Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сертификат илейĕпĕр-и?

Сертификат илейĕпĕр-и?

Ыйту: Эпĕ 2017 çулта 3-мĕш ача çуратрăм. 100 пин тенкĕпе танлашакан республика амăшĕн /çемье/ капиталĕн сертификатне илме пултараять-ши пирĕн çемье?

Хурав: 2012 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнчи 1 №лĕ Чăваш Республикин «Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем памалли хушма мерăсем çинчен» саккунне 2016 çулта улшăнусем кĕртнĕ. Çемьере 3 е ытларах ача çуралас е усрава илес пулсан: асăннă çемьесене республика амăшĕн /çемье/ капиталĕн сертификатне памалла тесе йышăннă. Сертификат 100 пин тенкĕпе танлашать.

Мĕнле улшăнусем кĕртнĕ-ха çак асăннă саккуна; Пĕрремĕш вăл – 2016 çулхи кăрлач уйăхĕнчен малалла çемьере 3 е ытларах ача çуралсан е усрама илсен çемьесене ятарлă сертификат алăран памаççĕ.

Иккĕмĕш улшăну – асăннă амăш капиталне илес тесе заявлени тăратнă хыççăн, унпа усă курас тесен çемьери кашни çын пуçне тивекен тупăш виçи Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен иртсе каймалла мар. 2015 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен сертификат панă çемьесене çак улшăну пырса тивмест. Вĕсем малтанхи пекех, çемье тупăшне тăратмасăрах республика амăшĕн /çемье/ капиталĕпе усă курма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code