Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çамрăк ĕмĕр вутлă çумăрта иртрĕ»

«Çамрăк ĕмĕр вутлă çумăрта иртрĕ»

– çапла çырса кăтартнă хăйĕн пурнăçĕ çинчен 1898 çулта Елчĕк ялĕнчи хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ, Аслă Отечественнăй вăрçăн II степень орденне, «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн» медальсене тата ытти наградăна тивĕçлĕ пулнă Василий Осипович Молодов.

Виçĕ вăрçа хутшăннă вăл. Пĕрремĕш тĕнче /1917 çулхи февраль-октябрь уйăхĕсем/, Граждан /1917-1920 çулсем/, Аттелĕхĕн Аслă /1941 çулхи сентябрь-1945 çулхи ноябрь уйăхĕсем/ вăрçисенче алла хĕç-пăшал тытса çĕршыва хÿтĕленĕ.

Елчĕк çамрăкĕсемпе – Василий Нягинпа, Михаил Кирилловпа вĕсем Теччĕ хулинче епле комисси тухнине, 1917 çулхи февраль уйăхĕн сивĕ кунĕсенче Чĕмпĕр хулине пичĕсене тăм илтерсе 100 çухрăма çуран утса çитнине каласа кăтартнăччĕ. Выçăллă-тутăллă салтаксен пурнăçĕ кунта та калама çук йывăр пулнă. Сивĕ лаша витине вырнаçтарнă, йĕпеннĕ пурттенккисене хăйсен айне хурса типĕтнĕ. Вĕсем 116-мĕш Малоярославский пехота полкне лекеççĕ. Унта Керенский йĕркеленĕ хĕрарăмсем тăракан чаçсем те пулнă. Çак вăхăтра /1917 çулхи август уйăхĕ/ фронтра питĕ пысăк пăтрану пулнă: офицерсене вĕлернĕ, салтаксем çапăçусене хутшăнма хирĕç пулнă – вĕсем пăраха-пăраха кайнă.

Вăрçă ветеранĕн аса илĕвĕсемпе малалла паллашма та кăсăклă пулчĕ:

«1917 çулхи Октябрьти аслă революци хыççăн эпир «Власть – Советам, долой – войне» тесе çапăçу пуçларăмăр. Мускаври Кремльте хупăнса ларнă кадетсене штурмланă çĕре хутшăнтăмăр. Вĕсене çапса аркатсан пире Хĕрлĕ гварди отрячĕсен шутне кĕртсе ячĕç. Маншăн пĕрремĕш тĕнче вăрçи вĕçленсе граждан вăрçи пуçланчĕ. Хĕвел тухăç фронт Колчака хирĕç çапăçать. 1919 çулта 5-мĕш арми командующийĕ М.В.Фрунзе ертсе пынипе çуркунне Колчак çарĕсене çапса аркатрăмăр. Телее, манăн киле таврăнма, мирлĕ ĕçе пуçăнма май килчĕ. Ун хыççăн Елчĕкре «Октябрь» колхоз йĕркелеме хутшăнтăм, 1935 çулта крахмал заводĕнче ĕçлеме пуçларăм. Анчах манăн мирлĕ пурнăçа аталантарасси нумая пымарĕ.

1941 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче фашистла Германи çарĕсем Мускав патне çывхарса пычĕç. Çав кун комиссие чĕнсе илчĕç, тепĕр хутчен юратнă çĕршыва тискер тăшмансенчен хÿтĕлеме тухса кайрăм. Вăрçă хирне шăпах Мускав çывăхĕнче, связист пулса кĕтĕм. Командирсен чаçсен хушшинчи çыхăнăвне кăлтăксăр йĕркелесе тăмалла. Çакна асра тытса тăшман тĕлли-паллисĕр персе тăнине пăхмасăр татăлнă çыхăнăва йĕркене кĕртмелле. Пăралук хăш вырăнта татăлнине шыраса тупас тесе инçете çитни нумай пулнă. Ĕçе йĕркене кĕртни çинчен çийĕнчех пĕлтернĕ.

2-мĕш Белорусси фронтне К.К.Рокоссовский маршал ертсе пынă. Правительство çыхăнăвĕн 742-мĕш уйрăм роти çав фронт шутĕнче тăнă. 1943-1944 çулсенче эпир тăшмана аркатса пыма тытăнтăмăр. Миçе вăрман, сарлака юхан шывсемпе путлăхсем, шурлăхсем витĕр тухса çыхăнăва яланах вăхăтра юсама ĕлкĕрнĕ. Шăнса чирленĕ, аманнă пулсан та тăшмана малалла хăваланă.

1945 çулхи ноябрь уйăхĕнче демобилизаци йĕркипе киле таврăнтăм. Щецин ятлă хуларан поездпа Берлина çитсе юлташсемпе савăнни, çĕнтерÿ туйăмĕпе Канаша çитсе тăни нумайлăха асра юлĕ. Киле таврăннă чухне эпĕ велосипед туяннăччĕ, анчах Канашра паллакан çынсемпе тĕл пулса калаçнă вăхăтра ăна çухатрăм – таçта кайса кĕчĕ. Çакăншăн пăшăрханмарăм та, эй, пулман пулманах, терĕм.

Унтан таврăнсан крахмал заводра технорук пултăм, директорта ĕçлерĕм, унтанах тивĕçлĕ канăва кайрăм. Мирлĕ çĕршыв аталанăвĕпе савăнса пурăнтăм».

Л.МОЛОДОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Аслă Çĕнтерĕве – 30 çул /1975 ç./. Малти ретре водительпе юнашар – Василий Молодов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code