Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Ен Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕсене пурнăçа кĕртет

Чăваш Ен Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕсене пурнăçа кĕртет

Нумаях пулмасть иртнĕ пресс-конференцире Раççей Президентне Владимир Путина вырăнсенче май уйăхĕнчи указсене пурнăçланине мĕнле хаклани пирки ыйту пачĕç. Çĕршыв ертỹçи ку енĕпе кăмăллă пулнине пытармарĕ. 2018 çул шăпах пĕтĕмлетỹ тумалли çулталăк пулĕ. Чăваш Республикинче Президент указĕсене еплерех пурнăçлани пирки хурав пама хатĕр.

 

Раççей Президенчĕ Владимир Путин:

— 100 çынран пуçласа 2 пин таран пурăнакан пĕчĕк ялсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине сыхласа хăварас тата çĕнĕлĕхсем кĕртес енĕпе тимлĕх уйăрмаллах. Çĕнĕ ФАПсем уçмалла, пуррисене туллин ĕçлеттермелле. Иккĕмĕшĕ, медицина пулăшăвĕ паракан куçса çỹрекен пунктсем йĕркелемелле. 100 çынран кая пурăнакан ялсенче шăпах вĕсен пулăшăвĕпе усă курĕç.

(2017 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ пресс-конференцирен).

 

Аса илтеретпĕр, 2012 çулхи май уйăхĕнче тĕрлĕ сферăри ĕç-хĕле лайăхлатма — хỹтĕлевпе тулаш политикăран пуçласа бюджет сферинчи ĕçченсен шалăвĕ таранах — 11 указ кăларнă. Юлашки тема вара ытларах та калаçтарать, мĕншĕн тесен шăпах бюджет сферинче тăрăшакан миллион çынпа çыхăннă вăл. Бюджетра вăй хуракансен шалăвĕ пысăк мар, вĕсен ĕç укçи пĕр уйрăм çын ĕçĕн пахалăхĕнчен килмест, тариф сеткипе çыхăннă. Промышленноçра тата ытти сферăра яланах вĕсеннинчен пысăкрах пулнă. Шăпах çак тĕрĕсмарлăха пĕтерессипе çыхăннă та ĕнтĕ Президентăн пĕр указĕ.

Пурнăç шайĕ ỹснине чи малтанах учительсемпе тухтăрсем туйрĕç. Каярах бюджет сферинчи ытти ĕçченсем.

ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта çак ыйтăва татса парасси уçăмлă пулать. Чăваш Енри Экономика аталанăвĕн министерствипе тунă килĕшỹ тăрăх, 2018 çулта вăтам тупăш 24040 тенкĕ пулмалла. Калаçура ытларах чухне «экономикăра вăтамран» ăнлавпа усă кураççĕ. Шăпах çитес çулхи январьтен хăш-пĕр категоринчи ĕçченсен ĕç укçине çак шая çитерме палăртнă. Ку пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенчи педагогсене, медицина организацийĕсенчи тата тăлăх, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене социаллă тивĕçтерỹ паракан социаллă ĕçченсене, вăтам тата кĕçĕн медицина (фармацевтика) персоналĕсене, культура учрежденийĕсенче вăй хуракансене пырса тивет. Вĕсенчен чылайăшĕн шалу палăрмаллах ỹсет.

Шкул çулне çитмен ачасен организацийĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçи 22381 тенке, хушма пĕлỹ панă çĕрте вăй хуракансен 24424 тенке çитмелле. Аслă пĕлỹ илекенсене вĕрентекенсен, врачсен, медицинăра тăрăшакан, çак енĕпе аслă пĕлỹ илнĕ специалистсен 48080 тенкĕ пулмалла.

2018 çулта асăннă категорири ĕçченсене тỹлеме маларах шутласа пăхнă тăрăх бюджет тытăмĕнчен 9695 миллион тенкĕ (2017 çулхи шайран ỹстернине шутласа) яма палăртнă, тесе пĕлтернĕ Светлана Енилина.

2018 çулхи бюджетра тăкаксене саплаштарма укçа-тенкĕ уйăрнă, ăна ЧР Патшалăх Канашĕ ырланă. Малашлăхра бюджетниксен ĕç укçине ỹстересси вăя кĕресси уçăмлă. Лайăх хыпар-çке!

Владимир Путинăн мĕн пур указĕсене пурнăçа еплерех кĕртнине çак материалта пĕтĕмпех палăртаймăн. Çапах та Чăваш Еншĕн тепĕр актуаллă темăна та айккине хăвараймастпăрах. Сăмах кунта яллă вырăнсенче медицина пулăшăвĕ илме май пурри çинчен пырать. Пресс-конференцире Владимир Путин фельдшерпа акушер пункчĕсене тăвас ыйту кун йĕркинче тăнине палăртрĕ. Вĕсен пĕлтерĕшне анлăлатмаллине асăнчĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕсем урлă чи кирлĕ эмелсене тивĕçтермеллине каларĕ. Сахал çын пурăнакан вырăнсене вара çĕршыв Пуçлăхĕ куçса çỹрекен ФАПсем çитмеллине пĕлтерчĕ.

Чăваш Енĕн мухтанмалли пурах. Пирĕн республика медицина пункчĕсене сыхласа хăварас тата çĕнĕрен уçас енĕпе çĕршывра малта пырать. 2013 çултанпа модульлĕ çĕнĕ 146 ФАП хута кайнă. Акă, тĕслĕхрен, Шупашкар районĕнчи Пысăк Карачура ялĕнче сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ çуртĕнче тирпей-илем ĕçĕсем пурнăçламалли çеç юлнă. 2020 çул тĕлне республикăра модульлĕ çĕнĕ 200 ФАП уçăлмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code