Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансенчен чылайăшĕ мĕн ĕлĕкренех спортпа туслă. Тĕрлĕ кăтартусем тăрăх, иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенчех районти хăш-пĕр ялсенче çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе ярăнассипе, волейболла, футболла, лапталла выляссипе пысăках мар ушкăнсем йĕркеленнĕ. Патреккелте вара пултаруллă комсомолецсем пуçарнипе тата ертсе пынипе вăтăрмĕш çулсенчех планеристсен кружокĕ ăнăçлă ĕçленĕ.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçичченех республикипех палăрнă спортсменсем те пулнă. Акă, Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ Родион Виноградов хăйĕн вăйĕпе тата паттăрлăхĕпе нумайăшне тĕлĕнтернĕ. Вăл ирĕклĕ майпа кĕрешсе республикăри ăмăртусенче пĕрре кăна мар малти вырăна тухнă. Ĕнелти Василий Игнатьев та, чупас енĕпе Олимп вăййин призерне çити çĕкленнĕ Ардалионăн ашшĕ, салтакра чухне кĕске тата вăтам дистанцисенче дивизи чемпионĕ пулнă. Яла таврăнсан вăл Елчĕк вăтам шкулĕнче вĕренекен Нестер Степановăн юратнă тренерĕ пулса тăнă. Кĕçех пĕчĕкренех спорта юратнă Нестер республикăри ăмăртусене хутшăнса призлă вырăнсем çĕнсе илнĕ. Кайран хăй, вăрçăран таврăнсан, Чăваш Енĕн пулас чемпионĕсене Серафимпа Александр Григорьевсене, Николай Малькова, Адольф Зайцева, Ардалион Игнатьева çăмăл атлетикăна алла илме тата курăмлă кăтартусем тума пулăшнă.
Халĕ пирĕн район спортсменĕсем, чăннипе илсен, республика командисене тĕрев парса пыраççĕ. Район, территорипе те, халăх йышĕпе те пысăккисен шутĕнче пулмасан та, яллă вырăнсенчи разрядниксемпе чемпионсем енĕпе чи малтисен ретĕнче. Олимп вăййисен призерĕсемпе — Ардалион Игнатьевпа, Владимир Андреевпа тивĕçлипе мухтанатпăр та, мăнкăмăлланатпăр та эпир.
Тỹрех палăртăпăр, хальхи саманара кĕнеке кăларасси никамшăн та çăмăл мар. Геройсене тупса палăртас ĕç те, мĕн çырнине пичетлесси те сахал мар укçа-тенкĕпе çыхăннă.
Апла пулин те хамăрăн паллă ентеш, Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт отличникĕ Петр Сидоров, унччен те темиçе кĕнеке кăларнăскер, çак йывăрлăха çĕнтерме, района «Спорт: события и судьбы» ятпа чăн-чăн энциклопеди парнелеме вăй тата тỹсĕмлĕхпе пултарулăх çитерчĕ. Чăннипе, унăн пĕтĕм тиражĕ тухса та ĕлкĕреймен-ха. Апла пулин те çĕнĕ кĕнекене хакласси çинчен илтсенех районти библиотекăна кăшăлах вун-вун çын пуçтарăнма ĕлкĕрчĕ. Çав кунах «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн вунă çуллăхĕ пулнипе васкама тиврĕ пулсан та кĕнекен малтанхи экземплярĕсене вун-вун вулавçă алла тытма, унти хăш-пĕр материала вуласа хаклама ĕлкĕрчĕ. Аслă Елчĕкри Г.Н. Волков ячĕллĕ шкул директорĕ, хăй те темиçе кĕнеке авторĕ Николай Малышкин, спорт ветеранĕ Николай Виноградов, район хаçатĕнче, нумай çул редакторта тăрăшнă Иван Иноходов, спортăн тĕрлĕ енĕпе республика чемпионĕ Виталий Орехов тата ыттисем те кĕнеке авторĕ Петр Сидоров хитре те курăмлă спорт энциклопедийĕ пухса тата çине тăрса кăларса питех те пархатарлă, улăпла ĕç тунине палăртрĕç. Пурте тенĕ пекех кĕнеке авторне те, физкультурăпа спорт ветеранĕсемпе пичет ĕçченĕсене те районăн палăрнă спортсменĕсене тупса палăртас, çывăх çулсенчех вĕсен ячĕсене кĕртсе çĕнĕ кĕнеке хатĕрлес енĕпе ĕçлемелли пирки калаçса татăлчĕç. Мĕншĕн тесен, Елчĕк тăрăхĕнче паян та пысăк шанчăк кỹрекен çамрăк физкультурниксемпе спорта юратакансен йышĕ пысăк. Халь тухнă питех те паха, пысăкран та пысăк пĕлтерĕшлĕ энциклопеди малашлăха йыхăракан тата çул хывакан çăлтăр пек çуталса тăрать. «Маттур, Петр Петрович! Эсир çичĕ теçетке урлă каçрăр пулсан та, çамрăксемпе пĕр тан ĕçлетĕр тата спорта аталантарма пулăшатăр!» — тесе пĕтĕмлетрĕç кĕнекене хаклама хутшăннă тата пĕрремĕш вулаканĕсем.
Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ветеранĕ.