Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çар ветеранĕ историе тĕпчет

Çар ветеранĕ историе тĕпчет

Виталий Ильин

Елчĕк тăрăхĕ сахал мар çар çыннине çитĕнтернĕ. Вĕсем пирки эпир хаçатра час-часах çыратпăр. Ку кăларăмра вулакана Исемпелĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан отставкăри полковникран Виталий Яковлевич Ильинран илнĕ интервьюпа паллашма сĕнетпĕр. Ентешĕмĕр «Çар ĕçĕнче палăрнăшăн» орден, «Çар службинче палăрнăшăн» медаль кавалерĕ, тата ытти наградăна илме тивĕç пулнă.

– Виталий Яковлевич, çар çыннисем – çĕршыв хÿтĕлевçисем – кашни çынрах мăнаçлăх çуратаççĕ. Çак профессие суйлассинче кам сирĕншĕн ырă тĕслĕх пулнă?

– Хамăн пуласлăха эпĕ ачаранах çар çыннинче курнă тесен те йăнăш пулас çук. Çак профессие хисеплесси тата юратасси чунра анчах мар, юнра та вăл. Уйрăмах аттен ырă тĕслĕхĕпе мăнаçланса ÿсрĕм. Вăл Финн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисен участникĕ пулнă. Малтан стрелоксен взвочĕн командирĕн çумĕ пулса, каярах тинĕс çарĕсенчи стрелоксен бригадинче тăшмансемпе çапăçнă. Икĕ хут аманнă.

Пиччесем те çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Федор тете иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче бомбардировщик-атомоносец çинче стрелок-радист пулса вĕçрĕ. Вăл çартан таврăнсан мана «офицер пулан» терĕ. Эпĕ Суворов училищине вĕренме кайма тĕв тытрăм. Анчах та çар комиссариатĕнчен çар училищисене вĕренме кайма наряд çуккине хыпарлани ĕмĕте пурнăçа кĕртессинче тăхтама хистерĕ.

Сергей Ильин

Призывпа çар ретне тăрсан шăпа Германири Дрезден хулине илсе çитерчĕ. Пирĕн реактивлă дивизион командирĕ хамăр ентешчĕ – Елчĕкре çуралса ÿснĕ Василий Федорович Ишмуратов полковник. Çак талантлă артиллерист манăн çар çынни пулас ĕмĕте ырларĕ те малалла вĕренме ячĕ.

– Службăра тăнă чух чи асра юлнă вăхăт тата вырăнсем пирки каласа кăтартаймăр-и?

– Служба çулĕсенчи чи интереслĕ вăхăтсем Германире тăракан Совет çар ушкăнĕнче пулнине палăртатăп. Реактивлă батарейăра взвод командирĕ пулма шанчĕç кунта мана. Çар çыннин çапăçăва яланах хатĕр пулмалла, çак тĕллевпех иртекен кулленхи вĕренÿсемпе занятисем сывлăш евĕр кирлĕ. ГСВГн чи лайăх хатĕрленнĕ батарейисен конкурсĕнче эпир çулсеренех малти вырăна тухса куçса çÿрекен приза тивĕçни тата та хавхалантаратчĕ ун чухне.

Солнечногорскра вырнаçнă офицерсен «Выстрел» курсне куçарсан офицерсен çар ăсталăхне ÿстернĕ ĕçе хутшăнтăм. Кунтах социализмла тата пĕтĕм континентри ытти туслă çĕршывсенчи офицерсем пĕлÿ илме килетчĕç. Çар ĕçĕпе çыхăннă çĕнĕ мелсене, çĕнĕ йышши хĕç-пăшалпа çар техникине чи малтанах пирĕн патăмăрта ĕçе кĕртнĕ. Ют çĕршывсен президенчĕсем, çар делегацийĕсемпе оборона министрĕсем килсе çÿретчĕç. Вĕсен умĕнче пирĕн хĕç-пăшал хăватне кăтартассине те шăпах пире шанатчĕç.

