Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Профилактика тĕп вырăнта

Профилактика тĕп вырăнта

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйту Елчĕк район территорийĕнче правăна пăсассине тата преступлени тăвассине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен органсен ĕç-хĕлне тишкересси пулчĕ. Хăйĕн калаçăвне Леонард Левый 2017 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашлăвĕн черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухнă ыйтусене хускатнинчен пуçларĕ. Чăваш Енре кăçалхи 11 уйăхра пĕтĕмĕшле преступленисен шучĕ 6,8 процент чакнă. Çав вăхăтрах уйрăмах йывăр преступленисем тăвасси ỹснĕ. Хальхи вăхăтра республикăри юсану учрежденийĕсенче 7 пин ытла çын шутланать. Айăплав срокĕ вĕçленсен вĕсем ирĕке тухса тăван вырăнĕсене таврăнĕç. Канашлăва хутшăннă Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский шăпах вĕсемпе тимлĕ пулмаллине тата профилактика ĕçĕсем ирттермеллине палăртнă. Ыйтăва хускатма сăлтавĕ те пур. Пĕрре саккуна пăснă çынсем çĕнĕрен преступлени тăвасси ỹснĕ.

Преступлени шучĕ кăçалхи 11 уйăхра Елчĕк районĕнче те 3 тĕслĕх (пурĕ 90 преступлени) ỹснĕ. ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев районти криминаллă лару-тăрупа кĕскен паллаштарнă май ỹснĕ преступленисен шутĕнче уйрăмах йывăр, ỹсĕрле, обществăлла вырăнта, çул çитменнисем, маларах преступлени çулĕ çине тăнисем, ниçта та ĕçлеменнисем, ушкăнпа тунă преступленисем пулнине асăнчĕ.

Федерацин наказани пурнăçлавĕн уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан инспекци ертỹçи Татьяна Семенова инспекцинче учетра тăракан граждансем (кăçал паянхи кун тĕлне кунта 111, иртнĕ çул 83 çынна регистрациленĕ), вĕсемпе мĕнле ĕçлесе пыни тата йĕркелĕхе пăснисене мĕнлерех ĕçсене явăçтарни пирки каласа кăтартрĕ. Инспекцире учетра тăракансен пысăк пайне ял урамĕсене, масарсене, çулсен хĕррисене тирпей-илем кĕртес ĕçе явăçтараççĕ.

Район территорийĕнче кăçал çул çитменнисем тунă 5 (иртнĕ çул — 3) преступлени регистрациленĕ. Çемьесенче тăнăçлăх, ăшăлăх тата килĕшỹлĕх çукки, ырăлăха мала хуманни ачасене воспитани парас ĕçре тỹнтерле витĕм кỹрет. Çакна çирĕплетрĕ районти çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин ертỹçи Любовь Александрова. Паянхи кун асăннă комиссинче 12 çул çитмен çамрăк, 31 ăнăçсăр çемье (вĕсенче 59 ача çитĕнет) учетра тăраççĕ. Елчĕк районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан центрăн специалисчĕ Зинаида Орлова центр ĕçченĕсем ăнăçсăр çемьесемпе мĕнле ĕçлени пирки каласа кăтартрĕ.

Çивĕч ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май Леонард Левый саккунлăха тата йĕркелĕхе çирĕплетес, граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ĕçре профилактика ĕçĕ тĕп вырăн йышăннине палăртрĕ. Çак ĕç-хĕле вăйлатас тесен йĕрке хуралĕн ĕçченĕсемпе пĕрле вĕрентỹ, культура, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен, ял тăрăхĕсен специалисчĕсен тата ытти яваплă органсен килĕшỹре ĕçлемелле.

Канашлура ялсене, масарсене çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те тасалăхпа тирпейлĕхре тытас ыйтăва çĕклерĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code