Наркотикпе кĕрешекен комиссин Правительство çуртĕнче иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче çитĕнекен ăрăва наркотиксен серепине лекесрен, саккуна хирĕçле ытти ĕç тума явăçасран асăрхаттарас ыйту тĕп темăсен йышĕнче пулнă.
Çул çитменнисемпе тимлĕ пулмалли пирки час-часах калаçатпăр пулин те, ыйту çивĕчлĕхĕ чакмасть-ха. Çуллахи вăхăтра кĕçĕннисене уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ. Шкула каймаççĕ, пархатарлă ытти ĕçпе кăсăкланмаççĕ. Пушă вăхăт темĕн чухлех. Уйрăмах хăратаканни – çак вăхăтра ачасем киревсĕр çул çине тăма пултарасси. Çакна шута илсе ятарлă субъектсен профилактика ĕç-хĕлне вăйлатма, çак ĕçре паянхи пурнăçпа килĕшсе тăракан мелсемпе усă курма сĕннĕ. Сăмахран, ачасем нумай чухне социаллă сетьсенче ларнине шута илсе вĕсенче наркотиксен сиенĕ пирки ытларах информаци сармалла, спортпа туслисен, вĕренÿре палăрнисен, ытти енĕпе пултаруллисен çитĕнĕвĕсем çинчен нумайрах çырмалла, каласа кăтартмалла.
Ачасене интереслĕ ĕçпе кăсăклантарсан усалли пирки шухăшлама вăхăт та, кăмăл та пулмасть. Çапла майпа вĕсем пурнăçшăн тата сывлăхшăн хăрушă пулăмсенчен аякра тăрĕç.
Шел те, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене тăвакансен йышĕнче çул çитменнисем хушăнсах пыни паллă. Кăçалхи 5 уйăхра ку кăтарту 38,5 процент ÿснĕ, 26 тĕслĕхрен 36-на çитнĕ. Лару-тăру уйрăмах Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче кăткăсланнă.
Кăçал çулталăк пуçланнăранпа наркотиксемпе çыхăннă преступленисемшĕн çул çитмен 10 ачана уголовлă майпа айăпланă. Ку кăтарту инкексенчен сыхланас енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине çирĕплетет.