Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Аслă çăл

Кашни çулах, хĕле кĕриччен, кĕрхи илеме курса савăнас тĕллевпе хамăн ачалăх çулĕсем иртнĕ вырăнсене çитсе килме тăрăшатăп. Чуллă вар вăл. Çакăнти сăрт айлăмĕнчен этемпе çут çанталăк хутшăнăвĕсен тĕлĕнмелле асамлă сăнарне çывăххăн та уççăн курса ĕненме пулать. Улăхпа икĕ Пăла пĕрлешнĕ хушăра Аслă тÿремлĕх тăсăлать. Нумай хыçала юлман 80-мĕш çулччен улăх тăрăх анăçран тухăçалла симĕс хăю евĕр çÿллĕ дамба тăсăлатчĕ. Ăна Улатăрпа Теччĕ хулисем хушшинчи лашасемпе çÿремелли çулăн пĕр пайĕ пулнă тетчĕç, 250 çул каялла майра патша хушăвĕпе тума пуçланă та теме пула вĕçлеймен иккен.

Кĕçĕн Пăлапа Аслă Пăла Аслă Елчĕк ялĕн çĕрĕсем çумĕпе юхса иртнĕ вырăнта питĕ майĕпен шăватчĕç. Çурхи пăр тапрансан юнашарти тÿремлĕхе дамба таранах ейÿ сарăлатчĕ. Çак пысăк лаптăкра выльăх кăшманĕ ăнса çитĕнетчĕ.

Кунтан инçех мар торф кÿлли курăнать, ăна Караç кÿлли тесен те лайăх пĕлеççĕ. Торфа уй-хире салатса çĕре пулăхлатнă, пулăран та пуянччĕ кÿлĕ.

Кÿлĕпе дамба хушшинче Тутарстанри Шуршу ялĕн çĕрĕ çумне çитиех кантăр çитĕнтернĕ. Ятарлă звено ĕçленĕрен-и – питĕ парка ÿсетчĕ. Кантăрпа чĕкĕнтĕр çитĕнтерекенсем кÿлĕри çăлтан шыв илнĕ. 1969 çулхи ноябрьте кантăрçăсен звеньевойĕ – Елизавета Мисякова колхозниксен Пĕтĕм Союзри 3-мĕш съездне хутшăнма тивĕçнĕ.

Пĕрлешÿллĕ хуçалăх сачĕ çумĕнче тепĕр кÿлĕ пур. Икĕ кÿлĕ хушшинче нихăçан типмен шурлăх тăсăлать. Çурт хăпартакансем унтан мăк кăларса типĕтнĕ. Шурлăхпа Хĕрлĕ çырма хушшинче уйрăм бригада пахча çимĕç туса илнĕ, вĕсен лашисем те хăйсенччĕ.

Шурлăхран аякра мар вăйлă тапса тăракан çăл куç пурччĕ. Шывĕ йывăç пура урлă таврана юхса сарăлатчĕ. Пахча çимĕç ăстисем çакăнти шыва ĕçсе киленнĕ çуллахи тапхăрта, тĕрлĕ культура çитĕнтерме те усă курнă. Çăл куç çывăхĕнче çулсерен Акатуй та ирттернĕ. 80-мĕш çулсем хыççăн ăна ял çумĕнчи стадионта йĕркелеме пуçларĕç.

Улăх илемне кÿрекен Иккĕмĕш Екатерина патшаран «юлнă» дамбăна бульдозерсемпе тĕксе салатрĕç, тикĕслесе сухаларĕç. Çăл куçăн пурине сÿтсе бетон кăшкар, çиелтен, хÿтлĕхшĕн тесе, будка вырнаçтарчĕç. Кунтан иртсе çÿрекенсем сиплĕ шывпа ăш-чике кантарма яланах чарăннă. Чăваш АССР Министрсен Совечĕ 1981 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн асăннă çăл куçа Чăваш Енри çут çанталăк палăкĕсен шутне кĕртнĕ. Çакăн ĕнентерÿ хучĕ Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕнче упранать.

Çăл куç таврашĕнче чылай çул пулманччĕ эпĕ. Кунти вырăна паллама та çук халĕ. Çут çанталăк вăйне тÿсеймен-и – çĕрĕшнĕ будка, кăшкарĕ те анса ларнă. Çын çÿремест халĕ улăхра. Ача-пăча чупмасть, выльăх таврашĕ те курăнмасть – пурнăç чарăнса ларнă тейĕн, чăнах.

Çăл вырăнĕсем ял хушшинчи çырмасенче те пурччĕ-ха. Пăхса тăракан пулманран çухалчĕç вĕсем. Палăк шутне кĕртнĕ Аслă çăл куçа вара çĕнĕрен кун-çул парнелесчĕ. Унта çакна ĕнентерекен плита вырнаçтарсан аванччĕ. Вăл çамрăксен чĕринче тăван тавралăха тата çывăхрах пĕлес, уйрăмах паллă вырăнсене çитсе курас кăмăла вăратĕ, вĕсене хисеплес туйăма çуратĕ.

В.МЕШКОВ,
Аслă Елчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code