Предприяти-организацисен ертÿçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, Депутатсен пухăвĕн, ял тăрăхĕсенчи депутатсен пухăвĕн депутачĕсем тата районăн хисеплĕ çыннисем – ĕç ветеранĕсем хутшăннипе юнкун пулса иртнĕ анлă канашлăва район пуçлăхĕ Ираида Васильева уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин докладпа тухса калаçрĕ, Елчĕк районĕн 2019 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ, кăçал тата малашлăхра пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕ. Канашлу ĕçне пĕтĕмлетме Чăваш Республикин ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Романова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Федерацин налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕ Вячеслав Антонов хутшăнчĕç.
Докладăн тĕп ыйтăвĕнчен пăрăнса малтан тыл ветеранĕсене савăнăçлă лару-тăрура «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медалĕпе чысларĕç. Вĕсем: Елчĕк ялĕнчи Елена Агеева, Нина Егорова, Мария Кондратьева, Мария Шакова. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ачалăхĕ йывăр килнĕ, вăрçă терт-нушине чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ, Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă кашни ветерана наградăланă май нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунчĕ. Май пулнипе усă курса, залри хĕрарăмсене пурне те çывхарса килекен Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе саламларĕ.
…Халăхшăн ĕçлесси, вĕсене хăтлă пурнăçпа тивĕçтересси – район ертÿлĕхĕн тĕп тивĕçĕ. Социаллă экономикăри лару-тăру çирĕп пулни вара тĕллевсене туллин ĕçе кĕртме май парать. 2019 çулта промышленноçпа ял хуçалăх производствине инвестицисем хывасси, ĕç укçи шайĕ, бюджет укçи-тенкипе усă курасси тата пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕпе тухăçлăхĕ палăрмаллах ÿсни малашлăха курса вăй хума хистет мар-и; Отчетлă тапхăрти районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшсен пайĕ 465800 пин тенкĕпе /100,5 процент/ танлашнă. Хамăр районта пухăннă /налуксемпе налуксен шутне кĕмен тÿлевсем/ тупăшсен калăпăшĕ 93500 пин тенкĕпе /2018 çулхинчен 4900 пин тенкĕ ытларах/, каялла тавăрса памалла мар тупăшсем 392 миллион тенкĕпе, районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкак пайĕ 449500 пин тенкĕпе танлашнă. 2018 çулхипе танлаштарсан, тăкаксен калăпăшĕ 77800 пин тенкĕ е 20,9 процент ÿснĕ.
Ял хуçалăх производство аталанăвĕ экономикăн тĕп никĕсĕ пулса тăрать. Иртнĕ çул мĕнпур категорири хуçалăхсенче 2504 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, пĕтĕмĕшле тупăш 113,1 процентпа танлашнă. 2019 çул уй-хир ĕçченĕшĕн уйрăмах тухăçлă çулталăк пулнипе асра юлнă. Пурĕ 72000 тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 32,5 центнерпа танлашнă.
Хуçалăхсенче, 2018 çулхипе танлаштарсан, ĕнесен продуктивлăхĕ 6 процент ÿснĕ – пĕр ĕнерен 6277 килограмм сĕт сунă.
Пĕтĕм категорири хуçалăхсенче пурĕ 14809 пуç, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 10366 пуç мăйракаллă шултăра выльăх шутланнă. Сăвăнакан ĕнесем – 5933 пуç. Ĕне выльăхсен хисепне кирлĕ пек тытса тăма пултарни тивĕçлĕ шайри продукци туса илме май парать. Ĕç укçин шайлашăвĕ те, паллах, мĕн чухлĕ продукци туса илнине, ĕçри тухăçлăха кура йĕркеленет. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи уйăхри вăтам шалу вăтамран 20530 тенкĕпе /2018 çулхинчен 11 процент ÿснĕ/ танлашнă.
Ял хуçалăх организацийĕсем 148300 пин тенкĕлĕх /пурĕ 108 единица/ техника туяннă. Патшалăх пулăшăвĕпе те, федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăрса панă укçа-тенкĕпе, пурĕ 117600 пин тенкĕлĕх усă курнă.
Район экономикине çирĕплетессинче промышленность предприятийĕсем те тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ. Отчетлă тапхăрта вĕсенче 488100 пин тенкĕлĕх /2018 çулхинчен 28,1 процент ытларах/ продукци туса кăларнă. Ку енĕпе уйрăмах «Промсервис», «Елчĕкри сыр пĕçерекен завод», «А-Свет», «Чăвашъенкрахмал», «Елчĕкри çăкăр завочĕ» предприятисем тухăçлă ĕçленĕ. Промышленность предприятийĕсенчи вăтам ĕç укçи 20158 тенкĕ пулнă.
«Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси çинчен» саккун вăя кĕнĕренпе 231 çемьене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе /97 процент/ тивĕçтернĕ.
Тĕп капитала инвестицисем хывасси 306 миллион тенкĕпе танлашнă, 101800 пин тенкĕлĕх 14 инвестици проекчĕ ĕçе кĕнĕ. Пурĕ 21 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Хута кайнă чи курăмлă ĕçсен шутĕнче: «Победа» ОООра 400 пуç ĕне вырнаçакан çĕнĕ вите, Борис Крылов уйрăм предпринимателĕн суту-илÿ çурчĕ, Валерий Смирнов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчи 100 ĕне вырнаçмалăх ĕне вити, Александр Викторов предпринимателĕн выльăх пусса тирпейлемелли цехĕ.