– Çемье сирĕн çирĕп те туслă…

– Çемье çирĕп пулни çар çыннине вăй-хăват хушать. Мăшăрăм Алефтина Александровна Çĕнĕ Пăвара çуралнă, Аслă Пăла Тимеш ялĕнче ÿснĕ. Унпа эпир пĕр класра вĕрентĕмĕр. Шкул хыççăн вăл Хусанти кредитпа экономика техникумĕнче вĕренсе пĕлÿ илчĕ, пĕр хушă Шупашкарти патшалăх банкĕнче ĕçлерĕ. 1976 çулта пĕрлешсе çемье тĕвĕлерĕмĕр. Каярах мăшăрăм военторгра бухгалтер-ревизорта, çар комиссариатĕнче тăрăшрĕ. Пархатарлă ĕçшĕн «Ĕçри хастарлăхшăн» тата юбилей медалĕсене, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçрĕ.

Икĕ ывăл пирĕн. Асли Сергей 8-мĕш класс хыççăн Хусанти Суворов çар училищинче, Ульяновскри çыхăну çар училищинче, Санкт-Петербургри çыхăну çар академийĕнче вĕренчĕ. Хĕрÿ точкăсен участникĕ – Çурçĕр Кавказра контртеррористла операцисене хутшăнчĕ. Генеральнăй штабăн çар академинчен вĕренсе тухрĕ, халĕ Мускав хулинче службăра тăрать. Иккĕмĕш ывăл Александр аслă пĕлÿ илнĕ, Çĕрпÿ хулинче муниципаллă организаци ертÿçинче тимлет.

– Ĕнерхи çар çынни паян историк-краевед та…

– Тăван ял историйĕпе питĕ интересленнĕрен чылай çул ĕнтĕ архивсемпе тачă çыхăну тытатăп, материалсем пуçтаратăп. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, районтан тухнă офицерсем, 17-19 ĕмĕрсенче çарта службăра тăнă ентешсем пирки уйрăм материалсем пухатăп. Архивсенче тупнă материалсемпе, ял халăхĕ пулăшнипе Исемпелĕнчи çемьесен йăхĕсен пурнăç йывăçĕсене хатĕрлесе пĕр тĕвве пухрăм, компьютерăн ятарлă программине кĕртрĕм. Чылайăшĕн 17 ĕмĕрте пурăннă йăх-тĕпĕсем пирки те информаци пур. Хăш-пĕр материалсене Интернетри Исемпел ялĕн ушкăнĕнче вырнаçтарнă ĕнтĕ. Кĕнеке кăларас ĕмĕт те пур.

Ялта çуралса ÿснĕ Арсений Петрович Петровăн /вăл манăн асаттен шăллĕ/ революци пуличчен çырса пынă ал çырăвĕсене тупни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Вăл Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннĕ, чăваш ялĕсенче учительте тăрăшнă. Кайран вара пачăшкă пулнă. 1910-1913 çулсенче «Автобиографи заметкисем», «Этнографи заметкисем» ятпа ал çырăвĕсем туса хатĕрленĕ, вĕсем архивра упраннă. Кунта Кивĕ Эйпеç чиркÿ прихутне кĕрекен ялсен историйĕ тата пурнăç йăли-йĕркисем. Революци хыççăн Арсений Петрович ?Арсиль тете тенĕ ăна/ чиркÿ службинчен кайнă, тивĕçлĕ канăва тухиччен Шупашкарта финанс органĕсенче ĕçлесе пурăннă.

– Умра – пысăк уяв. Ноябрĕн 19-мĕшĕнче Ракета çарĕсен тата артиллери кунĕ.

– Пирĕншĕн – артиллери çарĕнче службăра тăнă ветерансемшĕн çак кун пысăк уяв. Ăна эпир кашни çулах чыслăн паллă тăватпăр. Кăçал та ветерансем-реактивщиксем Шупашкарти Победа мемориал паркĕнчи легендарлă БМ-13 «Катюша» çар машини умĕнче пуçтарăнма палăртаççĕ.

– Калаçушăн пысăк тав.

– Сире те тав. Ĕçре ăнăçу сунатăп.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code