреслĕ çул Таяпа Энтри — Кĕçĕн Таяпа — Аслă Таяпа маршрутпа иртет. Тĕмерте вĕçленет. Унта 18.30 — 22 сехетре çылăх каçарттару, каçхи кĕлĕ пулать.

Хĕреслĕ çула çуран тухасси çăмăлах мар. Çапах та кăмăл пуррисем, хăйсене сывлăх тĕлĕшĕнчен шанакансем пĕтĕмпех пулмасан та, хăш-пĕр тапхăрне хутшăнма пултараççĕ.

Василий ИВАНОВ, иерей,
4-мĕш округри благочиннăй.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code