Александр Павлович Петров /1921-1995/ Кушкă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялта 4 класс пĕтернĕ хыççăн Кавалти 7 çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухнă. Патăрьелĕнчи педагогика училищине, Канашри учительсен институтне пĕтернĕ. Çĕнĕ Эйпеç, Энтепе, Исемпел, Кавал, Аслă Пăла Тимеш, Кивĕ Эйпеç, Кушкă шкулĕсенче учитель, директор пулса ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Хĕрлĕ Çар ретне 1940 çулта тăнă. Вĕренÿ ротинче, пехота училищинче курсант пулнă. 1942 çулта лейтенант званине илнĕ хыççăн вăрçа кĕнĕ, 95 стрелковăй дивизийĕнче 90 полкри взвод командирĕ пулса çапăçнă. Севастополь хулине хÿтĕленĕ чухне Камышова бухтинче пуçран йывăр аманнă. Тыткăна лекнĕ. Вăрçă хыççăн 1945 çулта яла таврăннă. Хĕрлĕ Çăлтăр, I степень Отечествăлла вăрçă орденĕсене тата нумай медале илме тивĕçлĕ пулнă.
Кавалти шкулта вĕренекенсене 1935 çулхине Хусан, Шупашкар хулисене экскурсине илсе кайнă. Çавăн çинчен Александр Петров шкул ачи пĕчĕк кĕнеке туса çырса хунă. Паянхи кунчченех çак ĕç килте упранать. Çамрăк ăрăвăн вăрçа хутшăннă тăванĕсем çинчен нумайрах пĕлмелле, пĕлнине ыттисене те каласа памалла. Сире паллашма сĕнекен алçырăва пĕр улăштармасăр, çав вăхăтри орфографие упраса çырса кăтартнă:
«Екскурçийе кайни
Пире 10 июнте испытани пĕтсен кам тухнине, кам тухманнине тата кам вĕренÿре ударник пулнине каласа пачĕç. Çавăнтах пире, 15 вĕренÿ ударникне, Хусанпа Шупашкара илсе каятпăр терĕç. Унта пире çаксене уйăрса хунă: Петров Александр, Портнов Антон, Захаров Геннади, Толстова Елизавета, Евтихеев Борис, Яковлев П., Ильин Ипати, Кузнецова Мария, Чермакова, Теллин Гурий, Порфирьев Алексей, Васильев И., Смирнов Николай, Леонтьев Михаил, /паллă мар/. Çак ачасене «15 июнтен кая юлмасăр каймалла пулать», тесе сăмах пачĕ шкул директорĕ Доброхотов. Эпир хавасланнипе çывăрмасăрах çĕр каçатпăр.
Çапла савăнса кĕтнĕ май çак кун хамăр куç умне çитсе те тăчĕ. 14 числора 9 сехетре хамăр вĕренекен Кавал шкулне пырса та çитрĕмĕр, 10 сехетре лавпала Канаша тухса кайрăмăр. Хавасланнипе Канаша çитнине те сисмерĕмĕр. Каçхине 10 сехетре Канаша пултăмăр, пĕр чарăнса тăмасăрах Канашран Тĕрлемесе çитиччен пуйăс çине ларса кайрăмăр. Унта çутăлнă çĕре çитрĕмĕр. Тĕрлемесрен Куславка пристăнне çитме 1 лав тытрăмăр. Лав çине хамăр япаласене тата кам ывăннисене лартрăмăр. Майĕпен Куславкана çитрĕмĕр. Унччен те пулмарĕ, пирĕн умма таçтан-таçтан сарăлса выртакан Атăл тухса тăчĕ. Пырсан-пырсан пăрахутсем курма пуçларăмăр. Курса савăнса пырса Куславка пристăнне çитрĕмĕр. 5 сехетре Шупашкар хулине çитиччен «Карл Маркс» ятлă пăрахутпа кайрăмăр. Эпир, чăваш ачисем, ĕмĕр пăрахут тата Атăл курманскерсем, пăрахут çинче çывăрма пĕлмесĕр тĕлĕнсе кайса пытăмăр.
Шупашкара каçаларах çитнипе пĕр хăваттире кĕрсе вырнаçрăмăр. Тепĕр кунхине /16 числора/ ирхине Шупашкар музейне кайрăмăр. Унта эпир çаксене куртăмăр: малтанах мамонт шăммисене, ĕлĕкхи çынсем упăтесенчен пулса кайнине, вĕсен ĕç хатĕрĕсене, ĕлĕкхи çыннăн пÿрт ăшчиккине, 16-18 ĕмĕрти тумтирсене, çĕр ĕçлемелли хатĕрсене тата Пугачев восстанийĕ вăхăтĕнчин çапăçмалли хатĕрсене куртăмăр. Ун хыççăн хулари макарон тăвакан завод ĕçĕпе паллашрăмăр. 4 сехет çитсен звуковой кино курма кĕтĕмĕр. «Горячие денежки» ятлă кино куртăмăр. Кино хыççăн Шупашкар пристăнне анса Хусана «Соц.революци» ятлă пăрахутпа кайрăмăр.
Хусана 17 числора кăнтăрла тĕлнелле çитрĕмĕр. Пристăнрен трамвай çине ларса хула варрине кайрăмăр. Каçхине 8 сехетре цирка кĕтĕмĕр. Унта эпир пушшех те савăнтăмăр, пăхса ларсан-ларсан хамăрăн та ÿт-пÿ çав артистсем вылянă пек хавасланса илет. Цирк вĕçленсен хамăр йышăннă общежитине кайса выртрăмăр. Ирхине тăрса апат çисен музея кайрăмăр, 4 алăлă, 4 уралă çын, икĕ пуçлă çын тата 2 хăлхалă çын куртăмăр тата ытти те. Музей хыççăн трамвай çине ларса «Зоологический сада» çитрĕмĕр. Тĕнчере мĕнле чĕрчун тата мĕнле йăвăç-курăк пур, çавсене пурне те куртăмăр. Васкамасăр курса çаврăнсан хамăр хăваттере çитрĕмĕр те апат çисен трамвай çине ларса Хусан пристăнне çул тытрăмăр.
Хусантан Тетюша «Сталин» ятлă пăрахутпа ишрĕмĕр. Унта 19 числора ирхине пултăмăр, тытнă лавпа хамăр вĕренекен Кавал шкулне вара 20 числора çитрĕмĕр. Эпĕ, Кавалта вĕренекен Кушкă ачи Петров Александр, япаласене илсе киле васкарăм. Мĕн курнисене, мĕн илтнисене атте-аннене, хам юлташсене каласа патăм».
А. ПЕТРОВ хатĕрленĕ.
Кушкă ялĕ.