Питĕ ăста, маттур та пултаруллă çын вăл Ираида Фомина. Ун пирки çырса та, каласа та пĕтерме çук пек туйăнать – çав тери пуян чун-чĕреллĕ, ăста, шав малалла талпăнакан, хăй хыççăн ертсе пыма пĕлекен, район, республика, Раççей шайĕнче те ырă ят çĕнсе илнĕ хисеплĕ вĕрентекен. Çăлкуç пек тапса тăракан вĕçĕ-хĕррисĕр вăй-халĕ, тинĕс хумĕ евĕрлĕ хăвачĕ ĕçтешĕсене хавхалантарса, тĕлĕнтерсе тăрать. Паянхи Çеçпĕл Мишши пек туйăнать вăл мана: ун пекех хĕрÿллĕ, тĕрĕслĕхшĕн çунса талпăнать, малтан-мала çирĕп утать, йывăрлăхсене çĕнтерсе пырать, пуласлăха ĕненсе, шанса тăрать. Çитменнине, çураласса та кăвар чĕреллĕ поэтпа пĕр уйăхра çуралнă.
Аслă Пăла Тимеш хĕрĕ 1959 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çăлтăрсем хĕр ачан телейлĕ кун-çулне çутатса пынă, Турри вара тулли ăраскал парнеленĕ. Ашшĕ, Аркадий Трофимович Общин, ĕçре чапа тухнă çын пулнă, хăй вăхăтĕнче ăна орденпа та чысланă. Паллă тракторист ачисене ĕçе юратма вĕрентсе çитĕнтернĕ. Амăшĕ, Римма Ивановна, Вăрмар районĕн хĕрĕ пулнă. 4 ача çуралнă Общинсен çемйинче. Паянхи кун Ираида Николай пиччĕшĕпе, Тамара, Валентина йăмăкĕсемпе ăшпиллĕн хутшăнса пурăнать.
1977 çулта 10 класс пĕтерсен Ираида И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕрет. Ача чухнех хаçат-журнала тĕрлĕ статьясем çырнине кура вĕрентекенсем ăна журналист пулма сĕннĕ. Калас пулать, Ираида Аркадьевнăн шăпи урăхла та пулма пултарнă: вăл тĕрĕс наукăсене те кăмăлланă. Физика, математика предмечĕсене те килĕштернĕ хĕр ача. Çапах кун-çул йĕрĕ Турă çырнă пек пулса пынă. Вăл чăваш уйрăмне вĕренме кĕрсе хăйĕн пурнăçне журналистикăпа мар, ачасене тăван чĕлхепе литературăна вĕрентессипе çыхăнтарас тенĕ. Хаваслă студент çулĕсем «Мерчен» ансамбле çÿренипе те асра юлнă. 5 çул туслă пулнă Ираида Община ансамбльпе. Шăпчăк евĕрлĕ ытармалла мар сассипе паянхи кун юрласа ярсан та тĕлĕнсе тăмасăр май çук. Çакна палăртмалла, «Мерчене» пурне те илмен, питĕ вăйлă тĕрĕслев витĕр тухма тивнĕ. Ираида юрлани вара пурне те килĕшнĕ. 1980 çулта, ун чухнехи Горький хулинче, «Мерчен» ансамбль студентсен пултарулăх фестивалĕнчен лауреат пулса таврăннинче, паллах, Ираида Община юрăçăн тÿпи те пур.
1982 çулта алла диплом илсен çамрăк специалист Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пĕр шкулта вăй хурать. Шăпа ăна 1985 çулта Шупашкар районĕнчи Тутаркасси шкулне илсе çитерет. Унта вăл 1989 çулччен ачасене чăваш чĕлхипе литературăна юратма вĕрентнĕ. 1986 çулта асăннă шкула республика шайĕнчи сумлă комисси тĕрĕслевпе килсессĕн те çамрăк педагог ăсталăхне асăрханă. Тутаркасси шкулĕ чи лайăх шкулсен шутĕнче пулнă, унта Ираида Аркадьевна малтанхи кунсенчех чунне парса ĕçленĕ. 1989 çултанпа Тренккасси шкулĕнче вăй хурать педагог. Пĕтĕмпе 37 çул ачасене тăван чăваш чĕлхине юратма вĕрентет вăл. Мĕн чухлĕ вăй-хал, мĕн чухлĕ юратупа ăнтăлу кирлĕ çак таранччен ачасене ырă та ăслă, пуян чĕреллĕ пулма, пурнăç çулне тупма вĕрентсе пымашкăн! Çĕрĕ-çĕрĕпе урока, тĕрлĕ мероприятие, олимпиадăпа конкурссене хатĕрленсе ларнисем пайтах пулнă. Мăшăрĕ, шкул директорĕ Викентий Геннадьевич Фомин ĕçре пулăшса пыни те çитĕнÿсем тума хавхалантарнă. Людмила хĕрне мĕн пĕчĕкрен тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене илсе çÿренĕ, вĕсенчен çĕнтерÿçĕ, призер пулса таврăннă. Тăван шкулне Людмила ылтăн медальпе пĕтернĕ. Паянхи кун вĕсен хĕрĕ врач, вăл Анатолий пиччĕшне хывнă. Пиччĕшĕ чирлисене Мускавра сыватать, çемьеллĕ. Людмила Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетне мăшăрĕпе пĕр вăхăтрах вĕренсе пĕтернĕ. Вĕсем вĕреннĕ вăхăтра Ираида Аркадьевнăпа Викентий Геннадьевич мăнукне çитĕнтерме пулăшнă.
