Тăван еншĕн, халăх ырлăхĕшĕн нумай çул тỹрĕ кăмăлпа, ырми-канми ĕçленипе ял-йыш умĕнче хисепе тивĕçнĕ çынсем кашни ялтах пур. Вĕсем пирки яланах ăшшăн, ырăпа аса илетĕн. Шуршу ялĕнче пурăнакан Михаил Иванович Такмаков — шăпах маттур та пуçаруллă çынсенчен пĕри. Михаил Иванович 1947 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче, Иван Никитовичпа Александра Михайловна çемйинче çуралнă. Ултă пĕртăван ỹснĕ туслă çемьере. Пурнăç çăмăл пулман, тăхăнмалли, çимелли çитмен. Анчах пуçне усман, вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра аслисемпе тан колхозра тăрăшнă.
1966 çулта 19 çул тултарнă йĕкĕте çара илнĕ. Çамрăк салтак тивĕçне Пенза хулинче пурнăçланă. Виçĕ çул салтак пăтти çинĕ вăл. 1969 çулта тăван яла таврăннă, колхозра вăй хума тытăннă. Лайăх ĕçленине кура Михаила малтанах бригадир пулăшуçине лартнă. Шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланипе аслă бригадира çитнĕ. Колхозра ĕçленĕ вăхăтра Михаил Иванович çĕнĕ пỹрт çĕкленĕ.
1971 çулта каччă ял хĕрĕпе çемье çавăрать. Елизавета Федоровнăпа Михаил Иванович 5 ача (икĕ ывăлпа виçĕ хĕр) çуратса тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян ачисем пурте çемьеллĕ, тĕрлĕ çĕрте тĕпленсе пурăнаççĕ. Тăван киле час-часах килсе çỹреме тăрăшаççĕ. Ватăсем хăйсен 13 мăнукĕпе чунтан савăнаççĕ.
Такмаковсем 1975 çулта тĕп килтен уйрăлса тухса çĕнĕ пỹрт хăпартнă. 1977 çулта Михаил Ивановича ферма ертỹçи тилхепине тытса пыма лартаççĕ. Çак ĕçре чунтан парăнса вăй хунă вăл. Ĕçре хастар, пултаруллă пулнăшăн Михаил тĕрлĕ Хисеп хучĕсем илме тивĕçнĕ. Тивĕçлĕ канăва кайсан та ахаль ларман. Хăйĕн ячĕпе хресчен (фермер) хуçалăхĕ уçса çемйипе пĕрле вăй хунă. Тĕш тырă, ытти пахча-çимĕç акса-лартса илеççĕ. Михаил Иванович ял çинче хастар ĕçĕпех ырă ят çĕнсе илнĕ.
Паян та вĕсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, ачисене пулăшса, вĕрентсе пыраççĕ. 70 çула çитнĕ пулин те арçын ĕçре маттур, кăмăлĕпе çирĕп.
А.ЕФРЕМОВА.