Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕрсен арçынсем пĕрин хыççăн тепри фронта тухса кайнă. Энтепе, Çĕнĕ тата Кивĕ Арланкасси ялĕсенчен 267 çын вăрçа хутшăннă, вĕсенчен 147-шĕ каялла таврăнайман. Пĕтĕм ĕçе яла юлнă хĕрарăмсемпе ватăсен, ачасен тумалла пулнă. Вăрçă йывăрлăхĕ шкулсене те пырса çитнĕ.
Историрен çакă паллă. Энтепе шкулĕ 1895-мĕш çулта уçăлнă, 1935-мĕш çултан 7 çул вĕренмелли шкул пулса тăнă. Вăл Энтепе тата Çĕнĕ Арланкасси ялĕсем хушшине вырнаçнă. Шкула Кивĕ Арланкасси ачисем те çÿренĕ. Аслă классем чиркÿ пулнă икĕ хутлă çуртра вĕреннĕ. Кĕçĕн классем уйрăм ларакан çуртсене вырнаçнă. 1941-мĕш çулта вĕренÿ çулне 182 ача партăсем хушшине ларнă, вĕсен йышĕнче эвакуаципе килнисем те пулнă. 1942-1943-мĕш вĕренÿ çулĕнче 208 ача, 1943-1944-мĕш вĕренÿ çулĕнче 201 ача, 1944-1945-мĕш вĕренÿ çулĕнче 185 ача вĕреннĕ. Асăннă тапхăрта пурĕ 65 ача пăрахнă. Мĕнле сăлтавсене пула-ши? Аслисем колхозри ĕçсене хăйсен вăйĕсемпех тума тăрăшнă пулин те тыр-пул пуçтарса илнĕ вăхăтра аслăрах классенче вĕренекенсем уроксене нумай вăхăт сиктернĕ. Кивĕ Арланкассинчи ачасене уйрăмах йывăр пулнă. Хĕллехи сивĕ, çил-тăманлă кунсенче вĕсем уроксенчен час-часах юлнă. Çуркуннехи шыв-шурлă вăхăт та чăрмавлă пулнă. Çи-пуç япăх тата çителĕксĕр пулни те ура хунă. Çитĕнсе çитнисем иртен пуçласа каçченех уй-хирте, фермăра ĕçленине пула кĕçĕннисене пăхма вара аслăраххисене, вĕренекенсене, хăварнă. 1942-мĕш çулхи майăн 8-мĕшĕнче Чăваш АССР Халăх Комиссариачĕн Совечĕн Йышăнăвĕ тухнă. Унта сăлтавсăр шкулта вĕренме пăрахнă ачасене пурне те шкула тавăрма каланă, вĕренÿ вăхăтĕнче вĕсене хуçалăх ĕçĕсене явăçтарма юраманни çинчен пĕлтернĕ, шкула таврăннă ачасене вĕренме çителĕклĕ условисем туса пама хушнă. Çав Йышăнурах вĕренÿ çулне 1942-мĕш çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен тăсасси пирки пĕлтернĕ. Учительсен коллективĕ, колхоз правленийĕ вĕренме условисем йĕркелес тĕллевпе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттернĕ. Çакă вара тÿрех палăрнă. 1942-43-мĕш вĕренÿ çулĕнчен пуçласа кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен нихăшĕ те вĕренме пăрахман. Ку тĕлĕшпе М.