Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачалăха хỹтĕлесси — тĕп вырăнта

Ачалăха хỹтĕлесси — тĕп вырăнта

Ытларикун Елчĕке республикăри «Чăваш Ен — ачалăха хỹтĕлессишĕн» автокараван килсе çитнĕ.

Ачасем — пирĕн пуласлăх. Ачалăха, вĕсен прависене хỹтĕлессине, çемьесене май килнĕ таран пулăшу кỹрессине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Автокаравана йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ çемьесенче çитĕнекен ачасене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Елчĕкри искусство шкулĕнче иртнĕ çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, ЧР Вĕренỹ министерствин вĕренỹ центрĕн директорĕ С.Ильина, ЧР следстви комитечĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçи А.Иванов, район прокурорĕн пулăшуçи К.Яндимиркина, районти психологипе педагогика, медицинăпа социаллă пулăшу центрĕн директорĕ И.Кузьмина, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин ачасен тĕп наркологĕ, республикăри наркологи диспансерĕн уйрăм заведующийĕ Д.Дорофеева, районти шкулсен директорĕсемпе çумĕсем, социаллă педагогсем, класс ертỹçисем, ача усрава илнĕ мăшăрсем, çавăн пекех социаллă йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ çемьесемпе вĕсен çула çитмен ачисем хутшăнчĕç.

Районта 18 çула çитмен 2300 яхăн ача шутланса тăрать. Çав шутран 59 ача ăнăçсăр çемьесенче çитĕнет, 12 ача çул çитмен ачасен инспекцийĕнче учетра тăрать.

Ача телейлĕ те тулли пурнăçпа пурăнтăр тесен ашшĕ-амăшĕн, аслисен куллен тăрăшмалла. Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕ пурнăçăн анлă çулĕ çине тухса çĕршыва юрăхлă çын пултăр тесе тимлет. Паянхи çул çитмен çамрăк — çĕршывăн ыранхи пуласлăхĕ. Çавăнпа та пирĕн ача еплерех вĕреннине, пушă вăхăтра кампа çыхăну тытнине пĕлмелле, вăл йăнăш çул çине тăрассинчен куллен пăхса-асăрхаса тăмалла. Пирĕн хушăра ĕçкĕ енне туртăнакан, воспитани парса ỹстерессинчен пăрăнакан ашшĕ-амăшĕ те çук мар-ха.

Л.Левый çакăн пек тĕл пулусем ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ çемьесемпе çула çитмен ачасене пулăшма майсем туса панине, ăнăçсăр çемьесен çивĕч ыйтăвĕсене пĕрле канашласа татса пама май туса панине палăртнă. С.Ильина Вĕренỹ министерствинче пурнăçри йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ çемьесене пулăшас енĕпе ятарлă мобильлĕ бригада йĕркеленине, шăпах вĕсем вырăна çитсе кирлĕ пулăшу панине пĕлтернĕ.

Çемье — пĕрремĕш воспитани паракан тĕп шкул. Унта ача пурнăçра, обществăра хăйĕн вырăнне тупма май паракан лайăх енсене илет. Ыран пирĕн ачасем мĕнле пулĕç, вăл паянхи ашшĕ-амăшĕнчен килет. Тухса калаçакансем çак ыйтăва çĕклерĕмĕр те.

Унтан хăнасем пухăннисемпе ятарлă секцисенче çул çитмен ачасене çитĕнтерекен çемьесен ирĕкĕсене хỹтĕлесси, çул çитменнисемшĕн ашшĕ-амăшĕ административлă тата уголовлă яваплăх илни, ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕпе иртĕхнин сăлтавĕсене, ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарассине, çул çитменнисем тăвакан преступленисем çинче чарăнса тăчĕç, вĕсен сăлтавĕсене уçса пачĕç, психологсем ачасен, аслисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

Автокаравана хутшăннисем Елчĕкри искусство шкулĕнче йĕркеленĕ ачасен ал ĕçĕсемпе, кунта хушма пĕлỹ илекенсен пултарулăхĕпе паллашрĕç.

И.КУЗЬМИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code