Тĕнчере аварине пула пурнăçран уйрăлакансен йышĕ ÿссех пырать, уйрăмах çамрăксем лекеççĕ çак инкеке.
Район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче юлашки çулсенче анчах мĕн чухлĕ авари пулчĕ, миçе çын пурнăçĕ татăлчĕ. Инкекĕ вара ытларах чухне хамăрта: руль умне ÿсĕрле ларнинче, хăвăртлăх режимне е ытти йĕркесене пăхăнманнинче. Чи хăрушши – пĕр çыннăн тимсĕрлĕхне пула пĕр айăпсăр чунсем пурнăçран уйрăлаççĕ, çемьери çывăх çынна çухатнăран миçе çын асап тÿсет.
Кĕске тапхăрта Комсомольски районĕн чиккипе Елчĕк ялĕсен хушшинчи çул-йĕр çинче анчах темиçе хăрушă авари, пÿкле вилĕм пулнине тĕпе хурса IV округăн благочиннăйĕ – Александр Невский ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Александр Сенькин протоиерей çак кунсенче кĕлĕ вуласа тата çветтуй шыв сапса асăннă çула тасатса тухрĕ.
Водитель васкамасан çул-йĕр çинчи лару-тăрăва йĕркелесе тата асăрхаса пыма, инкеке вăхăтлă сирсе яма пултарать. Çуран çÿрекенĕн вара хирĕç килекен автотранспорт çулĕн хĕррипе утмалла, унăн çумĕнче çутта хирĕç çутатакан хатĕр пулмалла. Çул урлă ирĕк паракан ятарлă вырăнта автомашина ирттерме хатĕррине ĕненнĕ хыççăн çеç каçмалла, васкамалла мар. Çул-йĕр кама-тăр вĕрентмелли е хăв тĕрĕс пулнине çирĕплетмелли вырăн мар. Кунта темле лару-тăру та сиксе тухма пултарать. Çавăнпа та, туссем, пĕр-пĕрне хисеплер, çул парар, тимлĕ те асăрхануллă пулар, теприн нушине хамăрăнни евĕр йышăнма хăнăхар.
Елчĕк çамрăкĕсен фончĕн членĕсем.