Горький ячĕпе хисепленекен колхоз правленийĕ те пысăк пулăшу панă. Вĕренÿ çулĕн 1-мĕш çурринче шкулта вĕренекен 2 ачана кĕрĕк, 3 ачана кĕпе, 6 çемьене 48-шар кг çăнăх, 8 çемьене аванс шучĕпе 48-шар кг тырă, 8 ачана колхоз шучĕпе тумтирсем илсе панă. Пулăшу çулсерен, вăрçă пынă пулсан та, пысăклансах пынă, ачасен кун-çулне кăштах та пулин çăмăллатас, савăклантарас тесе нумай вăй хума тивнĕ. «Вăрçă ĕмĕре мар, ачасенче вара çĕршывăн пуласлăхĕ» – çак тĕллев пурне те пĕрлештернĕ. Вĕренекенсен ашшĕсем, пиччĕшĕсем, тăванĕсем вăрçă хирĕнче çапăçнă. Час-часах яла почтальонка «хура çырусем» илсе килнĕ. Хуйхă пур тăвана, пĕтĕм ял-йыша пĕрлештернĕ, пĕрин çухатăвĕ ял-йыш çухатăвĕ пулнă. Вăрçăн малтанхи çулĕнчех арçын учительсем фронта тухса кайнă: А.К.Кудряшов, Д.Н.Казаков, Н.А.Александров, Г.П.Петров, Л.А.Иголкин. Республикăри шкулсенче учительсем маларах та çитмен пулнă-ха, халĕ вара çакă уйрăмах сисĕннĕ. 1944-1945-мĕш вĕренÿ çулĕнче ачасене шкулта 7 çултан пуçласа вĕрентме тытăннă. Республикăра 449 шкулта 1-мĕш классем уçăлнă, ĕçлеме кĕçĕн класс учителĕсем нумайрах кирлĕ. Педагогика училищисем çумĕнче 7 уйăх вĕренмелли учительсен курсĕсем уçăлнă. Курссенче республикипе 240 çын, куçăмсăр майпа 650 çын вĕреннĕ. 1941-1942 вĕренÿ çулĕсенче шкулта тулли мар аслă пĕлÿ илнĕ директор А.К.Кудряшов, аслă пĕлÿ илнĕ Н.П.Павлова, ятарлă пĕлÿ илнĕ М.Н.Николаева, А.А.Ищукова, Е.К.Волкова, А.М.Макарова, Л.Н.Казначеева, Д.Н.Казаков, Н.А. Александров учительсем ĕçленĕ.
Вăрçă пуçлансан пĕрремĕш уйăхсенчех çĕршыва хÿтĕлемелли фонд тăвас ĕç пуçланнă. Унта укçа-тенкĕ, облигаци займĕсем, хаклă металран тунă япаласем тата ыттисене пуçтарнă. Кашни рабочи, служащи, колхозник ĕç кунĕсене вăрăмлатнă, ĕç укçин пĕр пайне çак фонда куçарнă, час-часах субботниксем ирттернĕ. 1941-мĕш çулхи августăн 17 тата сентябрĕн 7-мĕшĕсенче çĕршывĕпех комсомолецсемпе çамрăксен субботникĕсем иртнĕ. Çак сăваплă ĕçе вĕренекенсем те пысăк хастарлăхпа хутшăннă. Ачасен пысăк пайĕ колхоз уйĕсенче ĕçленĕ, тыр-пула, çĕр улмине, кăшмана, утта вăхăтра пуçтарса кĕртме пулăшнă. Кашниех пухса илнĕ тыр-пул фронт валли, тăшманпа çапăçма кирлине пĕлсе тăнă, çак каларăша мала хунă: «Паянхи тырă – фронт валли пуля, снаряд!» Ĕçлесе илнĕ ĕç кунĕсене /колхозниксен ĕçне, унăн йывăрлăхне, вăхăтне шута илсе шутласа пынă, çулталăк вĕçленсен ĕç кунĕсен шучĕпе тырă, пахча çимĕç, улăм, укçа панă/ оборона фондне куçарса панă.
