1380 çул. Сентябрĕн 21-мĕшĕнче Дмитрий Донской князь ертсе пынипе вырăс полкĕ Куликов уйĕнче Ылтăн Урта çарĕсене çапса аркатнă.
1790 çул. Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Федор Ушаков ертсе пынипе вырăс эскадри Тендер сăмсахĕ çывăхĕнче турккăсен эскадрине çапса аркатнă.
1799 çул. Сентябрĕн 24-мĕшĕнче вырăс çарĕсем Александр Суворов ертсе пынипе паттăрлăх кăтартнă, Швейцаринчи Сен-Готард ту урлă каçнă.
1812 çул. Сентябрĕн 8-мĕшĕнче Михаил Кутузов ертсе пынипе вырăс çарĕ Бородино ялĕ çывăхĕнче французсен çарĕпе пынă юнлă çапăçăва тÿссе ирттернĕ, парăнман.
1914 çул. Сентябрĕн 26-мĕшĕнче Николай Иванов генерал ертсе пынипе вырăс çарĕсем Галици çапăçăвĕнче Австрипе Венгри çарĕсене парăнтарнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçин малтанхи тапхăрĕнчех хăйĕн территорийĕнче çапса салатнă хыççăн Австро-Венгри çĕршывĕ малашне наступление куçма пултарайман.
1945 çул. Сентябрĕн 2-мĕшĕнче Японие капитуляцилени çинчен çырнă акт çине Совет Союзĕ, АПШ, Китай, Великобритани тата ытти союзла патшалăхсен представителĕсем алă пуснă. Çак кун историе иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ ятпа кĕрсе юлнă.