Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Волейбол

Кỹкеçре Чăваш Республикин патшалăх тата хăй тытăмлăх органĕсен спартакиадин программипе килĕшỹллĕн волейбол ăмăртăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ.

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн чысне унта Анатолий Скворцов, Алексей Мартышкин, Николай Ефимов, Анна Медведева, Анна Симакова, Петр Смирнов хỹтĕленĕ. Шупашкар, Элĕк округĕсен командисене мала ярса вĕсем 3-мĕш вырăн йышăннă. 4-мĕш — Куславккасем.

Округри волейбол турнирĕнче шкул ачисен ăсталăхне курса хаклама май килнĕ. Арçын ачасен командисенчен дипломсемпе медальсене Çирĕклĕ Шăхальсем, Аслă Елчĕксем, Курнавăшсем, хĕрсенчен Елчĕксем, Çĕнĕ Пăвасем, Лаш Таяпасем тивĕçнĕ.

Ирĕклĕ майпа

кĕрешес спорт тĕсĕ Комсомольски округĕнчи Асанкассинче пысăк хисепре. Çакна Совет Союзĕн Геройне Ф.Н.Чернова асăнса ирттернĕ 34-мĕш уçă турнир та çирĕплетет.

Ăмăртура республикăри 7 хулапа округ тата Ульяновск облаçĕн командисенчи 178 атлет вăй виçнĕ. Елчĕксенчен унта Денис Иванов (тренерĕ — Сергей Александров) çеç пьедестал çине хăпарнă. 65 килограма çитичченхи виçере пĕтĕмпе 16 (!) спортсмен кĕрешнĕ. Денис финала çитнĕ. Унта вара Канаш хулинчен килнĕ Виктор Игнатьев спорт мастерĕн кандидатне çĕнтерỹ пирки шутлама май та паман.

Çав вăхăтрах Нижнекамскран Михаил Миллинпа Арсений Адюков чемпион пиçиххийĕсемпе таврăннă.

Йĕлтĕрпе

чупассипе Марий Элти Волжск хулинче республика ăмăртăвне йĕркеленĕ.

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен София Афанасьева пĕлтĕр те урăх регионсенчи ăмăртусене пĕр хутчен мар хутшăнса çитĕнỹсемпе палăрнă. Кунта та, 2010 çулта çуралнă тата унтан кĕçĕнрех спортсменсем хушшинче, кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

ГТО

Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта ГТОна — ĕçе тата оборонăна хатĕррисен йышне илессине аван йĕркеленĕ.

Мария Алексеевăпа Борис Клементьев физкультура учителĕсем хальхинче 1-мĕш класра вĕренекенсене тест витĕр кăларнă. Пĕтĕмĕшле кăтартупа ертỹçĕсем те, ачасем те кăмăллă юлнă.

Шахмат

Округри çичĕ территори пайĕн шахматисчĕсем чемпионатра вăйлисене палăртнă.

Командăсенчен Елчĕксем 1-мĕш пулнă. Уйрăм спортсменсенчен Эльвира Смирнова (Курнавăш), Валентина Князева (Лаш Таяпа), Зинаида Васильева, Вениамин Кудряшов (Елчĕк), Сергей Горшков (Аслă Елчĕк), Илья Бобров (Елчĕк) мала тухнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code