Аслă Елчĕкри вăтам шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти 8-мĕш профтехучилищĕре слесарь-юсавçă профессине алла илнĕ Николай Катин. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнăскер, унта та хастарлăхпа палăрса тăнă.
1990 çулта çар службинчен таврăнсан тĕп хулари агрегат заводне ĕçе вырнаçнă, анчах ĕçлекенсен йышне чакарнине пула унтан кайма тивнĕ. 1992 çултанпа вăл «РЭУ-3» предприятире слесарь-сантехникра вăй хурать.
Николай Катин тесен ентешсем чылайăшĕ паллаççĕ те пулĕ ăна: юлашки вăхăтра чăваш эстрада артисчĕсемпе пĕрле концертсенче те юрлать вăл.
Николай 1969 çулта çут тĕнчене килнĕ. Тетĕшĕпе икĕ аппăшĕ шăллĕне йăтса кăна çÿренĕ. Нина аппапа Володя тете ултă ача çуратса ÿстернĕ. Чи асли – Валерий – мĕн ачаран спортпа туслăскер, дзюдо енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă, çапах та йывăр чире пула улăпла утăмсем тăвас ĕмĕчĕ вăхăтсăр татăлнă унăн.
Николай Владимирович 1993 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Малиновка ялĕн пикипе – Ольга Андреевнăпа çемье çавăрнă. Вăл – уйрăм пайтаçă. Çемьере икĕ ывăл çитĕннĕ. Кĕçĕнни, Дмитрий, 5 çул каялла ухăран перессипе Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Юрлама та ăста. Ашшĕне те вăлах сцена çине тухма пулăшнă.
Маларах аса илнĕ пекех, халĕ Николай Владимирович репертуарĕнче вунă юрă çеç мар. Ытларах Владимир Рыбкин /Вăрăм Палюк/ юррисене кăмăллать. Куракансем вăл шăрантаракан «Сантехник» юрра уйрăмах килĕштереççĕ, яланах тăвăллăн алă çупса хаклаççĕ. Коля ăна хăех çырнă, кĕвве хываканĕ – Петр Романов. Пушă вăхăтра паян та сăвăсем хайлать.
– Юрă çынна пурăнма, ĕçлеме хавхалантарать, – тет тулли ĕмĕтпе малалла талпăнакан ентешĕмĕр.
Н.Катин слесарь-сантехник ĕçне юратса та тĕплĕ пурнăçласа пынипе те паллă. Тăрăшулăхне нумай Хисеп грамоти те çирĕплетет. Чи сумли – «Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят.
М.ПЕЧКОВА,
ялти вулавăш ертÿçи.