Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçă ветеранĕ – 100 çулта

Вăрçă ветеранĕ – 100 çулта

Вăрçăн асаплă вут-çулăмĕ витĕр тухнă, мирлĕ вăхăтра ырми-канми тăрăшнă, Чăваш Тăрăмĕнче çуралса ÿссе кунтах ĕмĕрне ĕмĕрленĕ Илья Степанович Волков фронтовик çак кунсенче хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă.

Пĕр ĕмĕрхи юбилей ячĕпе ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Тав çырăвне вуласа панă, парнепе чысланă. Ветерана çавăн пекех Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василиса Сапожникова та ăшă сăмахсем каланă.

Илья Степанович 1921 çулхи августăн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. 1936 çулта ялти шкултан 7-мĕш класран вĕренсе тухнă, «Авангард» хуçалăхра счетоводра ĕçленĕ. Вăрçа 1941 çулта тухса кайнă, киле вăрçă вĕçленсен тепĕр çултан таврăннă. Рядовой пулнă, икĕ хут аманнă.

Мирлĕ вăхăтра тĕрлĕ вырăнта тăрăшнă. Малтанах тăван хуçалăхра тĕрлĕ ĕç пурнăçланă, 1960-1962 çулсенче ЦСУра инспектор-бухгалтерта, 1962-1963 çулсенче «Елчĕкри сĕт-çу заводĕнче» экономистра, 1963-1987 çулсенче «Авангард» колхозра тĕп бухгалтерта, К.Маркс ячĕллĕ колхозри сĕт-çу фермин заведующийĕнче вăй хунă.

Илья Волков 1947 çулта авланнă, Евгения Гавриловна мăшăрĕпе 5 хĕр те 1 ывăл çитĕнтернĕ.

Ветаранăн кăкăрне «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçи вăхăтĕнче Германие çĕнтернĕшĕн» тата юбилей медалĕсем илемлетеççĕ. 1978 çулта Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ вăл.

100 çула çитнĕ ватă пулăмсене лайăх астăвать, ăс-тăн тĕлĕшĕпе çирĕп.

– Сирĕн те ман пекех 100 çула çитмелле пултăр, – тет вăл пиллесе çамрăксене.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code