Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

Ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

Ял хуçалăх предприятийĕсенче çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетеççĕ, малашлăх тĕллевсене палăртаççĕ. Иртнĕ эрнере отчетлă пухусем «Труд», «Комбайн» ЯХПКсенче, «Яманчурино» тата «АСК-Яльчики» ОООсенче пулса иртнĕ.

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕ пирки чарăнса тăрас пулсан, кунта 2021 çулхи ял хуçалăх çулталăкне 44 миллион та 545 пин тенкĕ таса тупăшпа вĕçленĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1181 гектар çинчен пурĕ 29381 центнер пухса кĕртнĕ,1 гектартан тухакан вăтам тухăç 24,9 центнерпа танлашнă. Хуçалăх нумайранпа тĕш тырă, пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене туса илессипе, сутассипе ĕçлекен ятарлă хуçалăх та шутланать. Çакна кура вĕсен яваплăхĕ те ытти чухнехинчен пысăк. Вăрлăх туянакансен умĕнчи шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларас тесен чи пысăк пахалăхлă вăрлăх туса илмелле. Çакна шута илсе кунта сортсене кашни çул çĕнетсех пыраççĕ. Черетлĕ çур акире усă курма та районти ытти хуçалăхсем вĕсенчен паян тесен паян элита тата супер элита репродукцири тĕрлĕ культурăсен вăрлăхне туянма пултараççĕ.

Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те тивĕçлĕ шайра аталанать. Отчетлă тапхăрта пĕтĕмпе 2092 центнер аш-какай, 22119 центнер сĕт туса илнĕ, пĕр ĕнерен 6231 килограмм сĕт сунă.

Ял хуçалăх предприятийĕнче вăй хуракан пĕр çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 25400 тенкĕпе танлашнă. Унсăр пуçне, кадрсене сыхласа хăварас шутпа кунта тăрăшуллă ĕçченсене хавхалантарассине те мала хураççĕ. Кашни çул професси енĕпе чи лайăххисене палăртаççĕ. Вĕсене преми парса хавхалантараççĕ тата çулталăк тăршшĕпе тĕп ĕç укçи çумне хушса тÿлессине йĕркене кĕртнĕ. Малта пыракансен сăн ÿкерчĕкĕсене бригадăри тата кооперативри Хисеп хăми çине вырнаçтарасси те иртнĕ çулсенченех йăлара. «Кооперативăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята та палăртнă. Çак ят-сума хуçалăх производствинче нумай çул тăрăшса ĕçленисем тивĕçеççĕ.

«Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕ 2021 çула 13 миллион та 573 пин тенкĕлĕх таса тупăшпа вĕçленĕ. Валерий Германов председатель отчетлă тапхăрти ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май тĕш тырă, сĕт туса илессине ÿстермелли майсем çинче чарăнса тăнă. Ку чухне чĕр тавара сутнинчен пулакан пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕн хисепĕ те, таса тупăш пайĕ те ытларах пулмалла.

Ял хуçалăх тĕллевлĕ строительство ĕçĕсене те кирлĕ пек йĕркелесе пымалла. «Труд» ЯХПКра кăçал 4 миллион тенкĕлĕх объекта хута яма палăртаççĕ.

«Яманчурино» ОООра кăçал хальхи вăхăтпа тан аталанас тĕллевпе тырă типĕтекен комплекс /проектпа смета документацин хакĕ – 20 миллион тенкĕ/ хăпартса лартас тĕллевлĕ. Апла пулин те кулленхи ĕçре çитменлĕхсем сахал мар, çакна кура производство кăтартăвĕсем те «уксахлаççĕ». Уйрăмах фермăра ĕçлеме кадрсем çитменни ура хурать.

«АСК-Яльчики» ООО, тĕпрен илсен, таса та паха çĕр улми вăрлăхĕ туса илессипе ĕçлет, тыр-пул та çитĕнтерет. Иртнĕ çул ял хуçалăх продукцийĕсене сутнинчен 175 миллион та 93 пин тенкĕ /2020 çулхинчен 122 миллион та 453 пин тенкĕ е 2,5 хут ытларах/ укçа-тенкĕ пырса кĕнĕ. Таса тупăш 98 миллион та 148 пин тенкĕпе танлашнă. Агрофирмăн ĕçри ăнăçлăхĕ çĕнĕ йышши технологисемпе усă курнинче мар-и? Кунта вăрлăхлăх тата апат-çимĕçре усă курмалли паха çĕр улми çитĕнтернипе пĕр вăхăтрах çĕр пулăхне лайăхлатасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пусă çаврăнăшне /4 хирлĕ/ çирĕп пăхăнаççĕ.

«АСК-Яльчики» ОООн ĕç тăвакан директорĕ Юрий Галкин ĕç коллективĕпе тĕл пулнипе усă курса кăçал пурнăçламалли тĕллевсем пирки те чарăнса тăнă: ĕç укçине май пур таран тата ÿстермелле, ял хуçалăх машинисен паркне çĕнетмелле, тĕш тырă упракан çĕнĕ склад, техникăна вырнаçтарса лартма асфальтлă площадка тумалла. Черетлĕ çур аки ĕçĕсене пурнăçлама вара мĕн кирли пурте çителĕклĕ: çунтармалли-сĕрмелли материалсем, вăрлăх, минераллă удобренисем…

/Хамăр инф./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code