Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăнтăрти хурт кăнтăрта лайăх

Кăнтăрти хурт кăнтăрта лайăх

Нумаях пулмасть эпир Пермь крайĕнчи Красновишер районĕнчен вăтам вырăс ăратри пыл хурчĕсен амисене туянса килтĕмĕр. Çав шутран 10-шĕ _ пĕтĕçни, 40-шĕ – пĕтĕçменнисем. Сăмах май, çак ăратри вĕлле хурчĕсене малтан эпир Патăрьел районĕнчи Турхан тăрăхĕнче, кайран республикипех анлăн сарас тĕллевлĕ.

Вăтам вырăс ăратри пыл хурчĕсем пирĕн тăрăхшăн уйрăмах вырăнлă пулма кирлĕ тесе шутлатпăр. Вĕсем пыл сĕткенне çăкаран лайăх пуçтараççĕ. Пирĕн утар вăрманта вырнаçнăран, унта çăка пит нумай çитĕнет. Анчах çăка чечекре нумай вăхăт лараймасть. Çавăнпа хуртсен сĕткене кĕске вăхăтра хăвăрт пуçтарма ĕлкĕрмелле. Ылтăн хуртсем мĕнле ĕçленине тĕрĕслеме манăн ятарлă тараса пур. Ăна кашни кунах сăнаса тăратăп. Çăка çурăлнă вăхăтра вĕллене куллен 8 килограмм пыл килет.

Вăтам вырăс ăратри вĕлле хурчĕ ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать? Пĕрремĕшĕнчен, вăл чи çирĕппи, чи чăтăмли, чи чапли шутланать. Хуртсен çак ăрачĕ чир-чĕре парăнмасть, хĕл сиввисене лайăх чăтса ирттерет. Вĕсене туянма кунта ют регионсенчен, Мускав облаçĕнчи утарçăсем килсе çÿреççĕ. Юлашки вăхăтра Чăваш Енре вăтам вырăс ăратри вĕлле хурчĕсем сахалланса юлни утарçăсене пăшăрхантарать. Вĕсем Раççейре те çулсерен сахалланса пыраççĕ. Мĕншĕн тесен кăнтăрта вырнаçнă питомниксем карпат, кавказ ăратĕнчи амасене пинĕ-пинĕпе кăлараççĕ. Эпĕ кăнтăрти хуртсене хурласшăн мар. Вĕсене хăйсем патĕнче лайăх. Вĕсен унта 1,5-2 уйăх кăна вĕçмесĕр лармалла. Пирĕн патăмăрта 6 уйăх тÿсмелле. Пермь крайĕнчен илсе килнĕ хуртсем пирĕн тăрăхшăн питех те меллĕ пулмалла тесе шутлатăп. Эпĕ çав амасене Турханти хурт-хăмăрçăсене те валеçсе паратăп. Ку тăрăхра ытларах çак ăрат сарăлтăр тетĕп. Мĕншĕн тесен хурт-хăмăрçăсем кашнийĕ хăй тĕллĕн 300 çухрăмри Пермь крайне каяс çуках.

Ылтăн хуртсене пулăшас тĕллевпе кашни çул тĕрлĕ пыл курăкĕ чылай акатăп: фацели, кăвак чечеклĕ пыл курăкĕ /синяк/, илепер курăкĕ /донник/. Фацели лаптăкĕ 25 гектар йышăнать. Иртнĕ çулхине илес пулсан, хурт-хăмăрçăсемшĕн ăнăçлă çулталăк пулчĕ тесе калас килмест. Кăçал вара, пушшех, кашни хĕл каçнă çемье пуçне шутласан, пĕлтĕрхипе танлаштарсан та, пыл çурри анчах. Çакă çанталăк условийĕсемпе çыхăннă. Çуркунне сивĕ килчĕ. Вĕлле хурчĕсене лайăх аталанса кайма май килмерĕ. Кайран, çăка çеçкене ларсан, хĕвел питтинче – 45, сулхăнра 37 градус шăрăх тăчĕ. Çăка çинче хуртсем 3-4 кун анчах ĕçлесе юлчĕç – шăрăх çăка чечекне хăвăрт типĕтрĕ. Иккĕмĕшĕнчен, вăрманта çăка çеçки йывăç çуррийĕнчен пачах пулмарĕ – йывăç тăрринче кăна çурăлнă. Пĕлтĕр çеçке йывăçăн аялти пайĕнче те нумайччĕ. Çăка пылĕ пĕлтĕрхинчен виçĕ хут сахалтарах. 2010 çулта та çанталăк шăрăх пулнăччĕ. Апла пулин те эпир рекордлă тухăç илнĕччĕ.

Пыл пуçтармалли тапхăр вĕçленмен-ха. Хытă курăк /цикорий/, пиçен /осот полевой/, хĕрлĕхен /иван-чай/ тата ытти те чечеке ларнă. Анчах пылак сĕткенне начар кăлараççĕ. Тĕрĕссипе, вăйлă вĕлле çăвăрне ÿстерме талăкра 1 кг пыл çиет. Пылак сĕткенĕ вара вĕллене ун чухлех килмест. Тараса вĕллери пыл 300-400 грамм чакса пырать. Çавăнпа та ăнăçлă çулталăк тесе калаймăн. Ытти регионсенчи лару-тăру та савăнмалли мар. Иваново облаçĕнчи пĕлĕшĕм 100 вĕллерен пĕр витре пыл анчах юхтарса илни çинчен пĕлтерчĕ. Урал тăрăхĕнчи, Мари Элти юлташсем вара пылак çимĕçе самаях алла илнĕ.

Хурт-хăмăрçăсемшĕн августăн 10-мĕшĕ хыççăн çĕнĕ ĕçсем пуçланаççĕ. Çак тапхăртан çитес çулхи пыл пуçтармалли тапхăра хатĕрленме тытăнатпăр. Хуртсене малтан сиплетпĕр, унтан пылак шерпет парса çирĕплететпĕр, хĕле хатĕрлетпĕр.

Н.ПИРОЖКОВ,
хурт-хăмăр ăсти.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Пирожков Пермь крайĕнчи «Анисфера – М» предприятире вырăс ăратри хурт-хăмăр амисене пĕтĕçлентернипе паллашать

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code