Ноябрĕн 4-мĕшĕ – Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2004 çулта «Раççей Çар мухтавĕн кунĕсем çинчен» саккуна алă пусса çирĕплетнĕ. Çак уява палăртнă чух XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче ют патшалăхсен куçĕнчен пăхса пурăнма килĕшмен вăйсем чăмăртанса Польшăпа Швеци оккупанчĕсене çĕршывран хăваласа кăларнă тапхăра шута илнĕ.
Вулакана кăштах историне таврăнма чĕнес килет. 1603-1613 çулсенче вырăс халăхĕ, Атăл тăрăхĕнчи тĕрлĕ наци çил вĕрсен лăсканакан хăмăша аса илтернĕ – чылай çĕрте хресчен вăрçисем пынă. Патша хресченсене çĕр харпăрлăхçи çумне çирĕплетес тĕллевпе кăларнă юридици нормисем питĕ çирĕп пулни хресчене ура хунă – ăна хăйĕн пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшакан власть кирлĕ пулнă.
Патшалăхра класс кĕрешĕвĕ çивĕчленнипе, патша влаçĕ хавшанипе усă курса Польша феодалĕсем 1604 çул вĕçĕнче Вырăс патшалăхне тапăнса кĕнĕ, 1605 çулхи çĕртме уйăхĕнче çĕршыва ертсе пыма I Суя Мĕтрине лартнă. Ăна 1606 çулхи çу уйăхĕнче, халăх Мускавра пăлханнă вăхăтра, вĕлернĕ. Патша влаçне боярсем туртса илсе трона Василий Шуйские лартнă. 1609 çулта Швеципе килĕшÿ çирĕплетсе вăл хăйĕн правительствине хирĕç халăх кар тăрасран хÿтĕлеме тăрăшнă. Швеци Мускава сутнă, унăн хĕç-пăшаллă вăйĕсем Раççей çĕрне тапăнса кĕнĕ. Вĕсене хирĕç вырăссемпе карелсем çĕкленнĕ. 1609 çул вĕçĕнче Раççее хирĕç поляксем те вăрçă пуçланă. Мускаври дворянсемпе ахаль çынсем 1610 çулхи июль уйăхĕнче Шуйские тронран çапса антарнă. Влаçа боярсем алла илнĕ, поляксен Мускав çумĕнчи станĕнче Польша королĕ III Сигизмунд ывăлне Владислава Вырăс патшалăхĕн патши пулма лартнине çирĕплетекен килĕшĕве алă пуснă. Вырăс патшалăхĕнче Польша çынни хуçаланма пуçлассине пĕлсен никам та çакăнпа килĕшме пултарайман. Патшалăха интервенцирен хÿтĕлес, трона вырăса тавăрас шухăшлисен сийĕсене пĕр тĕвве пухма пуçланă – кашнин чун-чĕри патриот туйăмĕпе тулнă. Ополчени /казаксем, хресченсем, хула çыннисем, дворянсем/ пĕрремĕш хут Рязань çĕрĕнче пухăннă. Вĕсене пулăшма Атăл тăрăхĕнчен те пынă. Халăхăн пĕрремĕш ополченине ертсе пынă Ляпунов 1611 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнчи грамотинче çĕршыва хÿтĕлеме пур наци халăхне явăçтармаллине палăртнă, вĕсен йышĕнче чăвашсем пирки те асăннă. Шупашкарпа Хусан отрячĕсем Мускава хÿтĕлеме 1611 çулхи çулла çитни паллă.
Ополченецсем чи малтанах Мускава çичĕ ютран тасатма тĕллев лартнă. Çак çулах Кузьма Минин староста пуçарнипе Чулхулара иккĕмĕш ополчени пуçтарăннă. Ăна ертсе кайма Дмитрий Пожарские шаннă.
Августра ополченин тĕп вăйĕ Мускава кĕнĕрен хаяр çапăçусем пуçланнă – поляксене çак çапăçура çапса салатнă, Китай-хулапа Кремле интервентсенчен тасатнă. Çапăçусем октябрь вĕçĕчченех пынă – ноябрь пуçламăшĕнче поляксен гарнизонĕ ополченецсене парăннă. Çапла вара темиçе уйăхран поляксене тата шведсене çĕршывран тĕпĕпех тасатма май килнĕ.
Раççей монархийĕн тронне Романовсен йăхĕ йышăннă хыççăн патшалăх влаçĕн тытăмĕнче пысăк улшăнусем пулнă. Çак династи çĕршыв умĕнче 1917 çулхи февральти революцичченех тăнă.
Ноябрĕн 4-мĕшĕ Раççейшĕн вун çиччĕмĕш ĕмĕртенпех уяв шутланнă. Ăна Хусан Турамăшĕн турăшĕн уявĕ пек палăртнă. Çак уява 1649 çулта Алексей Михайлович патша указĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ. Уява вăл Хусанта тупнă Турамăшĕн турăшĕ пĕрремĕш земство ополченине тапăнса кĕнĕ çарсене çĕнтерме пулăшнипе çыхăнтарнă.