Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Чăвашлăх Неççе Кули куçĕпе

Чăвашлăх Неççе Кули куçĕпе

Лаш Таяпа шкулĕ хăйĕн ĕмĕрĕнче нумай паллă çынна кăларнă. Авалтанах кунта литературăна, искусствăна тарăн вĕрентнĕ, илеме туйма хăнăхтарнă. Эпĕ ача чухне шкулта РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ Осип Ятманов тăрăшатчĕ. Вăл тата Василий Дмитриев вĕрентекен Чĕмпĕрти чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкулта пĕлÿ илнĕ. 1950 çулсенче Чăваш патшалăх драма театрĕнче Лаш Таяпара çуралса ÿссе пултарулăхне кура тава тивĕçлĕ артист ята тивĕçнĕ Мария Бикулова вăй хуратчĕ. Чăваш халăх художникĕ Николай Енилин та /хушма ячĕпе калас пулсан – Неççе Кули, унăн аслашшĕ Неççе ятлă пулнă/ Лаш Таяпари вăтам шкулта вĕреннĕ, ăна 1958 çулта пĕтернĕ.

Николай Аристархович кăçал – августăн 26-мĕшĕнче 80 çул тултарчĕ. Хăйĕнчен 17 çул кĕçĕн савнă мăшăрĕпе Зоя Михайловнăпа 5 ача çуратса ÿстернĕ вĕсем: Венера, Геннадий, Тамара, Лариса тата Сергей. Ачисем пурте хулара ÿснĕ пулин те, чăвашла тап-таса калаçаççĕ, аслă пĕлÿллĕ, ашшĕ-амăшĕнчен ырă тĕслĕх илсе çитĕннĕ.

Николай Аристархович манран шăп сакăр çул аслă. 1950 çулсен варринче эпир иксĕмĕр те Лаш Таяпари вăтам шкулта вĕреннĕ. Анчах вăл вăхăтра эпир пĕр-пĕрне палламан. 1960 çулхи çĕртме уйăхĕнче мана Николайпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетĕнче вĕренекен тăван шăллăм Василий паллаштарчĕ.

– Тете, кунта манăн юлташ Николай Енилин вĕренет, кăçал вăл диплом илет. Хăй вăл кÿршĕллĕ Пăва районĕнчен. Амăшĕ вара – Валентина Герасимовна пирĕн ялтан, Карачăм Алексеев хĕрĕ.

Валентина Алексеева çитĕнсен кÿршĕллĕ Тутар Республикинчи Пăва районне кĕрекен Рункă ялĕнчи Аристарх Енилина качча тухнă.

Пĕрремĕш тĕл пулуранах Н.Енилин пысăк талантлă пулнине асăрхарăм, çав вăхăтрах тĕлĕнмелле сăпайлă пулнине курса ĕнентĕм. Ÿкерчĕк ÿкернисĕр пуçне сăвăсем те хайлать, купăспа ăста калать иккен ентешĕмĕр, спортра та пултаруллă.

Ачана шалти туйăмĕ пĕчĕкренех амăшĕ çуралса ÿснĕ Лаш Таяпа тăрăхне туртнă.

– Çул кĕске мар. Йывăрлăхсене пăхмасăр мĕншĕн шăпах пирĕн яла вĕренме çÿренĕ-ха Эсир; Кашкăрсем алхаснă вырăнсем те пулнă вăл вăхăтра; – çапла ыйту панăччĕ эпĕ ăна малтанхи тĕл пулурах.

Çамрăк вара кăштах шухăша кайнă хыççăн çапларах хурав панăччĕ:

– Лаш Таяпа маншăн – иккĕмĕш кил, вăл хăйне евĕрлĕ чăвашлăх сăпки. Унта манăн чи юратнă çын –анне /вунă ача амăшĕ/ кун çути курнă.

Николай çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенчи пăтрануллă саманана пула унăн пиччĕшĕсемпе аппăшĕсен вĕренме май пулман. Николая вара аслисем ачаранах вĕреннĕ çын тăвасшăн çуннă. Ялти шкулта 7 класс вĕреннĕ хыççăн ăна вĕсем Лаш Таяпа шкулне янă.

