Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 100 çулхи ветеран

100 çулхи ветеран

Энтепере пурăнакан вăрçă ветеранĕ Тихон Табаков – ялти пĕртен-пĕр фронтовик – февралĕн 6-мĕшĕнче 100 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Ялтан вăрçа 185 çын хутшăннă, вĕсенчен 102-шĕ çĕршывăн пуласлăхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пуçĕсене хунă.

Вăрçă пирки сăмах пуçарсан ветеранăн ĕçпе хытнă аллисем чĕтреме пуçлаççĕ, куçĕсем шывланаççĕ. Çапларах аса илет вăл иртнине: «1942 çулхи май уйăхĕн вĕçĕнче вăрçа ялтан эпир пиллĕкĕн тухса кайрăмăр: колхоз председателĕ Федот Сильвестров, Андрей Макаров, Николай Григорьев, Филимон Иванов тата эпĕ. Малтанах Канаш районĕнчи Сухайкасси ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă вĕренÿ лагерĕнче вăрçă ĕçне вĕрентрĕç, унта 3 эрне тăнă хыççăн фронта ячĕç. Эпир виççĕн – эпĕ, Федот Сильвестров тата Лаш Таяпари Виктор Сметанин – пĕр командăна лекрĕмĕр. Пирĕн Воронеж фронтне каймалла пулчĕ. Малтан эшелонпах ларса кайрăмăр-ха, анчах та палăртнă вырăна çитиччен бомбăсем пăрахнăран тата пулеметсенчен татти-сыпписĕр пенĕрен, чукун çул линийĕсем сиенленнипе малалла çуран утма тиврĕ. Воронеж фронтĕнче çак вăхăтра питĕ вăйлă çапăçусем пыратчĕç. Нимĕç çарĕсем пирĕн оборонăна татса 150-400 километр таран шалалла кĕрсе кайма пултарнă. Июлĕн 6-мĕшĕнче нимĕçсем Воронеж хулине те тытса илнине илтрĕмĕр. Фашистсен планĕпе пирĕн Кăнтăр хĕвел анăç, Кăнтăр тата Воронеж фрончĕсен çарĕсен пысăк ушкăнне çавăрса илсе вĕсене аркатмалла пулнă. Анчах та пирĕн çарсем пĕрлехи вăйпа хирĕç тăнăран, пысăк паттăрлăх кăтартнăран, резервсем вăхăтра çитсе ĕлкĕрнĕрен фашистсен çулне çак вырăнта вăхăтлăха чарса лартма май килнĕ. Çапах та малаллах талпăннă. Воронеж фронтне шăп çав вăхăтра пырса çитрĕмĕр эпир. Пире оборона тытма траншейăсемпе окопсене вырнаçтарчĕç. Эпир, маларах асăннă виçĕ юлташ, автоматчиксен ушкăнне лекрĕмĕр. Çапла пуçланчĕ фронтри пурнăç. Кăнтăрла окопсенчен, траншейăран тухман, çĕрле виçĕ çын блиндажра пĕр нар çинче юнашар выртса тăраттăмăр. Нимĕçсем çине-çине бомбăсем пăрахнăран, пулеметсемпе тупăсенчен пенĕрен таврара тĕтĕм-сĕрĕм тăратчĕ, нимĕн те курăнмастчĕ. Кĕçех пирĕн, виçĕ юлташăн, уйрăлма тиврĕ – эпĕ минометчиксен уйрăмне лекрĕм. Нимĕçсем пирĕн оборонăна урăх татса кĕреймерĕç пулсан та çаплах пĕр чарăнми персе тăчĕç-ха. 1943 çулта пирĕн çарсем наступлени пуçларĕç. Январĕн 25-мĕшĕнче Воронеж хулине каялла илчĕç. Тамăкри пек пурăннă эпир, мĕнле сывă юлнине анчах пĕлейместĕп. Çулсем иртсе пырсан та вăл кунсем асăмран тухмаççĕ. Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет, хаяр вăрçă паянхи пек куç умĕнче тăрать».

Вăрçăран фронтовик «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе таврăннă.

1950 çулта вербовкăпа Казахстанри Лениногорск хулине çемйипех ĕçлеме кайнă, чул кăларакан карьерта вăй хунă. Ĕçĕ йывăррине кура укçине те аванах тÿленине пĕлтерет ватă. Икĕ çултан тăван яла каялла куçса килсен каллех тăван хуçалăхра тăрăшма пуçланă. Пĕр вăхăтрах конюхра тата шорникре, скотникре, каярахпа чылай çул арманта, хуралçăра ĕçленĕ.

Хальхи вăхăтра 100 çулхи ветерана Владимир ывăлĕ пăхать. Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă ачисемпе мăнукĕсем те Тихон Григорьевича манмаççĕ, килсех тăраççĕ. Çулĕсем шултăра пулсан та вăр-вар вăл, ĕçрен ÿркенмест. Халĕ те çамрăк чухнехи ĕçне – çăм атă йăвалассине пăрахмасть. Чăх-чĕп, сурăхсем усрать.

Мăшăрĕпе /30 çул каярах çĕре кĕнĕ вăл/ 8 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă Табаковсем. 7 ачи тĕрлĕ хулара тĕпленнĕ. Тăванлăхăн 5 сыпăкне пĕрлештерсе тăракан ватăран вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре тесе ыйтсан, çапла хуравлать:

– Сывлăхлă пулас тесен ĕçпе анчах мар, ăспа та пурăнма пĕлмелле. Çыншăн усăллă ĕç тăвассине мала хумалла. Ирех кĕлĕ вулани – чуншăн усăллă ĕç туни. Çÿлти хăват пулăшнипех çак çула çитме пултартăм. Турă пулмасан Воронеж çывăхĕнче окопрах варăнса юлаттăмччĕ пулĕ. Вăрçă çинчен каламалли нумай, анчах та çамрăксен ырă шухăшĕсене хăрушă хыпарсемпе пăтратас килмест. Самана лăпкă чухне таса туйăмсемпе пурăнма тăрăшмалла, – кăмăллăн пĕлтерет Тихон тете. Çумри балалайки йывăр та тунсăх вăхăтра чунне лăплантарнине хыпарлать.

Л.ДАНИЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Тихон Табаков.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code