Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Театр аксакалĕ — 100 çулта

Театр аксакалĕ — 100 çулта

Олег НИКОЛАЕВ,Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

«Чăваш театрĕн легендипе — Вера Кузьминăпа эпир мăнаçланатпăр. Эпĕ, Вера Кузьминична пекех, хам чăваш пулнишĕн мăнаçланатăп».

Чăваш сценин çăлтăрĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина пурăннă пулсан чỹк уйăхĕн 16-мĕшĕнче пĕр ĕмĕрлĕх çуралнă кунне паллă тумаллаччĕ.

Тăвай округĕнчи Енĕш Нăрваш хĕрĕ хăйĕн пĕтĕм пурнăçне чăваш театрне халалланă — пурĕ 74 çул, çав шутран 60-не К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕпе çыхăнтарнă. Унăн тĕп козырĕ — амăшĕн ролĕ. Вăл калăпланă сăнарсем пин-пин куракана кулянтарнă, савăнтарнă, тĕлĕнтернĕ, шухăша янă. Вĕсем пурнăçра çирĕп кăмăллă пулнипе уйрăлса тăраççĕ.

Вера Кузьминична чăваш драматургĕсен ĕçĕсене çеç мар, ют çĕршыв классикĕсен произведенийĕсене те «чун» кĕртнĕ — пĕтĕмпе 150 ытла роль. Ытларах, паллах, Анне сăнарĕ вăйра тăнă унăн. Тĕлĕнмелле пултарулăхне Мускавпа Санкт-Петербургри, Хусанпа Самарăри, Тутарстанпа Пушкăртстанри театрсенче халăх ура çинче тăрса алă çупса хакланă. Нумайăшĕ ăна курмах çỹренĕ пулĕ. Вăл VII Пĕтĕм тĕнчери паянхи драматурги фестивальне хутшăнса Гран-прие çĕнсе илнĕ. Унта сумлă артистка тĕп рольсенчен пĕрне вылянă. Унăн пултарулăхĕ критиксемпе жюри членĕсене çеç мар, фестивалĕн хăнисемпе кураканĕсене те тыткăнланă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă тапхăрта Мускаври театр институтне вĕренме кĕни, бомбăсен айĕнче пĕлỹ енне ăнтăлни — хăех тĕлĕнтермĕш. Вĕренỹ вăхăтĕнче унта вăрçăра аманнă Петĕр Хусанкай килет. Юрату хĕлхемĕ кайран мăшăрлану патне илсе çитерет.

«Халĕччен ялтан тухсах курман чăваш хĕрĕсемпе каччисене асаплă вăрçă çулĕсенче Мускавра вĕренме çăмăлах пулман ĕнтĕ, пурнăç йỹççине пайтах тутанма тивнĕ. «Йывăр кунсене чăтса ирттертĕмĕр. Пурăнма йывăр. Çиес килет», — тесе çырнă вăл кун кĕнекинче 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче.

«…1943 çулта кăна ГИТИСра çĕнĕрен вĕренме пуçларăмăр. Мĕнле телей — пирĕн вĕрентекен Михаил Михайлович Тарханов, МХАТăн тĕлĕнмелле актерĕ! Вăл пире, чăваш студине, Александр Грибоедовăн кăткăс пьесине — «Ăса пула инкек» ĕçе — шанса пама хăраман. Эпир унăн юлашки вĕренекенĕсем пулнă, вăл пире хăйĕн йывăр та вăрăм кун-çулĕн пуян опытне пĕтĕмпех парса хăварчĕ…» — тесе çырнă В.Кузьмина.

XX ĕмĕрти чăваш театрĕн паллă спектаклĕсем — «Хура çăкăр», «Айтар», «Тутимĕр», «Çĕпĕр дивизийĕ», «Кай, кай Ивана» паян та кивелми, мĕншĕн тесен вĕсенчи Вера Кузьмина хатĕрленĕ сăнарсем хальчченех халăх асĕнче. «Юнлă туй» трагедире Амăшĕн чун-чĕрине хăватлă та ĕнентерỹллĕ кăтартнă хыççăн ăна «СССР халăх артисчĕ» хисеплĕ ят панă. «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли», «Хура чĕкеç» спектакльсенче выляса та вăл театр ỹнерĕнче манăçми йĕр хăварнă. Унăн сăнарĕсем яланах самана уйрăмлăхне кăтартса этемĕн шăпи çинчен тарăн шухăша янă.

Пурнăçпа искусство пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура. Искусство пĕтĕмпех хăйне тимлĕх уйăрма хистет. Театр сцени çинче çĕр-çĕр сăнара чун панă, сцена çине пайтах тухнă пулин те, пĕрех пăлханмасăр май килмест. «Спектакле утатăп, театра çитес умĕн кашнинчех хумханатăп. Çав спектакльте темиçе хут вылянă пулин те. Паллах, унти кашни саманта, сăмахĕсене пĕтĕмпех пĕлетĕп. Ăçта тата хăçан тăмалла, мĕнле çаврăнмалла, мĕнле хускану тумалла. Пĕтĕмпех лайăх астăватăп. Çавах чунра лăпкă мар», — тенĕ Вера Кузьминична хăйĕн 95 çулхи юбилейĕнче…

Вера Кузьминан 100 çулхи юбилейĕпе çыхăннă астăвăм каçне вăл ĕçленĕ Чăваш драма театрĕнче йĕркеленĕ. Унта хутшăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çапла каланă:

— Вера Кузьминична пирĕн валли пуян еткерлĕх хăварнă. Вăл пурнăç тăршшĕпе чăваш искусствине, культурине, чĕлхине, тăван халăхăн хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварса аталантарассишĕн тăрăшнă. Нумай çул театрта вăй хурса вăл вун-вун сăнар калăпланă, çамрăк артистсемшĕн ăслă вĕрентекен пулса тăнă.

Мухтавлă сцена ăсти ячĕпе республикăра малашне икĕ çулта пĕр хутчен наци театрĕсен «Чĕкеç» фестивальне ирттерме тытăнĕç. Пĕрремĕшĕ ноябрĕн 17-22-мĕшĕсенче иртнĕ. Унта Калмăк, Пушкăрт, Мари, Тутар, Чăваш республикисенчи, Крымри тата Азербайджанри театрсем хутшăннă.

Вера Кузьмина — Чăваш Республикин наукăпа искусство наци академийĕн хисеплĕ академикĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ. Унăн ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Ăна К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх премине, Раççей театрĕн «Ылтăн Маска» наци премине панă, Халăхсен туслăхĕн, Хисеп, «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденсемпе наградăланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code