Водителе ĕлĕкренех хисепленĕ. Ялта çăмăл автомашинăсене 2-3 хуçалăхра анчах тытнă чухне уйрăмах питĕ кирлĕ çын шутланнă шофер. Васкавлăн больницăна е ытти çĕре çитмелле, мĕн те пулин турттармалла – тÿрех ун патне чупнă. Халĕ килĕрен тенĕ пекех машина-трактор пурри ялти пурнăçа самай çăмăллатрĕ. Апла пулсан та водитель профессийĕ кирлине эпир кулленех туятпăр.
Виталий Порфирьевич Игнатьев 47 çул ытла çул çинче. Ăста водитель çак тапхăрта миçе çухрăм хыçа хăварнă-ши? Ăна вăл хăй те каласа параймĕ. Руль умне ларас умĕн унăн пуçне яланах Валерий Дмитриев юрăçăн «Телейлĕ çул пултăр» юрри аса килет:
«Кашни кун эсĕ çул çинче,
Кашни кун эсĕ руль умĕнче.
Çумăр çăвать-и е çил-тăман,
Телейлĕ çул пултăр саншăн ялан…»
Виталий 1954 çулта Акчел ялĕнче çуралнă, çак ялтах пурăнать. Унăн ашшĕ Порфирий Кириллович икĕ вăрçă участникĕ. Мăшăрĕпе Анна Емельяновнăпа 10 ача çуратса ÿстернĕ тăрăшуллă мăшăр, вĕсене çамрăкранах ĕç çумне çыпăçтарнă. Пĕр тăвансенчен паянхи кун Раиса, Антонина, Леонид, Борис, Владимир, Виталий, Галина, Вера пурăнаççĕ. Александрпа Анатолий, шел пулин те, пурнăçран ир уйрăлнă. Игнатьевсен ачисем тĕнчен тĕрлĕ кĕтессине саланнă, чуна çывăх профессие алла илсе çĕршывшăн усăллă çынсем пулса тăнă. Вĕсен хушшинче водитель, бухгалтер, çар çынни, чукун çул ĕçченĕ, çĕвĕç…
Порфирий Игнатьев вăрçăран хăрах урапа таврăннă пулсан та /унăн шăллĕ Славян вара вăрçăрах пуç хунă/ ĕçсĕр ларман. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ сĕтел-пукан, арча, кил-тĕрĕшĕнче кирлĕ ытти хатĕр ăсталанă, кÿршĕ-аршăна, ял çыннисене чылай япалана тав сăмахĕллех туса панă. Вăрçа каяс умĕн пĕр хушă Хусанти сĕтел-пукан фабрикинче те ĕçлеме тивнĕ ăна.
Çемье выльăх-чĕрлĕх тытнă. Уйрăмах ĕне пурри ачасен сывлăхне упрама пулăшнă.
– Мăшăрăм вăрçа кайиччен пире ĕнеллĕ туса хăварчĕ, çакă пулăшрĕ те ĕнтĕ ачасене йывăр вăхăтра выçă вилесрен, – час-часах çак сăмахсене каланă амăшĕ-героиня ята тивĕçнĕ Анна Емельяновна.
Виталий çемьери 8-мĕш ача пулнă. Шкул хыççăн вăл Вăрнар районĕнчи Калининăри 2-мĕш СПТУра электрика вĕреннĕ, 1969-1970 çулсенче тĕп хулари пĕр предприятинче электрик пулса ĕçленĕ. Çапах та ачаран автомашинăна юратни канăç паман çамрăка – 1973 çулта вăл Шупашкарти автошкула вĕренме кĕнĕ, унтан вĕренсе тухсан Канашри 2-мĕш автобазăра водительте тăрăшнă. Тăван тăрăха таврăнсан «Елчĕкри сельхозэнерго» предприятире водительте ĕçлеме пуçланă, пĕр вăхăтрах электрик ĕçне те пурнăçлама шаннă ăна. Кунта çĕнĕ ГАЗ-52 автомашина шанса параççĕ ку вăхăт тĕлне самай опыт пухма ĕлкĕрнĕ çамрăка. Каярах Виталий Порфирьевич тăван хуçалăхра водительте вăй хурать, 1982 çулта Елчĕкри райпо тытăмне ĕçлеме вырнаçать. Çак çулах райпо тытăмĕнчи автомашинăсене Канашри автотранспорт производство пĕрлĕхĕ çине куçараççĕ, кăштах вăхăт иртсен пирĕн района вĕр çĕнĕ КамАЗ автомашина параççĕ.