Сентябрĕн 7-мĕшĕнче республикăри яш-кĕрĕм çак фонда 75680 тенкĕ, 71545 ĕç кунĕ куçарнă, çакăнта Энтепери ачасен те тÿпи пур. 1941 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарти çĕвĕ фабрикин коллективĕ фронта валли ăшă тумтир пуçтарма чĕнсе каланă. Ялсенче, шкулсенче çăм атăсем, чăлхасем, алсишсем, табак енчĕкĕсем пуçтарма пуçланă. Ачасем те çак ĕçре хастар пулнă. Çав çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче тухнă «Красная Чувашия» хаçат çак пуçарура Елчĕк районĕ республикăра малти пулни çинчен çырнă. Документсем тăрăх çакă паллă: вĕрентекенсем фонда валли 6 кĕрĕк, 12 мăшăр алсиш, 5 ăшă кĕпе, 18 алшăлли, 4 кг ытла çăм панă. Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Октябрь районĕнчи «Большевик» промартельте ĕçлекен çамрăксем республикăри яш-кĕрĕме «Комсомол Чувашии» бронепоезд тума укçа-тенкĕ пуçтарма чĕнсе каланă. Чĕнÿ хăвăрт сарăлса пынă. Декабрь уйăхĕнче шкул ачисем 106 тенкĕ, учительсем 386 тенкĕ укçа хывнă, районта – 39000 тенкĕ, республикипе – 974910 тенкĕ, 2 уйăх хушшинче 1,2 млн тенкĕ пуçтарăннă, укçи вара 2 бронепоезд туса кăларса фронта ăсатма та çитнĕ. 1942 çулхи мартăн 19-мĕшĕнче Етĕрне хулинче вĕренекенсем çапла çырнă: «Лайăх вĕренесси – вăрçă вăхăтĕнчи закон. Пирĕн тĕп тăшман – фашизм. Çĕнтерĕве çывăхлатма пурне те тăватпăр!». Вĕсем республикăри вĕренекенсене «Пионер Чувашии» танк тума укçа-тенкĕ пуçтарма йыхравланă. Энтепесем те çак пархатарлă ĕçе хастар хутшăннă. Ачасем 245 тенкĕ укçа хывнă, июлĕн 14-мĕшĕ тĕлне республикипе 239200 тенке çитнĕ. Укçана танк тума панă.
1941-мĕш çулхи декабрьтен пуçласа Хĕрлĕ Çар нимĕç фашисчĕсене Мускав патĕнчен каялла хăвалама пуçланă. Тăшман аллинче пулнă çĕршер хулапа пиншер яла ирĕке кăларнă. Фашистсем чакнă чухне мĕн аркатмаллине аркатнă, çунтармаллине çунтарнă, илсе кайма пултарнине илсе кайнă. Арканнă хуçалăха ура çине тăратмалла, пулăшма пĕтĕм çĕршывĕпех хутшăннă. 1942-мĕш çулхи февральте тăватă бригадăри колхозниксем 2110 кг тырă, 578 тенкĕ укçа, ачасем кĕнекесем пуçтарса ирĕке кăларнă районсене ăсатма панă. 1942 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче Кольцовка колхозĕнче ĕçлекенсем ял çыннисене «Колхозник Чувашии» танк колонни тума укçа пухма чĕннĕ. Чăваш парти обкомĕ йыхрава ырланă. Çак патриотла юхăма учительсемпе вĕренекенсем те хастар хутшăннă. 1942-мĕш çулхине вĕсем 864 тенкĕ, 1943 çулта 1164 тенкĕ пуçтарнă. Вĕрентекенсем ĕç укçин пĕр пайне «Народный учитель» танк колонни тума уйăрнă: 1942 çулта 2412 тенкĕ, 1943 çулта 2340 тенкĕ пуçтарнă. Çак сăваплă ĕçре вĕренекенсен тÿпи те пысăк пулнă. «Колхозник Чувашии» танк колонни валли 2-3 класра вĕренекенсем 92 тенкĕ, «Народный учитель» танк колонни валли 83 тенкĕ панă, 5 класс ачисем танк колонни тума 215 тенкĕ пухнă, 3-мĕш класра вĕренекен Никандр Ложков пĕчченех 40 тенкĕ хывнă. Вĕрентекенсем кашни уйăхрах пĕр кунхи ĕç укçине оборона фондне куçарнă, 1941 çулхи декабрьте пĕр кунта ĕçлесе илнĕ 88 тенке çав фонда хывнă, красноармеецсем валли йĕлтĕрсем илме тата 115 тенкĕ панă. Вăрçă çулĕсенче те, каярах та заем çырăнтарасси анлăн сарăлнă. 1944-1945-мĕш вĕренÿ çулĕнче учительсем хушшинче 8940 тенкĕлĕх заем сарнă. Шкул директорĕ Н.Павлова 1700, К.Алюнова, Л.Иголкин учительсем 1130, 1125 тенкĕлĕх заемсем çырăннă.
