Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх хастарлăхĕ тата чăн паттăрлăх, —

Халăх хастарлăхĕ тата чăн паттăрлăх, —

çапла хаклассăм килет манăн районăн иртнĕ кун-çулне.

Пирĕн ăру — иккĕмĕш тĕнче вăрçи умĕн, аслă хирĕç тăру тата ун хыççăнхи малтанхи çулсенче тĕнчене килнисем — район йĕркеленнĕ вăхăтăн малтанхи тапхăрне хăй куçĕпе курман. Апла пулин те атте-аннесем, асатте-асаннесем çав тапхăр çинчен куççуль витĕр каласа кăтартни асран тухмасть. Мĕншĕн тесен вĕсем чăн-чăн ырлăх мĕн иккенне пĕлмен те. Паллах, килти хуçалăхра кăштах тырри-пуллипе пахча çимĕçне ỹстеркеленĕ. Тата вăй çитнĕ таран выльăх-чĕрлĕх усранă.

Анчах трактор е ытти техника яла килнине эпир те, сакăр теçетке патне çывхаракансем, лайăх астусах каймастпăр.

Çав вăхăтрах пирĕн ăрăва вăрçă суранĕсене тỹрлетме (унччен мĕн туса илнине, мĕн туяннине — лайăх лашасене, автомашинăсене тата ыттине те — пĕтĕмпех фронта ăсатнăран) питех те йывăр килчĕ. Апла пулсан та тантăшсем, хамăртан кăштах аслисем, вăрçă нушисене пула хавшаса юлнă, фронтран вăйсăрланса е аманса таврăннă сусăрсем пĕтĕм чунне парса ĕçленĕрен колхозлă ялсем хăвăртах чĕрĕлсе тăчĕç.

Пирĕн тăрăх чи пысăк тухăçлă тыр-пулпа ытти культурăсем çитĕнтернипе тата йышлă выльăх-чĕрлĕх усранипе палăрчĕ. Çав паха кăтартусемшĕн «Победа» колхоза Ленин орденĕпе наградăлани, хуçалăх аталанăвĕшĕн пĕтĕм вăйран тăрăшнă ултă çынна, каярахпа тепĕр иккĕшне — И.А.Михайловскипе мана Социализмла Ĕç Геройĕ ята, Ленин орденне, Çурлапа Мăлатук ылтăн медальне, «Ылтăн Çăлтăр» медальне пани пирĕн халăх пысăк хастарлăх тата чăн-чăн паттăрлăх кăтартни çинчен калать. Патшалăх премийĕн лауреачĕ Алексей Сурков, Чăваш Республикипе Раççей ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне илнисем те пирĕн хуçалăхра вуншарăн.

Районăн 90 çулхи юбилейĕ ячĕпе хамăр колхозра, каярахпа ял хуçалăх кооперативĕсенче тăрăшакан ял çыннисене, вĕсемпе пĕрле пĕтĕм район халăхне ăшшăн саламлас, ырлăх-сывлăх сунас килет.

Н.И.ПАНКРАТОВ,
Социализмла Ĕç Геройĕ. Кивĕ Эйпеç ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code