Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Тамăкра

Тăрăм ялĕнчи Г.Енедеровăн ашшĕ граждан вăрçинче пуçне хунă. Киварки /ялта çапла чĕннĕ/ çемьере пĕр ача çеç пулнă. 1928 çулта амăшĕпе иккĕшĕ тăван-хурăнташ, ял-йыш пулăшнипе тĕп килтен уйрăлса тухса çурт лартнă. Арçын ача мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса, вĕренсе ÿснĕ.

Çитĕнсе çитсен çамрăк каччă Мускава ĕçлеме тухса каять, Останкинăри 9-мĕш çăкăр заводĕнче грузчикра вăй хурать. 1940 çулта хулари Дзержинск районĕн çар комиссариатĕнчен çара кайма повестка илет.

Малтанах Каунас /Литва/ хулинче 8 уйăх сапер ĕçне вĕренет, ун хыççăн Шаки хулинче саперсен 190-мĕш полкĕнче хĕсметре тăнă. Чикĕрен 15 çухрăмра çеç.

/Малалла Георгий Федорович хăй каласа хăварнине çыратăп. Тÿрлетнĕ е ăнлантарса панисем пур. -Авт./

«Пирĕн саперсен уйрăм батальонĕ УР /укрепрайон. -Авт./ тунă çĕрте ĕçлерĕ. Чул ватса, алăпа çĕр чавса фундаментсене ятăмăр /тупăсене пытарса лартма ДОТсем тунă.-Авт./. 2 сменăпа ĕçлеттĕмĕр. Пирĕнсĕр пуçне тата рабочи батальонсене /стройбатальон. -Авт./ илсе килчĕç. Июнĕн 22-мĕшĕнче, çĕрле, ĕçрен килтĕмĕр те апат çирĕмĕр, çурçĕр иртсен 2 сехетре çывăрма выртрăмăр.

– Тревога! В ружье! – командăна илтсе сиксе тăтăмăр. Йĕри-тавра снаряд, пуля шăхăрать. Минтер айне парадра тăхăнмалли тумтире хунăччĕ. Вĕсене илмесĕрех тухса чупнă казармăран. Штабри документсене машина çине тиесе ăсатрăмăр та окопсем чаватпăр. Пирĕн, саперсен, винтовкăсем çеç. Пире хирĕç нимĕç танкĕсем килеççĕ. Каялла чакма команда пачĕç. Вăрмана кĕрсе кайрăмăр. ДОТсем, окоп-траншея чавни ахалех пулчĕ. Çыхăну çук. Арăш-пирĕш арпашăнса кайнипе хамăрăннисемех пĕр-пĕрне переççĕ. Талăк хушшинче утса-чупса 80 çухрăм кайрăмăр.

Каунас хули хĕрринчи юхан шыв урлă пире кĕпер тума хушрĕç. Пирĕн батальон командирĕ, подполковник, хулана кайнă пулнă. Çемйине хĕвел тухăçнелле ăсатасшăн пулнă, тен. Каялла килнĕ чухне вилет. Ун вырăнне урăх полковник ертсе пыма пуçларĕ. Нимĕçсем çывхарса çитеспе вăл приказ пачĕ:

– Кĕпер туса тăмастпăр. Носилкăсем, сулăсем тăвăр! – терĕ. Вĕсем çине кутамккасене, кĕреçесене, шинельсене, винтовкăсене хутăмăр. Эпĕ ишме пĕлместĕп.

– Сана путса вилме памастпăр, – теççĕ юлташсем. Сулăран тытса ишсе каçрăм. Пирĕн çарсем курăнмаççĕ. Шыв урлă каçсан сăрт çине улăхатпăр. Йĕри-тавра нимĕçсем. Шăрăх. Шыв та ĕçейместпĕр. Вăрмана кĕрсе кайса сапаланса пĕтрĕмĕр. Нимĕç пехоти хыçалтанах пырать. Эпир, 3-4 салтак, вăрмантан тухсан ыраш пуссине кĕрсе кайрăмăр. Нимĕçсем асфальт çулпа машинăсемпе пиртен мала тухнă. Переççĕ, пĕшкĕне-пĕшкĕне чупатăп. Ыраш пуссинче пире шыраççĕ. Мана асăрхамасăр иртсе каяççĕ пуль тесе хускалмасăр, хăяккăн выртатăп. Анчах нимĕç салтакĕ мана курчĕ, хыçалтан пырса урипе тапрĕ. Яш! сиксе тăрса винтовкăна ярса илтĕм. Патронсем çукчĕ. Нимĕç хăйĕн винтовкипе манăн винтовкăна çапса ывăтса ячĕ.