Кăçал харпăр хăй укçи-тенкипе тата кредит шучĕпе 11 инвестици проекчĕ, пурĕ 450 миллион тенкĕлĕх, пурнăçлама палăртнă. Ку чухне 9 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме майсем уçăлмалла.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр тăрса юлнă 31 çынна шута илнĕ. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,53 процентпа танлашать.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Муниципаллă районсен тата хула округĕсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне хавхалантармалли хушма мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн 2018 çулхи кăтартусем тăрăх, инвестицисене явăçтарма тата экономикăна малалла аталантарма 12 миллион тенкĕлĕх, хула округĕсемпе муниципаллă районсем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра мала тухнăшăн 1578 пин тенкĕлĕх грантсене тивĕçни те пысăк награда пекех пулнă. Çак укçа-тенке, тĕпрен илсен, район центрĕнчи урамсенчи çул-йĕре çĕнетме янă.
1773 пин тенкĕлĕх икĕ культура çуртне юсанă. Нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсамалли республика программине пурнăçласа Елчĕк ялĕнчи икĕ çурта 3646 пин тенкĕлĕх çĕнетнĕ.
Патшалăх программипе килĕшÿллĕн 8 çамрăк çемье, 2 тăлăх ача çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Пурăнакан вырăнсене хăтлăх кÿрессипе çирĕплетнĕ тĕллевлĕ проекта хутшăнса Елчĕкри Тĕп лапам çывăхĕнчи кану паркĕнче /11962 пин тенкĕлĕх/, Аслă Елчĕкре /3773 пин тенкĕлĕх/ пысăк ĕçсем пурнăçланă.
Коммуналлă каяшсене пухса тирпейлес тĕлĕшпе çĕнĕ тытăм вăя кĕнĕренпе ял тăрăхĕсенче 142 площадкăра хальлĕхе 26 контейнер вырнаçтарнă. Çак ĕç малалла пырать. Кăçал вырăнти пуçарусен никĕсĕ çинче çирĕпленекен 35 проекта, пурĕ 18169 пин тенкĕлĕх ĕçе кĕртмелле.
Статистика кăтартăвĕсене тĕпе хурсан, кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 15717 çын пурăннине /иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 576 çын сахалрах/ шута илнĕ. Пĕлтĕр 128 ача çуралнине /2018 çулхинчен 57 ача сахалрах/ регистрациленĕ, 332 çын /19 çын сахалрах/ вилнĕ. 48 çĕнĕ çемье /23 тĕслĕх сахалрах/ чăмăртаннă, 31 мăшăр /2 тĕслĕх ытларах/ уйрăлнă – кăтартусем савăнмаллиех мар.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 11 учрежденире – 1681 ача, хушма пĕлÿ паракан организацисенче 1185 ача вĕренет. Унсăр пуçне, районта шкул çулне çитичченхи ачасен 3 вĕренÿ организацийĕ ĕçлет, вĕсем пĕр харăсах 502 шăпăрлана йышăнаççĕ.
Районти 2 шкул /Елчĕк тата Лаш Таяпа/ цифра тата гуманитари профилĕсен вĕренÿ центрĕсем шутланаççĕ. Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен предмет олимпиадисен регионти тапхăрĕнче шкул ачисене явăçтарассипе Елчĕк районĕ 2-мĕш çул çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулни те сумлă. 2019 çулта регион шайĕнчи олимпиадăсене 14 предметпа хутшăннă 46 вĕренекенрен 3-шĕ çĕнтерÿçĕ, 15-шĕ призер пулнă.
Ял ачисене вĕренме, тĕрлĕ енлĕн аталанма условисем туса парасси çине патшалăх тимлĕх уйăрнипе усă курса иртнĕ çул Елчĕкри искусство, ачасемпе çамрăксен спорт шулĕсенче, Аслă Елчĕкри шкулта пысăк юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Таяпа Энтри тата Вырăскасси ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем хута кайнă, Елчĕкри тĕп больницăн сиплев корпусĕсене юсанă тата ытти ĕçсене те чылай тунă.
Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕрне тата ăнăçлăрах, тухăçлăрах йĕркелес тĕллевпе район ертÿлĕхĕ кăçал хăй умне тата çирĕпрех тĕллевсем илет. Вĕсем вара пурте малашне тата хăтлăрах пурнăçпа пурăнма условисем туса парассипе çыхăннă.
ХАКЛАВ
Петр КРАСНОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ:
– Ял хуçалăх производствине тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыракан Елчĕк районĕнче экономика кăтартăвĕсем ÿссе пынине куратпăр. Кăнтăр тăрăхри 6 районпа танлаштарсан, 5 çулхи тапхăрта пĕтĕмпе туса илекен тупăшсен хисепĕ 122 процент ÿснĕ, пĕр çын пуçне шутласан ку виçе хальхи вăхăтра 5740 тенкĕпе танлашать. Кунта тупăшсен хисепне ÿстермелли майсем çителĕклĕ, апла пулсан, çитес çула пĕр çын пуçне шутлакан тупăш пайĕ 6000 тенкĕрен иртес шанăç пур.
Вячеслав АНТОНОВ, Федерацин налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕ:
– Елчĕк районĕ тĕрлĕ шайри налуксене пуçтарассипе юлашки 3 çулта уйрăмах лайăх ĕçлеме пултарнине палăртатпăр. Иртнĕ çул, виçĕм çулхипе танлаштарсан, налуксене пухасси 116 процент ÿснĕ.
Районти предприяти-организацисенче ĕç укçипе вăхăтра татăлассине тата ăна «конвертпа» парассинчен асăрханас тĕллевпе ĕçлекен ятарлă комисси туса хунă.
Светлана АРХИПОВА.