Чунпа шкул ĕçне парăннăскерĕн пушă вăхăт пулма та пултараймасть пек туйăнать, çапах Ираида Аркадьевна тем тума та ĕлкĕрет. Мăшăрĕн тата хăйĕн тăванĕсемпе тачă çыхăну тытать, тăванлăха хакласа хăна-вĕрлене яланах хапăл вăл. Тутлă кукăль-пÿремеч, какайран тĕрлĕ блюдо пĕçерме маçтăр Ираида Аркадьевна. Çу кунĕсенче пахчари вĕлле хурчĕсем пекех ăшталанать, пĕрмай ĕçлет. Мăшăрĕпе вĕсем тахçантанпах вĕлле хурчĕ тытаççĕ, çавăнпа Ираида Аркадьевна хурт-хăмăр ăсти пулнинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар. Çулла çемйипех тĕрлĕ сиплĕ курăк пуçтарасси те йăлара Фоминсен. Ĕçчен те пултаруллă хĕрарăмăн килĕнче те, пахчинче те чечексем ешереççĕ, илем кÿреççĕ. Теплицăсенче тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерсе консервлама юратать, хĕл валли вун-вун рецептпа салатсем хатĕрлет вăл. Кăçал вара ытти çулхисенчен те тĕплĕнрех хатĕрленнĕ хĕле. Сăлтавĕ те пур, ноябрĕн 10-мĕшĕнче тус-тăванĕсем, ĕçтешĕсем, мĕн пур çывăх çыннисем 60 çулхи юбилейне уявлама пуçтарăннă. 60 çула çитнĕ тесе калама чĕлхе çаврăнмасть паллах. Вăл сăнĕпе те, кĕлеткипе те, ăсĕпе те çамрăк, илĕртÿллĕ. Ăс-тăнĕ çав тери çивĕч, чĕлхи чĕкеç чĕлхи пек çемçе. Пăрчăканпа танлаштараççĕ ăна районти чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекен ĕçтешĕсем. Вăл ялан шыравра, пĕлес, тĕпчес килни тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ. Пĕр вырăнта ларма пĕлмест те, пултараймасть те Ираида Аркадьевна – пĕрмаях малалла талпăнать. Мĕн палăртнине яланах пурнăçлать, панă сăмахне тытать. Çĕннине хăвăрт алла илет, юлташĕсене кирек хăçан та пулăшма хатĕр, çавăнпа хисеплеççĕ те ĕнтĕ маттур педагога. Малтисенчен малти вăл, ĕçе тĕплĕ, вăр-вар, юратса тума хăнăхнă Ираида Фомина. Ахальтен мар ĕçри çитĕнÿсемшĕн нумай наградăна тивĕçнĕ пирĕн хисеплĕ юбиляр. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, республикăри вун-вун конкурс çĕнтерÿçи, Раççей Президенчĕн премийĕн лауреачĕ те вăл. Унăн вĕренекенĕсем кирек мĕнле олимпиадăпа конкурсра та хăйсен пултарулăхне, ăс-тăн шайне тивĕçлипе кăтартса вĕрентекен тата шкул чысне çĕклеççĕ. Юрра-ташша ăста, ĕçре маттур вĕрентекенĕн шăпчăк сассине Раççей Президенчĕ Владимир Путин та Тренккасси шкулĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă чух чунтанах киленсе итленĕ.
Телей теççĕ, телей теççĕ,
Ăçта-ши вăл ман телей?
Ни аллăмпа, ай, тытма çук,
Ни куçăмпа курма çук…
Тĕлĕнмелле илемлĕ шăрантарнă вăл хăйĕн чи юратнă юррине… Паллă ĕнтĕ, юрату, мал ĕмĕтлĕх хуçаланакан чĕреллĕ Ираида Фомина телей кайăкне çирĕп алăра тытать. Хăйĕн телейне вăл çемьере те, ĕçре те тупма пултарнă, çакă ăна малашне те хавхаланса пурăнма, ĕçлеме вăй-хăват парать.
Алина НИКОЛАЕВА.