Батальонĕпех лекнĕ эпир. Пĕр тĕле тăратса шинельсене, ботинкăсене пухса илчĕç. Аялти кĕпепе, шăлаварпа юлтăмăр. Хамăр тыткăна лекнине ăнланса илтĕмĕр /июль пуçламăшĕнче. -Авт./. Стройпа тăратса илсе кайрĕç. Пиншер-пиншер çын. Каç пулчĕ, ир пулчĕ. Выçă. Тата тепĕр кунне 100 грамм çăкăр пачĕç. Тепĕр суткаран виçĕ çĕр улмипе çырлахрăмăр. Лагере илсе çитерчĕç /Каунас çывăхĕнчи «Ковно» концлагерь. -Авт./. Кунта темиçе пин çын пуçтарнă. Кĕр енне кайсан выçăпа тата шăнса чирлесе çынсем виле пуçларĕç. Пире урана тăхăнма йывăçран чавса тунă колодкăсем пачĕç. Октябрь уйăхĕнче самаях сивĕтрĕ. Кашни кун çумăр çăвать. Ниçта та кăлармаççĕ. Йĕри-тавра йĕплĕ пралук, хуралçăсем. Хамăра валли, 3-4 çын выртмалăх, шăтăксем чаврăмăр. Шăтăкра çилтен хÿтлĕх пур. Пиртен кайран тыткăна лекнисем шинельсемпе килнĕ. Шинелĕсене сутма пуçларĕç.

– Витĕнсе выртма шинель туянар, – тетĕп юлташсене. Шинель хакĕ 10 паек – пĕр килограмм. 10 кун çăкăр çимерĕм. Шинеле йĕплĕ пралук карнă сетка витĕр илмелле.

– Эпĕ çăкăр паратăп, эсир шинеле туртса илĕр, – терĕм.

Çăкăра патăм-ха, юлташсем шинеле туртса илеймерĕç. Çăкăр та çук, шинель те çук.

Хăшĕ-пĕрисем ухмахланса, тискерленсе кайса çын какайне те çиме пуçланă. Фашистсем вилнĕ çынсене вăрман хĕрринче бульдозерпа чавнă шăтăксене пăрахса бульдозерпах хуплаççĕ.

Çывăхра вырнаçнă завода шыв пăрăхĕсем хума траншея чавма илсе тухрĕç. Вăйĕ пĕтнĕ çын йăванса каять – персе вĕлереççĕ. Пĕр кунхине 50 çынна чĕнсе кăларчĕç стройран. Манăн номер /4042/ те тухрĕ. Поезд çине лартса хĕвел анăçнелле илсе кайрĕç. Ирхине нимĕç офицерĕ кĕтсе илчĕ. Тăватă çухрăм çуран утрăмăр. Офицерпа тăватă салтак сыхласа пыраççĕ. Лагере çитрĕмĕр. Кунта вырăссем мар иккен. Французсем. Вĕсем пире лайăх кĕтсе илчĕç. Мунча хутса çăвăнтарчĕç, сухалсене хыртăмăр. Пирĕн хамăрăн çăвăнма та вăй юлман. Французсемех пире ăшă кĕпе-тумтир пачĕç. Пĕр фляга апат илсе килчĕç – çитмерĕ. Тата çур фляга илсе килсен çитрĕ.

Хĕл ларсан казармăна илсе кĕчĕç. Утиял, минтер те пур вырăн çинче. Тăтăшах çĕр чаватпăр. Тыткăна лекнĕ пирĕн салтаксене тата 2 пин çын илсе килчĕç. Пире, совет салтакĕсене, уйрăм апат пĕçерме тытăнчĕç.

