Иртнĕ шăматкун Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче «Елчĕк ен» ентешлĕхе йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине анлă паллă турĕç.
Районта, хулара пурăнакансем йышлăн пуçтарăннă унта. 1000 ытла вырăнлăх пысăк залта тăма та вырăн çук. Елчĕксем çанă тавăрса вăй хума çеç мар, культурăллă канма пĕлнине те уççăн çирĕплетрĕç.
Фойере Шупашкарти Степановсем хурăнран тата унăн хуппинчен ăсталанă, З.Игнатьева тăмран хатĕрленĕ сувенирĕсемпе, Л.Вазюкова чăваш тĕррийĕсене, Л.Фадеева шăрçапа питĕ маçтăррăн тĕрленине курса киленме май пулчĕ. Вĕсем пирĕн тăрăхра çуралса ÿсмен пулин те уявран юлас темен. Кунтах хамăрăн паллă ăстасем – ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Воронова тĕрĕ ăсти, чăваш ÿнерçисем Николайпа Людмила Балтаевсем. Вĕсем хăйсен ĕçĕсемпе хăнасене кăмăллăн паллаштарчĕç.
«Чечеклен, мухтавлă Елчĕк ен» сăн ÿкерчĕксен стенчĕ умĕнчен çын татăлмарĕ. Чăваш наци библиотеки районти çыравçăсен кĕнекисенчен йĕркеленĕ курав та хăйне евĕрлĕхĕпе тыткăнларĕ. Хула çыннисем «Елчĕк ен» хаçатăн иртнĕ номерĕпе кăсăкланса паллашрĕç.
Фойере илемлĕ юрă-кĕвĕ шăранчĕ кăна. РФ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Петухова ертсе пыракан Патреккел халăх хорĕпе «Янтал» фольклор ушкăн чăваш, вырăс юррисем шăрантарчĕç. Кашнийĕн пит-куçĕ савăнăçпа çиçрĕ. Хулапа ял çыннисен ăшă тĕл пулăвĕ, калаçăвĕ хăлхара кĕрлесе тăчĕ. Уява хамăр республикăра пурăнакан ентешсем кăна мар, инçетрен те чылаййăн çитнĕ.
Ентешлĕх уявне Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалланăран чи малтанах «Тăван çĕре юратса» кинокартина куртăмăр. Унтан Патреккел халăх хорĕ Раççей, Чăваш Ен, Елчĕк районĕн гимнĕсене янăратрĕ. Залри халăх ура çине тăрса хористсемпе пĕрле юрларĕ.
Залри чи сумлă вырăнта ларакан вăрçă ветеранне, Патреккелте çуралса ÿссе тĕрлĕ яваплă должноçра тăрăшнă Петр Теплова пысăк тимлĕх уйăрса çуралнă ялти арçынсен ушкăнĕ унăн ячĕпе юрă шăрантарни ватăн кăмăлне çемçетрĕ. Сăмах май каласан, залра икĕ ентеш-ветерана курма тÿр килчĕ. 97 çулпа пыракан Петр Тепловпа 101 çула кайнă Ипатий Ильин çулĕсене пăхмасăр тĕл пулăва çитнĕ.
Уява килнисене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламларĕ, ялта пурăнакансем тĕп хулари ентешĕмĕрсем умĕнче пите пĕçертменнине палăртрĕ. Унтан «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн ертÿçин çумĕ Юрий Карпов, ентешлĕхе пуçарса яракан Олег Викторов, ентешлĕхĕн представителĕсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, РФ Патшалăх Думин депутачĕн Леонид Черкесовăн пулăшуçи Августа Уляндина, РФ Патшалăх Канашĕн депутачĕн Анатолий Аксаковăн пулăшуçи Сергей Муравьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алевтина Федорова, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, «Доблесть» организацийĕн ертÿçи Владимир Яковлев, республикăри районсен ентешлĕхĕсен ертÿçисем йышлăн саламларĕç. Ентешлĕхре, районти тĕрлĕ сферăра тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракансем, спортсменсем, активистсем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçрĕç.
