— Мана кире пуканĕ йăтма Анатолий Кондратьев вĕрентнĕ, — тенĕччĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ (маларах председатель пулнă) Юрий Алексеевич Попов Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче хăйĕн призĕсемшĕн тупăшу пынă вăхăтра. — Пысăк тав ăна мана Раççей спорт мастерĕ таран ỹсме пулăшнăшăн!
— Ара, эпĕ ăна кăна мар, вун-вун çамрăка спортăн анлă çулĕ çине тăма хавхалантарнă, — кăмăллăн пĕлтерет Анатолий Николаевич. — Чăваш Республикин чемпионĕсем пулса тăнă Дмитрий Самсонов, Ксения Тунгулова, Наташа Абдулкина, Василий Кириллов мастер кандидачĕ тата ыттисем те.
Тĕрĕссипе каласан, ачасене вăй виçме ним çукран тенĕ пек пуçлама тивнĕ. Шкул директорне спорт япалисем туянма е мĕнпе те пулин ылмаштарса илме ун пек никам та аптăратман пулĕ. Çапла майпа тĕрлĕ йывăрăшлĕ кире пуканĕсем вăтăра та çитнĕ. Вĕсене туянма Ю.А.Попов пулăшнă.
— Лаш Таяпасен хоккей команди те республикипех палăрнă марччĕ-и çав çулсенче?
— Вăл та çук çĕртенех чĕрĕлсе тăрса çирĕп ура çине тăнăччĕ, — каласа парать паян çичĕ теçеткене кармашакан ĕç ветеранĕ. — Чупма, ярăнма юратакансенчен команда пуçтартăмăр та хăнăху пуçланчĕ. Урисенче — кам мĕнле тупма пултарнă конькисем, аллисенче — пиçĕ хăваран майлаштарса тунă клюшкăсемччĕ.
Ялти кỹлĕсенче пăр çинче выляттарнă ачасене. Унта вăй виçекенсен юлташĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те кĕпĕрех пухăнатчĕ. Вĕсем алă çупни, шайба çапса кĕртсен «Гол!» тесе кăшкăрни çамрăк хоккеистсене «урса кайса» чупма, шайбăна пĕтĕм вăйран хăвалама хистесе тăратчĕ. Паян юмах пек туйăнать, анчах 1974 çулта шкул команди республика чемпионĕ, Юрий Воронин «Чи лайăх хапхаçă» ятсене çĕнсе илчĕç. Çакăн хыççăн пирĕн хапхаçă «Артекра» канма тивĕçрĕ.
Анатолий Кондратьев вăл вăхăтра «Слава» колхозри комсомол комитечĕн секретарĕ те, шкулта çур ĕç укçипе физкультура вĕрентекенĕ те пулнăран ăнăçу хăйпе хăй тенĕн пулса пынă-ши? Йывăр атлетсемпе хоккеистсем лайăх кăтартусем тунăран пулас, ăна ăçта пырсан та, мĕнле пулăшу ыйтсан та — никам та хирĕçлеймен. «Чăн та, транспорт ыйтăвĕ питĕ çивĕччĕ. Апла пулин те лармалли сакăсем вырнаçтарнă уçă грузовикпе (зонăри ăмăртусене Канаша çитиех те кайнă) çỹресен те çамрăк спортсменсем «Йывăр!» е «Каяймастăп!» тесе каламан. Мухтав Турра, хăшĕ те пулин шăнса чирленине астумастăп», — хушса хучĕ каярахпа темиçе тĕрлĕ яваплă ĕçре те пулнă паянхи кунчченех «спорт чирĕнчен» хăтăлайман самаях çуллă çын.
Толя тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн Саратов облаçĕнчи ПТУра вĕренсе тракторист-машинист правине илсен, Курган облаçĕнчи «Аскар» колхозра механизаторта ĕçленĕ. Унтан çарта, çамрăк авиаспециалистсен шкулĕнчен пиллĕкпе кăна вĕренсе тухсан (малтан кĕçĕн сержант, унтан сержант званийĕ илнĕскер) авиамеханик таран ỹснĕ.
Яла таврăнсан темиçе уйăх машинăпа сĕт турттарнă та, Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухса, тăван шкулне физкультура учителĕ пулса таврăннă. Часах хăйĕн тĕнче курăмĕ анлăланса пынăран, куçăмсăр майпа малалла та вĕреннĕрен тата яваплă ĕçне асăрхакансем йышлă пулнăран, карьера картлашкипе çỹлерех те çỹлерех çĕкленнĕ. Колхозри профсоюз комитетне те чылай çул ертсе пынă, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те пулнă. «Уçăмлăхăн пуçламăш тапхăрĕнче халăх ял администрацийĕпе ертсе пыма пилĕк кандидатран маншăн ытларах сасăласа суйласа илни халĕ те манăнмасть», — кăштах мăнкăмăллăх та палăрчĕ Анатолий Николаевич сассинче.
Ял канашĕнче те, профкомра та ял хуçалăх производствин ĕçне, колхозниксен ĕç условийĕсене лайăхлатасси тĕп вырăнта пулнă. Шăпах çав çулсенче, ялта пурăнакансем хĕлле те ĕçсĕр ан ларччăр тесе, Лаш Таяпапа Шăмалак ялĕсенче Мускаври тата Шупашкарти предприятисен филиалĕсене уçма май килнĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе механизаторсем тухăçлă ĕçлеме пултарччăр тесе мĕн кирлине пурне те тунă. Ĕçе механизацилес тĕллевпе вĕçĕмсĕрех çĕнĕ оборудовани туяннă. Ку вăхăтра колхоз-миллионер пулни, унăн тупăшĕ çулран-çул ỹссе пыни чылай ыйтăва çăмăллăнах татса пама май панă. Кашни бригадăри (вĕсем улттă таранах пулнă) фермăра тата мехпаркра профилактика пỹлĕмĕсем, ĕç хыççăн çăвăнса тасалма душ-ваннăй, сауна таранах пулнă. Ăмăртура мала тухакансене тивĕçлипе чысланă. Çулсерен çĕре яхăн колхозник санаторисемпе кану çурчĕсенче пулса сывлăхне çирĕплетнĕ, турист путевкисемпе çĕршывра е чикĕ леш енче пулса, тĕнче курса çỹренĕ.
— Питĕ шел, çав вăхăтсем асăмра кăна, — пăшăрханса та илчĕ Анатолий Николаевич. — Фермăсенчи кану пỹлĕмĕсемпе ванна-душсем Яманчỹрелпе Шăмалакра кăна тăрса юлнă. Юрать-ха, пăтравлă самана хыçа юлса пырать. Раççей майĕпен çĕнелỹпе ỹсĕм çулĕ çине тăни шанчăк çуратать, ыррине ĕненме чĕнет.
А.АРТЕМЬЕВ.
Сăн ỹкерчĕкре: Анатолий Кондратьев тата ялти кире пуканĕ йăтакансем республика Пуçлăхĕпе М.В.Игнатьевпа тата кире спорчĕн Раççей мастерĕпе — хăйсен ентешĕпе Ю.А.Поповпа пĕрле.