Икĕ уйăхран татах 50 çынна суйласа «Олендорф» лагере куçарчĕç, çав шутра мана та. /Олендорф ятлă хула Германире иккĕ. Пĕри Çурçĕр Рейн, тепри Шлезвинг-Гольштейн тăрăхĕнче. Хăшĕнче пулнă, Георгий Федорович пĕлмен те пуль.-Авт./

Çак лагерьте тыткăна лекнĕ 10 пин салтак пулнă. Кăшман шÿрпи, 100 гр çăкăр /йывăç сăсăлĕпе хутăштарнăскер/ паратчĕç. Кашни кун çĕр чаваттăмăр. Тата ытти йывăр ĕçсене те ĕçлеттернĕ. 2 çул мĕнле чăтнă-ши? Выçăпа аптăраса вăйран кайсан, ĕçлейменшĕн, саламатпа хĕнетчĕç. Пĕр кунхине столовăйне улма шуратма ячĕç. Шуратнă май пĕр çăвар кăна çыртма пуçланăччĕ улмана – ĕлкĕреймерĕм, хуралçă патакпа çапрĕ. Тапса, çапса урама кăларса ывăтрĕ.

– Паян апат ан парăр! – тесе хушса хăварчĕ.

Кунĕпе выçă çÿрерĕм. Службăра чухне эпĕ 90 кг тайнă, лагерьте 40 кг çити чакрăм.

Питĕ нумай çын вилчĕ. Уйрăмах ватăраххисем. Вилес патне çитнисене тепĕр лагере куçарчĕç. /Унта вĕсене мĕнле шăпа кĕтнине тавçăрма пулать: чĕрĕ çын çинче тĕрлĕрен опытсем, газ камери, крематори. -Авт./.

Вилеттĕмччĕ пуль – темле майпа мана медсанчаçе вырттарчĕç. Унта çăкăр 200 гр паратчĕç. Икĕ эрне выртсан кăштах вăй илтĕм.

1944 çулта, çулла, татах поезд çине лартса илсе кайрĕç. Каç енне пĕр ял хĕрринчи лагере çитрĕмĕр. Унта пирĕн салтаксемех. Тепĕр кунне мана конвоир пĕр хуçа патне илсе кайрĕ. Кил хуçин ывăлĕ вăрçăра, Сталинград патĕнче вилнĕ. Виçĕ хĕрĕ хăйсен хуçалăхĕнче ĕçлетчĕç. Тинех çын çимелли апат çисе куртăм. Çитнĕ кунхинех çĕр улми хирне шăйăрма илсе кайрĕ. Килĕнче выльăх-чĕрлĕх нумай. /Ялта мĕн вăхăт ĕçленине Киварки тете каласа хăварман. Сахалтан та 9-10 уйăх ĕçленĕ пулĕ. -Авт./.

Сас-хура тухрĕ – фашистсене американсем вирлĕ хĕссе хăвалаççĕ. Ял çыннисем хăйсен япалисене çĕр айне чавса пытарма тытăнчĕç.

Хуçа мана хăй патне юлма ÿкĕтлет.

– Килте анне кĕтет. Вăл мана пĕччен пăхса ÿстернĕ, – тетĕп.

Пĕр ирхине конвойпа лагере илсе кайрĕç. Ман пеккисене тата нумай пуçтарнă.

Пăхатпăр – сăртран машинăсем анаççĕ. Хуралçăсем пире питĕрсе хучĕç. Алăксем икĕ хутлă. Хăйсем американсем çитиччен тухса тарнă.

– Эсир камсем? – ыйтаççĕ вĕсем.

– Вырăссем! – тесе хирĕç кăшкăратпăр.

Алăксене çĕмĕрсе пире ирĕке кăларчĕç те машинăсем çине лартса урăх лагере илсе çитерчĕç. Тинех пĕр хăрамасăр çывăратпăр, канатпăр. Лайăх апатлантараççĕ.

Пире, тыткăнра пулнисене, пĕрле пуçтарса Союза илсе килчĕç. Вара эпĕ Украинăра 8 уйăх службăра пултăм.1946 çулта яла таврăнтăм. Пенсие тухичченех тăван колхозра ĕçленĕ».

Автортан: Георгий Федорович Енедеров 1921 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Тăрăм ялĕнче çуралнă. «Вперед», «Правда» колхозсенче алă пăчăкипе хăма çурнă, скотникра тата чăх-чĕп фермин заведующийĕнче ĕçленĕ. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Хисеплĕ колхозник» ята тивĕçнĕ. Киварки тетене питĕ лайăх астăватăп. Хăй ĕмĕрĕнче кама та пулин кÿрентерсе курнă-ши вăл; Йăваш кăмăллă, ĕçчен çынччĕ. 2008 çулта çĕр çинчи тамăка тÿснĕ çын пиртен уйрăлса кайрĕ. Унăн ятне ĕмĕр асăнмалла пултăр.

А.СОРОКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code