Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аталану никĕсне хывнă

Аталану никĕсне хывнă

Декабрĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çулталăка пĕтĕмлетсе пресс-конференци ирттерчĕ.

Калаçăва пуçланă май Олег Николаев вĕçленекен ансат мар çулталăк тĕрлĕ пулăмпа асра юлассине палăртрĕ. Кăçал коронавирус инфекцийĕ ума пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Чирпе кĕрешме 7 млрд тенке яхăн укçа уйăрнă. Çав вăхăтрах экономикăна тивĕçлĕ шайра хăварма, республика бюджетне шайлаштарма май килнĕ.

Республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн уйрăм программи пирки те каларĕ Олег Алексеевич. Ăна республика çĕршыври аталану енĕпе юлса пыракан регион пулнине кура йышăннă, Программăпа килĕшÿллĕн, Мускав çуллен пĕрер миллиард тенкĕ уйăрать. Укçа-тенкĕ пулăшнипе ума лартнă плансене тата Чăваш Ен аталанăвĕн уйрăм программипе палăртнă ĕçсене пурнăçлама май килĕ. Çăмăл мар пулсан та социаллă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе курăмлă йышăнусем тума пултарнă. Журналистсен «укçа çитĕ-и;» ыйтăвĕ çине Чăваш Ен Пуçлăхĕ иккĕленмесĕр хуравларĕ:

– Çитеретпĕр, анчах йывăрлăхсем тухса ан тăччăр тесен экономика çине алă сулма юрамасть. Хайхи йышăнусен шутĕнче – пурăнма кирлĕ виçене пĕчĕклетменни, шкула каяс умĕн ачасемшĕн 5-шер пин тенкĕ тÿлени, коммуналлă хытă каяшсемпе çыхăннă тарифа пысăклатассине пÿлни тата ытти те.

Суйлав темине çĕкленĕ май республика Пуçлăхĕ иртнĕ суйлав хыççăн районсемпе хуласен пуçлăхĕсен пуканĕсене йышăннă çĕнĕ йыш пирки мухтаса е хурласа калама тăхтарĕ – малтан ĕçлесе кăтартчăр. Вырăнсенчи пуçлăхсене тÿрĕ суйлав урлă уйăрса лартмалла текен шухăша та хирĕçлемест вăл, анчах ăна та халăхпа канашласа, тĕплĕ шухăшласа татса памалла.

Районсенчи журналистсене хăйсен тăрăхĕсенчи ыйтусем интереслентерчĕç. Патăрьелсене республикăн кăнтăр енчи районĕсене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли шыв хранилищине туса пĕтерессин ыйтăвĕ кăсăклантарчĕ. Ăна туса пĕтермешкĕн Олег Николаев Владимир Путин Президентран та пулăшу ыйтнăччĕ. Олег Алексеевич ку енĕпе ĕçсем çитес çулах пуçланмаллине асăнчĕ. Маларах вара 61 пин кил хуçалăхне шывпа тивĕçтерессине тĕпе хунă, халь çак виçе пĕчĕкленнĕ – 50 пин. Ку сооруженине туни асăннă тата ăна çывăхри районсенчи тĕрлĕ вырăна пахалăхлă шыв çитерме, 48 пин ытла çынна ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерме пулăшĕ.

Ял аталанăвĕн шăпи яланхи çивĕч тема. Ялсенче пурăнакансен йышĕ чакса пынишĕн чунĕ ыратнине пĕлтерет Олег Алексеевич. Апла пулин те, ун шучĕпе, йыш чакни чи малтан ял хуçалăхĕнче чылай ĕçе механизациленипе, çавна май ĕç вырăнĕсем чакнипе сăлтавланнă. Çавăнпа та ялти пурнăç условийĕсене лайăхлатса хуларипе шайлашуллă тума тăрăшмалла. Çак тĕллевпех ĕнтĕ республика ял ипотекине субсидилет, территорисене аталантармалли проектсене пурнăçлать, ытти мера йышăнать.

«Вăрçă ачисене» пулăшасси пирки те каларĕ ертÿçĕ. Вăрçă нушине астивнĕ çынсене кăçал «вăрçă ачин» статусне панă – 70 пинрен 30 пин çын тивĕçлĕ удостоверенисене илнĕ. «Вăрçă ачисене» малашне укçапа çыхăннă çăмăллăхсем пулĕç.

Чăваш чĕлхине аталантарассинче унпа усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать. Олег Алексеевич хăй меллĕ кашни самантрах чăвашла калаçма тăрăшать. Вăл пĕр ялти ача садĕнче пулнă май хăй чăваш ачисемпе чăвашла калаçсан та шăпăрлансем хăйĕнпе пурпĕрех вырăсла калаçнине асăнчĕ. Çакăн пек лару-тăру кашни хула-районтах. Чăвашлăха аталантарас тесе тĕп хуламăрта пысăк ĕç пурнăçлама палăртаççĕ. Мĕнпур вырăнта чăваш стилĕпе, эрешĕсемпе усă курни Шупашкар чăвашсен тĕп хули пулнине яр уççăн кăтартĕ.

Пресс-конференцире ытти çивĕч ыйтусене те хускатрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code