Уяв сцени çинчех куракансем кире пуканĕ йăтакан çамрăксен патварлăхне курса савăнчĕç.
Тараватлă Елчĕк халăхĕн кĕреки ĕмĕртен çăкăр-тăварпа кăна мар, юрă-ташă илемĕпе пуян. Елчĕк çĕрĕ эстрада юрăçисемпе мухтанма та пултарать. Пĕр тесен ялтисем те маххă памаççĕ-ха, тепĕр артист аяккинче тăтăр. Акă, Лаш Таяпари Юрий Кашкăра, «Сударушки» ушкăна, Елчĕкри Николай Малышкинпа Анатри Тимешри Вячеслав Захарова, Вăрăмхăвари Елизавета Казначеевăна, Сăрьелĕнчи Зевдет Салахутдинова, районти искусство шкулĕнчи Светлана Карамаликова ертсе пыракан ташăçăсене куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Пысăк сцена ăстисем – Алексей Петров, Алина Варна, Алина Савельева, Валерий Дмитриев, Ольга Кондратьева, Тамара Ишмуратова, Алина Выйгетова, Иван Христофоров, Петрпа Антонина Красновсем, Антонина Лукина, Леонид Захаров, Татьяна Тябукова, Лариса Шаурбина тата ыттисем илемлĕ юрă-кĕвĕ ытамнех илсе çитерчĕç. Калас пулать, районтан тухса сумлă ятсене тивĕçнĕ паллă юрăçсене те кĕтрĕç ентешсем концертра, анчах вĕсем темшĕн-тĕр тĕл пулма ерçеймен.
Чун-чĕрене ăшăлăх кĕртекен хаваслă уява Дмитрий Московский «Эпĕ ял ачи» юрăпа вĕçлерĕ. Ăна Сургутра пурăнакан, Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ Александр Вастулов ăста купăсçă çырнă. Тепĕр çĕнĕ ят!
Праçник чылай вăхăта тăсăлчĕ пулин те инçе çула çывхартса килнисем те, хуларисем те килĕсене саланма васкамарĕç.
– «Пирĕн вăй туслăхра – Елчĕксем», – тесе тепре тĕл пуличчен ăшшăн калаçса уйрăлтăмăр пĕр-пĕрне ĕçре ăнăçу, килте килĕшÿпе юрату сунса. Ялтисем уйрăмах ентешлĕх ертÿçин çумне Юрий Карпова, оргкомитет хастарĕсене тата вĕсене пулăшакансене часах асран тухман чаплă праçник йĕркелесе савăнăçпа телей парнеленĕшĕн тав тума та манмарĕç.
ХАКЛАВ
Николай БАЛТАЕВ, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ:
– Елчĕксем çĕр çинче тар тăкса ĕçлеме ÿркенменнипе кăна мар, искусствăна юратнипе те паллă. Уяв тĕлне шăпах Елчĕксене халалласа «Виçĕ пăхаттир» кÿлепесем ăсталарăм. Унта ентешсен маттурлăхне, ĕçченлĕхне, çирĕп вăй-халлă пулнине палăртрăм.
Юрий ДОБРОХОТОВ, ЧР тава тивĕçлĕ изобретателĕ:
– Хамăн юратнă тăрăхăмпа ĕмĕрех мухтанатăп. Эпĕ вĕрентекен Чăваш ял хуçалăх академийĕнчи студентсем хушшинче Елчĕксене тÿрех уйăрса илме пулать: çивĕч ăслă, спортпа туслă… Çавăн пекех Сергей Алатырев профессорпа унăн ачисем, Надежда Осипова проректор пулăшуçи Елчĕкрен тухнă. Паянхи тĕл пулу, ăшă калаçу пурнăçа ырă сăн кĕртет.
В.КИРИЛЛОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: уяв саманчĕсем.