Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вĕрентÿ хастарĕсем

Вĕрентÿ хастарĕсем

Учитель ачасене вĕренÿпе воспитани панипе, тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хатĕрлесе явăçтарнипе çеç çырлахмасть, хăй те куллен çĕннине пĕлес-тĕпчес тĕллевпе шав малалла ăнтăлать.

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти педагогсем ăслăлăх тупăшăвĕсене хутшăнассипе яланах хастар. Час-часах çитĕнÿллĕ тата! Нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ «Малашлăх вĕрентекенĕ» конкурсра çурма финала тухни те пуш сăмах çапни мар.

Учительсен команди – Анфиса Ефимова /математикăпа информатикăна ертсе пыракан/, Евгения Корнилова /вырăс чĕлхипе литератури/, Елена Светопольская /акăлчан чĕлхи/ дистанциллĕ тестсене хутшăнса хăйсен предметне, çул-ÿсĕм психологийĕпе педагогикăна, чĕлхе нормипе калаçу культурине мĕнле пĕлнинче тĕрĕсленнĕ.

Конкурса пĕтĕмпе 30 пин ытла вĕрентекен хутшăннă. Онлайн-тапхăрта 1200 çынран тăракан 400 команда тăрса юлнă. Атăлçи федераци округĕн 50 чи телейлĕ ушкăнĕ йышĕнче Курнавăшсем те пурри – мухтанмалăх!

Пуш уйăхĕн 6-8-мĕшĕсенче Уфа хулинче куçăмлă майпа иртекен çурма финалта та ăнăçу сунатпăр вĕрентÿ ĕçĕн хастарĕсене.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code