Вăрçă çулĕсенче колхозри ĕçсем пĕтĕмпех хĕрарăмсемпе ватăсем çине куçнă. Ачасем те аслисемпе танах хирте вăй хунă. Уйрăмах тыр-пул, çĕрулми, кăшман пухса илнĕ тапхăрта йывăра килнĕ. Çитĕнтернĕ пурлăха пĕр тăкаксăр пухса илмелле, патшалăха памаллине хатĕрлев пункчĕсене илсе çитермелле, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлемелле… Ĕç кунĕ тул çутăлнă-çуталман пуçланнă та сĕм çĕрлеччен тăсăлнă. Аслăрах ачасем ял хуçалăх техникипе тăрмашнă, косилкăсене, жнейкăсене, сÿресене, çава-çурласене юсанă, ватă механизаторсене пур-çук тракторсене, молотилкăсене, плугсемпе вăрлăх сортламалли хатĕрсене юсама пулăшнă.
1944-мĕш çулхи август уйăхĕ. Вырмана тухнă пĕрремĕш кун. Кĕске митинг хыççăн кашниех ĕç вырăнне васкать. Савăнма сăлтав пур – тыр-пул ăнса пулнă, кашни гектартан 13 ц пухса илме пултарнă /кÿршĕ Ворошилов ячĕпе хисепленекен колхозра 16 ц, республикăри вăтам кăтарту – 13 ц/. Вырса çапнă тырра тÿрех патшалăхăн хатĕрлев пункчĕсене лашасемпе леçнĕ. Пĕр пайне сортланă, ампарсене хунă. Çав çулхи çу кунĕсенче ачасемпе вĕрентекенсем 6 пин ĕç кунĕ тума пултарнă. Ĕççи вăхăтĕнче кашни ялтах шкул çулне çитмен ачасем валли вăхăтлăх яслисем ĕçленĕ, нумай чухне апатне çитĕннисем пĕçернĕ пулсан, ача пăхаканнисем ытларах аслă класра вĕренекенсем пулнă. Ачасен пĕр пайĕ кунĕпех ясли çуртĕнче вăхăт ирттернĕ, тепĕр пайĕ килĕсенче пулнă, аслăраххисем вĕсене яслинчен апат илсе килсе çитернĕ.
Хĕллехи кунсенче те ачасене ĕç тупăнса тăнă. 1943-мĕш çулхи январь уйăхĕнче уй-хирсене апатлантарма 2 ц ытла кайăк-кĕшĕк каяшĕ, 1 ц çурă кĕл хатĕрленĕ. Колхозăн 1550 гектар хирĕсемшĕн ку питех те сахал, çапах та кирлĕ пулăшу. Арçын ачасем час-часах конюхсене пулăшнă, лашасене кÿлме вĕрентнĕ.
Ачалăх вĕренÿпе ĕçре пулăшасси çеç мар, ачалăх вăл – вăйă-кулă, хаваслă юрă-кĕвĕ, пĕрле ирттернĕ тĕрлĕ самант. Ача-пăча Совет тата чиркÿ уявĕсене те хутшăннă. Вĕсенче ачасем ял-йыша сăвă-кĕвĕпе савăнтарнă. Пушă вăхăт тупса пытанмалла, куç хуппилле, кĕтесле, хăваламалла, мĕтеçле, мерелле тата ытти те вылянă.
Пирĕн ентешĕмĕре Семен Алексеевич Андреева1944 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Çак хыпар яла çитсен пĕтĕм ял-йыш митинга пухăннă, ентешĕшĕн тавăрма сăмах парса татах та тăрăшарах ĕçлеме шантарнă. Каярахпа шкула ун ятне панă.
Энтепе шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Кун евĕрлĕ ялти шкулсем çĕршывĕпе пиншер пулнă. Вăрçă асапĕ пурне те пĕр шелсĕр пырса çапнă. Вăхăт иртнĕçемĕн пулса-иртни, мĕн курни-тÿсни аякка юлса пырать. Вăрçă ачисем те кунсерен сахалланаççĕ. Иртнине куççуль витĕр аса илсе çапла калаççĕ: «Сирĕн эпир курнине нихăçан та курмалла ан пултăр. Пирĕн пек çинĕ-çимен, каннă-канман пурăнмалла ан пултăр».
Хальхи вăхăтра çĕршыв шайĕнче «Вăрçă ачисене» çăмăллăхсемпе тивĕçтерес ыйтусене тишкереççĕ. Хăш-пĕр çăмăллăхсене регионсенче пама пуçланă та ĕнтĕ…
А.ПЕТРОВ.
Кушкă ялĕ.