Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уçă турнирта

Уçă турнирта

«Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие район çыннисем пысăк активлăхпа хутшăнаççĕ.

Çирĕклĕ Шăхалĕнче Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Сергей Шелтукова асăнса волейболистсен уçă турнирĕ иртнĕ. Унта республикăри тăхăр команда хутшăннă. Çав шутра Сергей Сильвестрович ертсе пынă ЧР Спорт министерствин команди те.

Ăмăртăва уçнă çĕре паллă ентешĕмĕрĕн мăшăрĕ Светлана Петровна, ашшĕпе амăшĕ – Сильвестр Ивановичпа Тамара Ипатьевна, Артем ывăлĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин кире спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Юрий Карпов тата ытти спорт тусĕсем хутшăннă. Вĕсем ЧР физкультурăпа спорт министрĕ пулса ĕçленĕ Сергей Шелтуков республикăри физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнине, шанчăклă та уçă юлташ пулнине аса илнĕ, ăмăртура çитĕнÿсем суннă.

Командăсем икĕ ушкăна пайланса вылянă. «Минспорт Чувашии», «Кильдюшево», «Улăп», «Новое Тинчурино» командăсенчен Спорт министерствин команди, «Ишлей», «Цивильск», «Батырево», «Шимкусы», «Кильдюшевское сельское поселение» командăсенчен чи вăйлисем Ишлейсем пулнă.

Ăмăрту положенийĕ тăрăх çĕнтерÿçĕ-командăсем çурма финалта, иккĕмĕш çурма финалта вăй виçнĕ. Тĕп финалта «Минспорт Чувашии» тата «Кильдюшево» командăсем тĕл пулнă. Çивĕч кĕрешÿре Çирĕклĕ Шăхальсем ушкăнти тапхăрта парăнтарса реванш илнĕ, Шупашкарсенчен 2:1 шутпа выляса илсе турнир çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Унтан чи лайăх волейболистсене палăртнă. «Кильдюшево» командинчи Александр Дудкин турнирти чи лайăх вăйăçă ятне тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕ командăн йышĕнче – Петр Дудкин /капитан/, Александр Дудкин, Сергей Сусликов, Николай Максимов, Артур Васильев, Александр Муллин, Иван Иванов, Николай Максимов.

Уçă турнира йĕркелекене – Сергей Шелтуковăн çывăх юлташне, пĕрле вĕреннĕ Олег Осипова, Шелтуковсен çемйине, Çирĕклĕ Шăхаль ял администрацине, Çирĕклĕ Шăхаль шкулне, культура ĕçченĕсене пысăк тав.

П.СМИРНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code