Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçăра пиçĕхнĕ пахчаçă

Вăрçăра пиçĕхнĕ пахчаçă

Никандр Кондратьевич Кондратьев 1920 çулта Энтепе ялĕнче çуралнă. Малтан ялти пуçламăш шкулта, унтан Шăмалак шкулĕнче вĕреннĕ. Унăн аслă пиччĕшĕ Александр Шăмалак шкулĕнче вĕрентекенре тăрăшнă вăл вăхăтра.

Хĕллехи кунсенче Энтепе ачисем килĕсене килсе çÿреймен, çынсем патĕнче хваттерте пурăннă. Кĕçех ялта çичĕ класлă шкул уçсан вĕренекенсем унта таврăннă. Шкулта тĕрлĕ кружок ĕçленĕ. Драма кружокĕ уйрăмах палăрнă. Унăн хастар ертÿçи тата режиссерĕ Никандр Кондратьев пулнă.

27 ача çичĕ класс пĕтернĕ. Вĕсенчен 4-шĕ Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме çул тытнă. Никандр та, аслă пиччĕшĕн çулĕпе кайма шутланăскер, вĕсен йышĕнче пулнă.

Кунтан вĕренсе тухсан 1940 çулхи сентябрь уйăхĕнче йĕкĕте Хĕрлĕ çар ретне илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан тÿрех çапăçăва кĕнĕ вăл, связист пулнă. Командующипе сăнав пунктĕнче чаçсене çыхăнупа тивĕçтернĕ салтак. Кирек мĕнле лару-тăрура та телефон линийĕсене кăлтăксăр ĕçлеттернĕ. Архив хучĕсенче унăн паттăрлăхĕ яр уççăн курăнать: «Кондратьев сержант ют çĕршыв техникине те, радиоаппаратурине те кĕске вăхăтрах алла илнĕ…». Тепĕр документра вара Никандр Кондратьевичăн черетлĕ паттăрлăхĕ пирки палăртнă: «Ун чухне сăнав пункчĕ Хряпино ялĕ çывăхĕнче тăнă. Кондратьев юлташ телефон çыхăнăвне пĕр чарăнми тытса пынă. Кĕтмен çĕртен çыхăну татăлнă. Раци антеннине персе антарнă. Н.Кондратьев çулăм айĕнчен артиллери пенине пăхмасăр уçă вырăна тухса телефон çыхăнăвне юсанă». Çакăншăн ăна «Хăюлăхшăн» медаль панă.

Паттăр сержант 1944 çулхи ноябрь уйăхĕнче те палăрнă, çапăçури паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн 1985 çулта ăна Отечествăлла вăрçă орденне /I степень/ парса чысланă.

1945 çулхи ноябрь уйăхĕнче аслă лейтенант Никандр Кондратьев тăван яла таврăннă. 5 çул ытла пулнă вăл Хĕрлĕ çар ретĕнче.

1947 çулта Никандр Кондратьевич Яманчÿрел шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. Фронтовика шкул заведующине лартнă. Пĕтĕм кăмăлтан, пур хастарлăхĕпе ĕçе пуçăннă вăл. Шкулăн хваттерĕ пулманнипе уйрăм çынсем патĕнче пурăннă. 1955 çулта Канашри учительсем хатĕрлекен институтран вĕренсе тухать. Шкулта географи, биологи, хими предмечĕсене вĕрентет. 1957 çулта завуч пулса ĕçлет.

Çемьеленсен мăшăрĕпе Офелия Ивановнăпа уйрăм пÿрт лартаççĕ. Мăшăрĕ Кивĕ Арланкасси хĕрĕ пулнă. Çапла вара Кондратьевсем Яманчÿрел ялĕнче тымар яраççĕ. Педагогсем иккĕшĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен асăннă шкулта ĕçлеççĕ, нумай-нумай ачана тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани парса ура çине тăма хутшăнаççĕ.

Яманчÿрел шкулĕн питĕ пысăк сад пахчи пулнă. Ăна йĕркелесе яракансенчен пĕри – Н.Кондратьев. 1952 çулта вăл шкул йĕри-тавра хÿме тыттарнă. Шкул участокĕ 1,12 гектар таран пысăкланнă. 1953 çулта шкул пахчине тĕрлĕ йывăçсем лартма пуçланă. Икĕ-виçĕ çул хушшинче сад палăрмаллах пысăкланнă. Улмуççисене лартас ĕçре вĕрентекенсемпе пĕрле ачасем те хастар хутшăннă. Никандр Кондратьевич тăрăшнипе кĕске вăхăтрах кунта вĕренÿпе опыт участокĕ хута кайнă. Шкул ачисем асăннă лаптăкра тĕрлĕ опыт ирттернĕ. Пахчара çĕрулми, купăста, помидор, хăяр, сухан, кăшман, кукуруза ăнса пулнă. 1959-1960 çулсенче арбузпа дыня та çитĕнтернĕ.

Педагогсен коллективĕпе вĕренекенсем шкул йĕри-тавра нумай йывăç лартнă. 1965 çулта анчах çĕнĕ шкул çурчĕ тавра 360 тĕрлĕ йывăç-тĕм лартнă. 1970 çулхи Пĕтĕм Союзри перепись тăрăх Яманчÿрел шкулĕ çумĕнчи участокра çакăн евĕр йывăçсем ÿснĕ: панулми – 0,26 гектар çинче 104 тĕп, чие 0,04 гектар çинче 19 тĕм, хурлăхан 0,15 гектар çинче 123 тĕм. Унсăр пуçне 1440 тĕп декоративлă тĕрлĕ йывăç çитĕннĕ.

Ял варринчи сад пахчи кĕске вăхăтрах чи илемлĕ вырăн пулса тăнă. Анчах та 1978-1979 çулсенчи шатăр сивĕ чылай панулми йывăççине шăнтса хăртнă. Ун хыççăн сада кăштах майласа тирпейленĕ. 1991 çулта вара ватăлнă улмуççисене тĕплесе пăрахнă. Сада çĕнĕрен çĕклесе яма шкул коллективĕн вăй çитмен. Вăрçă тата ĕç ветеранне çакна курса тăма çăмăлах пулман паллах. 30 çул ытла шкулта тăрăшнă пахчаçă текех çамрăк пулман, сад пахчине нимпе те пулăшайман. Хамăр класс ертÿçи пулнă çак сумлă педагога эпир, унăн вĕренекенĕсем, ĕмĕрех асăмăрта тытатпăр. Унăн ырă сăнарĕ ял-йыш асĕнче те упранать. Никандр Кондратьевич пиртен 1990 çулта ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Роза МАКАРОВА.
Ульяновск-Яманчÿрел.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code