Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Макарий манах – Мучартан

Макарий манах – Мучартан

Çĕмĕрле районĕнчи Кăмаша вăрманĕнче «Манахсен çырми» историллĕ вырăн пур. Ватă çынсем каланă тăрăх, унта чиркÿсене хĕснĕ вăхăтра Чулхула облаçĕнчи аркатнă мăнастирĕн манахĕсем пурăннă. Çав манахсен хушшинче Мучарта çуралса ÿснĕ Максим Степанович /каярах Макарий манах/ пурăнни паллă пулнă. Вăл чиркÿсене тапăннă калама çук йывăр вăхăтсенче вăрманти çĕр пÿртри келйăра тăтăшах пуриншĕн те кĕлĕ вуланă, уйрăмах Ивер Турă амăшне йăлăннă. Мĕн çамрăкран ашшĕ-амăшĕпе чиркĕве çÿренĕ Максим ачаллах суккăрланнă, ун хыççăн та Тĕмер чиркĕвне çÿреме пăрахман вăл.

Макарий манахăн чăн ятне уçăмлатма кăçал Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Алексей Осипов пенсионер Николай Адер предприниматель тата меценат патне шăнкăравлани пулăшнă: «Макарий манах пирĕн ялтан, Елчĕк районĕнчи Мучартан. Манăн асанне, манахăн пĕртăванĕ, хушăран Кăмашана апат йăтса кайнă. Вăлах пире манахăн вил тăпри çинче хурăн ÿснине пĕлтернĕччĕ. Макарин чăн ячĕ – Максим Степанович, хушамачĕ, ахăртнех – Васильев».

Çак шăнкăрав Николай Адера Мучарта пулма, манахăн тăванĕсемпе çыхăну тытма хистенĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче Макарий манахăн вăрманти çĕр пÿрчĕ патне пыракан çула хăтлăх кĕртмешкĕн калаçса татăлнă. Ырă ĕçе пурнăçлама Шупашкартан икĕ машинăпа çитнĕ, унта Мучарта çуралса ÿснĕ çынсемпе пĕрле Макарин тăванĕсем хастар хутшăннă. Алексей Осипов ертсе пыракан ушкăн ашкăрса кайнă тĕмсене касса, хăрăк турата пуçтарса çул уçнă. Макарий манахăн çĕр пÿрчĕн ишĕлчĕкĕсем умне çитиччен тарăн çырма урлă каçă тунă. Ушкăн кунта çăл тухакан вырăна тупнă.

– Тепре килсен çăл умне чул сарма, юпа лартма калаçса татăлтăмăр. Тĕрлĕ сăлтавпа вăрманта пулакансем шыв ĕçчĕр, Макарий манаха асăнччăр. Таврăннă чух Кăмашари лавкка пулнă çурт умĕнче чарăнтăмăр. Эпир ăна çемьепе канашланă хыççăн епархие пама, реконструкцилесе часавай тума йышăннă. Тен, Макарий манах ячĕпе чиркÿ пулĕ вăл. Ăна уçмалли куна та палăртрăмăр: çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Макарий манах çуралнă кун, – каласа кăтартнă хăйсен шухăшне Николай Адер.

И.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code