– Çак шухăша маларахах пĕлтерчĕç те мана, эпĕ питĕ савăнтăм. Лаш Таяпара аннен йăмăкĕ патĕнче Хĕветура аппа патĕнче пурăнтăм. Унăн мăшăрĕ Константин Абдулкин шкул директорĕн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшатчĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Микулай шăллăм вара маншăн пĕр варта выртнă тăван пекех пулчĕ. Елчĕк районĕнчи авалхи шкулта пире Иван Ксенофонтов, Клавдия Тимофеева, Перасковья Кузнецова, Адилия Николаева тата ытти нумай пултаруллă, пысăк опытлă учительсем вĕрентрĕç. Чун-чĕреренех тав тăватăп эпĕ вĕсене, – иртнине çапларах аса илет Н.Енилин.

Кунтан вĕренсе тухсан вăл хулана çул тытнă. Тĕп хулари аслă шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Н.А.Енилина преподаватель пулса ĕçлеме унтах хăварнă. Вăл вăхăтра эпĕ маншăн та тăван çын пулса тăнă Николай Аристархович патне – ентешĕм вăй хуракан кафедрăна час-часах кĕрсе тухаттăмччĕ. Кунтах республикăри халăх художникĕсемпе Николай Овчинниковпа, Ревель Федоровпа, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕпе Валентин Максимовпа /Валем Ахун/ паллашма тÿр килчĕ.

Институтра ĕçленĕ чухне Неççе Кули чăвашсен пĕрремĕш скульпторĕпе Юрий Ксенофонтовпа çывăх туслашать. Вĕсем иккĕшĕ те 1939 çулта çут тĕнчене килнĕ. Юрий Иванович кунта скульптура уйрăмне ертсе пыратчĕ. Туссем хăйсен ĕçĕсенчен Хусанта, Йошкар-Олара, Мускавра, çĕршывăн ытти хулисенче пĕрлехи куравсем йĕркелетчĕç. 35 çул тултарсан юлташсем иккĕшĕ те пĕр харăсах Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ художникĕ ятсене тивĕçрĕç.

Художникăн ĕçĕсене яланах пысăка хурса хаклатчĕç, куравĕсенчен çын татăлмастчĕ.

Николай Енилин хальхи вăхăтра та пысăк куравсем йĕркелесе халăха ÿнер тĕнчине йыхравлать.

– Неççе Кули маншăн – сассăр кĕвĕ тĕнчи, – çапларах палăртнăччĕ пĕринче унăн ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашнă хыççăн Атнер Хусанкай ăсчах.

Чăваш Патшалăх гуманитари институчĕн аслă сотрудникĕ, искусствоведени ăслăлăхĕсен кандидачĕ Юрий Викторов каланă сăмахсем те ентешĕмĕр пысăк пултарулăхлă пулнине çирĕплетеççĕ:

– Николай Аристархович чăваш искусствине шăв-шавсăр, лăпкăн та меллĕн, пĕр систермесĕр тенĕ пекех пырса кĕчĕ. Унăн хăйĕн чăвашлăх никĕсĕ, çăлкуçĕ пур. Вăл Раççей шайне тухса пыракан ÿнерçĕ.

Чăн та, художникăн ĕçĕсенче тăван халăхăмăрăн пурнăçĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-кăмăлĕ, çут çанталăк илемне витĕр туйни тĕп вырăн йышăнать. Пурнăç чăнлăхĕпе тарăн шухăшĕ те витĕмлĕ. Ĕçĕсенче чăваш сăнарĕсемпе пĕрле вырăс искусствин классикине те тĕпе хума тăрăшать. Чи малти вырăнта унăн ĕçĕсенче этемпе çут çанталăкăн пĕрлĕхĕ. Çакă вара унăн пултарулăхĕнче чăвашлăха мухтакан гимн пек çĕкленнĕ. «Тапă», «Кунта аннесем вăййа тухнă» тата ытти вун-вун картини наци искусствин ылтăн фондне кĕнĕ.

Кăçалхи çурла уйăхĕнче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Н.А.Енилин çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа унăн ĕçĕсенчен «Юратнă Тăван çĕршывăм» ятпа курав ĕçлерĕ. Тутарстан Республикинче çуралса ÿснĕ пĕртен-пĕр чăваш халăх художникĕ ÿкернĕ 150 картинăпа республикăра, унăн тулашĕнче, ют çĕршывра пурăнакансем – пурĕ 6 пин ытла çын паллашрĕç.

Петр СИДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code