– Пĕринче водительсем хушшинче: «Кам районта чи малтан КамАЗпа çÿренĕ?» – текен тавлашу та сиксе тухнăччĕ. 1984 çулта пирĕн района пуçласа КамАЗ маркăллă автомашина хăваласа килчĕç. Çак автомашина водителĕ пулма шăпах мана шанчĕç, – аса илет В.Игнатьев. – Çак çĕнĕ техника çине пирвайхи хут ларсан манра космоса вĕçнĕ евĕр туйăм çуралнăччĕ. Ытти автомашинăсемпе танлаштарсан çул çинче питĕ çăмăллăн пырать вăл. Халĕ те асра, 1984 çулта райпо картишне арбуз килсе тăкрĕç. Мана КамАЗпа арбуз салатма хушу пулчĕ. Ăна питĕ кĕске вăхăтра лавккасене çитерсе сутлăха кĕртмелле пулнăран Анатолий Портнов /Аслă Пăла Тимеш ялĕ/ товароведпа çĕрĕпе арбуз валеçни халĕ те асра. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче районта стройка ĕçĕсем пысăк калăпăшпа пурнăçланчĕç. Çак çулсенчен нумай лавкка çурчĕ çĕкленчĕ. Шăпах çак автомашинăпа тĕрлĕ вырăнтан строительство материалĕсем /кирпĕч, гравмасса, хăйăр тата ыт.те/ турттарма тиврĕ. Çур çултан района тепĕр КамАЗ илсе килчĕç. Унăн водителĕ пулма Исемпел ялĕнчи Сергей Портнова çирĕплетрĕç. Тĕрлĕ хуларан холодильник, ытти техника, тĕрлĕ тавар турттартăмăр пĕрле.
Пĕр вăхăт хатĕрлев кантурĕнче вăй хума та тивнĕ В.Игнатьева. 1999 çулта вара вăл «Попутчик» фирмăна ĕçлеме вырнаçса автобус водителĕнче тăрăшма пуçланă. Паянхи кун та водитель Мускава, ытти тĕрлĕ хулана рейса çÿрет.
– Кирек хăш автомашина çине ларсан та маншăн тĕнче уçăлса каять. Çут çанталăкăн мĕн пур илемĕ куç умне тухса тăрать çак самантсенче. Уй-хир, юхан шыв, вăрман, ял-хула черетленсе хыçа юлса пынă май вĕсемпе те чунтан киленме ĕлкĕретĕп, – тет Виталий Порфирьевич.
Çапах та инçе çула тухнă вăхăтсенче йывăрлăхĕ те тĕл пулма пултарнине асăнать. Çул çинче ăнсăртран автомашина пăсăлса ларас пулсан пулăшу аллине тăсса паракансен шучĕ пысăк пулнине, уйрăмах аслă ăрурисем инкекре хăварманнине пĕлтерет.
– Кирек кам та пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекме пултарать. Çавăнпа та манăн çул çинчи кашни çынна ырă кăмăллă пулма тата пĕр-пĕрин нушине ăнланса пулăшма чĕнсе калас килет, – тет вăл çул çине нихăçан та троссăр, кĕреçесĕр тата лумсăр тухманнине пĕлтерсе.
Виталий Порфирьевич – ырă кăмăллă атте, ĕçчен мăшăр, ăш пиллĕ кукаçи. Мăшăрĕпе Маргарита Николаевнăпа 3 хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Пултаруллă пикепе хăй райпо тытăмĕнче ĕçленĕ чух лавккара паллашнă çамăк. Кĕçĕн Патреккел ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕре вăл кăштах туслă çÿренĕ хыççăн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Игнатьевсен хĕрĕсем ашшĕ-амăшне кура пĕринчен тепри пултаруллă ÿснĕ. Татьянăпа Елена шкултан ылтăн, Светлана кĕмĕл медальсемпе вĕренсе тухсан Шупашкара, Мускава çул тытнă. Пурте çемьеллĕ вĕсем халĕ. Кукашшĕпе кукамăшĕ 6 мăнукĕпе савăнаççĕ, çывăхран та çывăх тĕпренчĕкĕсем килсен кил-çурт савăнăçпа тулнине пĕлтереççĕ.
Е.ПЕТРОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Виталий Игнатьев çула тухас умĕн.