Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Афганеца асăнса

Афганеца асăнса

Кивĕ Эйпеçри тĕп шкулта Афган вăрçинче пуçне хунă Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерне Юрий Григорьева асăнса баскетболистсен районти ăмăртăвĕ тата дартс турнирĕ иртрĕ.

Спортсменсене саламлама хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый асăну турнирĕ патриотизм воспитанийĕ парассинче, сывлăха тĕреклетессинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă май спорт мероприятийĕн яланхи спонсорне Л.Григорьева, патриотла ĕçсен хастарĕсене П.Анисимовпа В.Маркова Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Турнирта тупăшнă 8 команда та çивĕч комбинациллĕ вăйă кăтартнă. Кубок – Кивĕ Эйпеç шкул командинче. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Çĕнĕ Пăва тата Тĕмер шкулĕн атлечĕсем пайланă. Пьедестал çине хăпарнисене çеç мар, ыттисене те «матчăн» баскетбол мечĕкĕсемпе тивĕçтернĕ. Чи ăста баскетболистсен йышне Н.Гончар, Н.Солин, А.Александров, Р.Иванов кĕнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе, грамотăсемпе чысларĕç.

Кивĕ Эйпеç шкул коллективĕ хăйĕн выпускникне халалланă турнира яланах тĕплĕ хатĕрленсе ирттерет. Хальхинче те çаплах. Пĕтĕм командăсене вĕри апатпа тÿлевсĕр сăйланă. Юрий Григорьевăн тăванĕсем те спонсорла пулăшуран аякра пăрăнса юлман.

Дартс турнирĕнче шкул ачисем хушшинче пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене А.Александров /Кивĕ Эйпеç/, М.Максимов /Елчĕк/, А.Афанасьев /Курнавăш/ çĕнсе илчĕç. Аслисенчен Н.Григорьев, А.Григорьев, А.Сусметов мала тухрĕç. Афганецсенчен Б.Албарцев, А.Васильев, Ю.Скворцов ăсталăхпа палăрчĕç. Шкул ачисен çĕкленÿллĕ ташши-юрри спортсменсемпе куракансен кăмăлне килчĕ.

М.ВАСТУЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code