Райадминистрацин ларусен залĕнче Елчĕк районĕн чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттаракан тата сирсе яракан, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.
Ăна райадминистрацин пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынă. Унта районти вĕренÿ учрежденийĕсене 2019-2020 çулсенчи çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси çинчен райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый тухса калаçнă. Вăл инкеклĕ лару-тăрусенчен сыхланас йĕркесене, чрезвычайлă лару-тăру тапхăрĕнчи эвакуаципе çыхăннă ыйтусене хускатнă.
Комисси членĕсем энергетика тытăмне тата ЖКХ объекчĕсене 2019-2020 çулсенчи хĕл тапхăрĕнче тивĕçлĕ ĕçлеттерме хатĕрлессипе, районти агропромышленность тата халăха социаллă пулăшу паракан объектсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă темăсене те сÿтсе явнă.